Улăп халапĕсем

И. Одюков


small_odukov_i_i_150
Иван Одюков. Фольклорист, литературовед.

Улăп халапĕсем Чăвашра анлăн сарăлнă. Вĕсене республикăри ялсенче те, республика тулашĕнче (Тутар, Пушкăрт республикисенче, Ульяновск, Самар, Пенза, Оренбург, Саратов облаçĕсенче) пурăнакан чăвашсем хушшинче те илтме пулать.

Улăпсем çинчен калакан халапсем, пысăк калăплă эпос тĕсĕсем, тĕрĕк халăхĕсен: Алтайра — хакассен, Вăтам Азире — казахсен, туркменсен, Кавказра — азербайджансен, Атăлпа Урал тăрăхĕнче — пушкăртсемпе тутарсен те, чăвашсен те пур. Пурин те вĕсем паттăр Алп е Алпамыш ятлă, чăвашсен — Улăп.Малаллине вулас