Сăвăлла юмах
Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Кĕрсе ларма пÿрчĕ çук,
Питне шăлма тутри çук.
Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть:
Унта-кунта тăшман çеç,
Пурăнать вăл вăрттăн çеç.
Куй-куй куян тус
Кулянмасăр пурăнмасть,
Шыва сиксе вилес тет,
Шыв хĕрнелле чупрĕ тет.
Куй-куй куян тус,
Кулянас мар малалла:
Куянран та хăраса
Шапа сикрĕ шывалла.
Куй-куй куян тус,
Кулянмасăр пурăнас:
«Шапа манран та хăрать,
Вăл та çапах пурăнать…»