Никифоръ Соленцов
Кăрлач 27-мĕшĕ
Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.
Йуратнă тăвансем! Пайанхи кун ылттăн ђĕлхелĕ тийекен Іоанна асăнатпăр.
Іоанн Антіохіяра 347—мĕш çулта çуралнă. Унăн амăшĕ Анфуса ăна сăваплă çын тăвас-ђĕ тесе пит тăрăшса ÿстернĕ. Ђăнах та Іоанн Турра пит йурăхлă çын пулнă.
Вăл малтанах хăй çуралнă хулара священникре тăнă. Ăна халăх пит йуратнă. Çынсене пит лайăх каласа вĕрентнĕшĕн ăна ылттăн ђĕлхелĕ тесе йăт панă. Унăн ђапĕ пит айакка сарăлнă. Грек патши Аркадій ун çинђен илтсессĕн ăна Константинополе ђĕнтернĕ те, унта архіепископа кÿртнĕ. Іоанн священникре ђухне те, архіепископра ђухне те, мĕн пур вăйĕпе халăха ђăн тĕн çинђен вĕрентсе Турă хушнă пек лайăх пурăнма ÿкĕтленĕ.
Іоанн пурăннă вăхăтра суйа тĕнпе пурăнакан çынсем нумай пулнă. Іоанн хăй те вĕренессе малтан вĕсен ђи аслă школĕнђе вĕреннĕ. Вăл суйа тĕн тытса пурăнакан çынсене ђăн тĕн çинђен вĕрентнĕ. Нумайĕшĕ вăл вĕрентнине йышăнса тĕне кĕнĕ. Вăл вĕрентсе калаçнинђен пурте тĕлĕннĕ.
Константинопольре çав вăхăтра çынсем Христос тĕнне тытса тăнă пулсан та, вĕсем çак тĕнђере йепле лайăхрах ĕçсе çийес-ђĕ, савăнса пурăнас-ђĕ тесе кăна шухăшланă. Іоанн вĕсене çакăншăн хытă питленĕ. Унăн витĕмлĕ сăмахĕ вĕсен ђĕрине сăнă ђикнĕ пек ыраттарса тăнă. Іоаннăн тăшманăсем унăн сăмахне ђăтаймасăр ун çинђен патшана елеклесе кăтартнă. Патша вĕсене итлесе Іоанна пĕр инçе çĕре Кавказа йартарнă. Унта Іоанн асапланса вилнĕ.
Çапла Іоанн хăй пурăнăçне суйа тĕнпе пурăнакан çынсене ђăн тĕн çинђен вĕрентсе, йĕркесĕр пурăнакансене питлесе, вĕсене ырă пурăнма ÿкĕтлесе ирттернĕ.

Йуратнă тăвансем! Епир те ылттăн ђĕлхелĕ тийекен Іоанн пек пулма тăрăшар. Епир те ун пекех йĕркесĕр пурăнакансене ђипер пурăнма ÿкĕтлер; пуринђен ытла суйа тĕнпе пурăнакансене ђăн тĕн çинђен вĕрентер. Пирĕн йĕри тавăра тĕне кĕмен çынсем пит нумай; хамăр тăвансем, ђăвашсемех, Христос тĕнне пĕлмесĕр кирлĕ мар йапаласене пуççапса ђÿклесе пурăнаççĕ. Вĕсене пирĕн Христос тĕнĕ çинђен ырă калаçса вĕрентес пулат̌; вĕсем ђăн тĕне пĕлсе çутă курђђăр. Ђăн тĕнпе ырă пурăнăç çинђен пĕр священниксемпе епископсем кăна мар, пур Христоса ĕненсе тăракан çынсен те вĕрентес пулат̌. Камăн пилĕк талант укçа пур, вăл ун çумне тата пилĕк талант ĕçлесе туптăр; камăн виçĕ талант пур, тата, виçĕ талант туптăр; камăн пĕр талант пур, вăл тата пĕр талант ĕçлесе ун çумне хуштăр. Çавăн пекех кам пилĕк суйа тĕнлĕ çынна ђăн Турă йенне çавăрма пултарат̌, вăл шулĕк çынна Турă йенне çавăртăр; кам виçĕ суйа тĕнлĕ çынна ђăн тĕне кÿртме пултарат̌, вăл виçĕ çынна ђăн тĕне кÿрттĕр; кам тата пĕр ђăн Турра пĕлмесĕр аташса çÿрекен çынна ђăн Турă-çинђен пĕлтерсе ăна çăлма пултарат̌, вăл ăна вĕрентсе çăлтăр. Кам мĕн ђухлĕ тума пултарат̌, çавăн ђухлĕ тутăр. Унсăрăн’Турă умĕнђе айăплă пулăпăр.
Анђах епир, ђăвашсем, çапла тумастпăр. Пирĕн хушшăмăрта вĕреннĕ çынсем те пайтах, анђах вĕсем суйа тĕнпе пурăнакан тăванĕсене ђăн Турă çинђен вĕрентсе пĕлтерме пит сахал тăрăшаççĕ. Вăл тĕлĕшрен Мухаммед тĕнне тытса тăракан çынсем—тутарсем те пиртен ирттереççĕ. Тутар хут̌ ăçта май пулсан та хăй тĕнĕ çинђен калаçма тытăнат̌. Урăх тĕнпе пурăнакан çынсене хăй тĕнне çавăрма тăрăшат̌. Пуринчен ытла вĕсем пирĕн тĕне кĕмен ђăвашсене хăйсен тĕнне илĕртсе кÿртеççĕ.
Тăвансем! Хамăр тăвансем-ђăвашсемшĕн тăрăшар. Вĕсене тутарсене илĕртме ан парар; ђăн мар тĕне кÿртсе вĕсен ђунĕсене ан çухаттарар. Çавăнпа кашни, кам Христос тĕнне тытса тăрат̌, ăна аван пĕлет, суйа тĕнпе пурăнакан ђăвашсемпе Христос тĕнĕ çинђен калаçтăр; вĕсене ђăн тĕн çинђен пĕлтерсе ун çуттипе çутăлтарар. Вĕсем Христос тĕнне пĕлсе çитсессĕн хăйсен тĕнне пăрахса тутар тĕнне кĕмĕç; хăйсемех священниксене Виç-Ипостаçлĕ Турă йађĕпе шыва кÿртме йăлăнĕç; Турă хушнă пек пурăнма тăрăшĕç. Çапла тусассăн епир Турă умĕнђе сăваплă пулăпăр. Турă пире уншăн хăрушă сутра вара вырăн парĕ. Епир вара леш Тĕнђере ђăн Турă çинђен вĕрентнĕ пророксемпе, апостолсемпе, Іоанн Златоустпа, тата ытти святой çынсемпе пĕрле Турă умĕнђе савăнса пурăнăпăр. Амин.