Улăп халапĕсем


И. Одюков


small_odukov_i_i_150
Иван Одюков. Фольклорист, литературовед.

Улăп халапĕсем Чăвашра анлăн сарăлнă. Вĕсене республикăри ялсенче те, республика тулашĕнче (Тутар, Пушкăрт республикисенче, Ульяновск, Самар, Пенза, Оренбург, Саратов облаçĕсенче) пурăнакан чăвашсем хушшинче те илтме пулать.

Улăпсем çинчен калакан халапсем, пысăк калăплă эпос тĕсĕсем, тĕрĕк халăхĕсен: Алтайра — хакассен, Вăтам Азире — казахсен, туркменсен, Кавказра — азербайджансен, Атăлпа Урал тăрăхĕнче — пушкăртсемпе тутарсен те, чăвашсен те пур. Пурин те вĕсем паттăр Алп е Алпамыш ятлă, чăвашсен — Улăп.

Чăвашăн «улăп» тени авалхи тĕрĕк халăхĕсен «алп» сăмахĕнчен тухнă, унпа пĕр пĕлтерĕшлĕ çÿренĕ. Этнографсемпе фольклористсем «улăп» (алп) сăмах та, улăпсем (алпсем) çинчен хывнă халапсем те Тĕп Азире, хальхи Алтай-Байкал таврашĕнче пурăнакан тĕрĕк халăхĕсем хушшинче пирĕн эра пуçланиччен е пирĕн эра пуçламăшĕсенче йĕркеленме тытăннине палăртаççĕ. «Улăп» (алп) тени малтанах «салтак», «сыхлавçă» тенине пĕлтернĕ. Каярахпа вара çав паттăрсем çинчен халапсем хывнă, вĕсенче паттăрсене пысăк пÿ-силлĕ, ахаль этем пек мар вăйлă, патвар туса сăнланă. Ку тапхăрта «улăп» (алп) тени вăйлă паттăрсен ушкăнне е уйрăм çынна сăнлакан сăмах, пайăр ят пулса тăнă.

Хальхи ăнлану тăрăх, Улăп — тăван халăх пулса кайни, пурăнни-кĕрешни, вырăнтан вырăна куçса çÿрени, йывăрлăхсене çĕнтерсе пыни, çак вырăна килсе вырнаçни çинчен калакан сĕм авалах йĕркеленнĕ эпосла халапсенче тĕл пулакан паттăр ячĕ. Çапла ĕнтĕ, чăваш çынни Улăп сăнарĕ урлă хăй халăхĕн аваллăхне, ун шухăш-кăмăлне, ĕçне-хĕлне курать.

Чăвашсем Улăпа хăйсен тĕп аслашшĕ вырăнне хурса хисеплесе пурăннă. Чылай халапра пирĕн халăх Улăпран пулса кайнă теççĕ. Улăпсене халăх питĕ пысăк туса сăнлать: пуçĕпе вĕсем пĕлĕте перĕнеççĕ е пĕлĕтрен çÿллĕ пулаççĕ, кашни утăмĕ вĕсен пĕр çухрăм е виçĕ, çичĕ, хĕрĕх çухрăм т.ыт.те. Хăйсене çÿреме чăрмантаракан пĕлĕтсене вĕсем çÿлелле çĕклеççĕ; Улăп валли кĕпе-йĕм çĕлеме амăшĕ çулталăк хушши пир тĕртет, пĕр кĕпене эрне çĕлет.

Халапсенче Улăпсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Паллă ĕнтĕ, чи авалхи этемсем йывăç-курăк мĕн панине пухса, сунара çÿресе çеç тăранса пурăннă. Каярахпа вĕсем выльăх-чĕрлĕхе алла вĕрентсе тăраннă. Тата каярахпа çĕр ĕç культурине хăнăхнă. Чăваш мăн аслашшĕсен çĕр ĕçĕпе пурăнасси Кавказра чухнех (IV—VII ĕмĕрсенчех) тытăнать, кайран çирĕпленсех çитет. Ак Улăп та çавах иккен: малтан вăл сунар ĕçĕпе çеç пурăнать, каярахпа чĕр чунсене, выльăх-чĕрлĕхе пăхса пурăнма тытăнать, кĕтÿç пулса тăрать, вырăнтан вырăна куçса çÿрет. Кĕтÿ кĕтсе пурăннă чух вăл ака-суха ĕçĕпе пурăнакан çынна ăнланмасть, ăна çĕр çĕтекен кăпшанкă тесе хаклать. Анчах халăх, çĕр ĕçĕ пурнăçра тĕп ĕç пулнине ăнланса илнĕскер, ăна хÿтĕлеме кирлине палăртать. Çакна вăл Улăп амăшĕн сăнарĕпе кăтартать: Улăп амăшĕ çĕр ĕçне те, çĕр ĕçĕпе пурăнакан этеме те хÿтĕлет. Çапла сăнланă этем хăй пурнăçĕнчи улшăнусене.

Халапсенче Улăпсем тĕрлĕ вырăнсенче вăрçа хутшăннисене те сăнланă. Анчах вĕсем нихăçан та ытти Улăпсем е халăхсем çине малтан тапăнмаççĕ, вĕсен пурлăхне те хапсăнмаççĕ. Хăйсем çине тапăнакансене вара каçармаççĕ. Ку халапсем халăх историйĕпе тачă çыхăннă. Чăвашсем пирĕн эрăн II—VII ĕмĕрĕсенче Кавказра, хальхи Краснодар крайĕн таврашĕнче пурăннă, Кавказри халăхсемпе çыхăну тытнă. VII ĕмĕрте, Аслă Пăлхар патшалăхĕ салансан, Атăл тăрăхне куçса килнĕ. Авалах этем çут çанталăк вăйăсемпе кĕрешни çинчен калакан халапсенче Улăпсем нумай пуçлă çĕлен-аçтахасемпе е алтăркуç çăткăнсемпе çапăçаççĕ иккен. Каярахпа йĕркеленнĕ халапсенче Улăпсем çут çанталăк вăйĕсемпе мар, хăйсем çине тапăнакан тăшмансемпе (этемсемпе) çапăçаççĕ.

Çапла вара, Улăп халапĕсене чăваш халăхĕн историлле кун-çулĕпе пурнăç улшăнăвĕсене палăртакан эпосла халапсем теме пулать.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.