Пулмасла халап
Эпир пĕррехинче асаттепе сунара кайрăмăр, пĕр мулкач куртăмăр. Хăвалама тытăнтăмăр. Хăваласа çитрĕмĕр те кÿскепе иле-иле çапатпăр — вилмест. Эпĕ хам хыт курăкпа кăна петĕм — мулкач вилчĕ кайрĕ.
Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Хам пĕччен тытрăм та — çĕклерĕм хутăм.
Пар лаша кÿлнĕччĕ. Хăвалатпăр — туртаймаççĕ. Пĕрне тăварса пĕрне кăна хăвартăмăр — туртать.
Киле таврăнтăмăр. Мулкача асаттепе йăтма тăратпăр — йăтаймастпăр. Пĕччен тытрăм та — вăштах йăтрăм.
Алăкран кĕртме тăратăп — кĕмест. Тĕнĕрен тĕртрĕм те — кĕчĕ кайрĕ.
Мулкача хуранта пĕçерме тăратпăр — кĕмест, çăпалана хуратпăр — тулмасть.
Аннене пĕçерме хушрăм. Анне пăхса тăман та — яшка хытă вĕренĕ, мулкач хытă вĕренипе хурантан тухнă та ÿкнĕ. Кушак çинĕ те янă. Мулкача хамăр çиеймерĕмĕр те.