Симеонъ Сергѣевъ
Мăн-Кăрлађ 30-мĕшĕ
Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.
Пирĕн Іисус Христос Туррăмăр апостолĕсене суйласа илсен, вĕсене йалсене, хуласене Хăй çинђен вĕрентме йанă. Йулашкинђен, Хăй пĕлĕт çине улăхнă ђух, вĕсене каланă: кайăр та, пĕтĕм тĕнђене вĕрентсе çÿрĕр; Епĕ мĕн тума хушнине пурне те тăвăр, тенĕ. Апостолсем ђăнах та, Христос хушнă пек, пĕтĕм тĕнђене Ун çинђен вĕрентсе çÿренĕ. Унтан хăйсене панă ирĕке архіерейсене, священниксене парса хăварнă.
Пайан асăнакан святойсем Василій Великий, Григорій Богослов, Іоанн Златоуст, виççĕшĕ те, архіерей пулса пурăннă. Вĕсем апостолсен ђăн суйласа илнĕ çыннисем пулнă. Апостолсем пек мĕн пур пурлăхĕсене, килĕ-çурђĕсене пăрахса Христос хыççăн кайнă; апостолсем пек ĕмĕрĕсем мĕн иртиђђенех Христос çинђен вĕрентнĕ. Пĕтĕм ђĕрисемпе Христосăн ђăн тĕнне сарма, тĕреклĕлетме тăрăшнă. Вĕсем вилĕмрен те хăраман, никамран та шикленмен:
патшине те, пуçлăхне те, хресђенне те, арçынне те, хĕрарăмне те, ваттине те, çамрăккине те, пурне те вĕрентнĕ. Ђиркÿсенђе те, ахаљ çуртсенђе те, урам хушшисенђе те пĕр ывăнмасăр вĕрентнĕ. Вĕсем пурăннă вăхăтра Христос çинђен суйа вĕрентекенсем нумай пулнă. Вĕсене те ÿкĕтле-ÿкĕтле, питле-питле хăйсен ђăн тĕнĕ йенне çавăрма тăрăшнă. Вĕсене ђăн тĕн çинђен вĕрентсе кала-кала панă. Пайан асăнакан святителсем вĕрентнине итлеме таçти- таçти инçетри йалсенђен, хуласенђен пуçтарăннă. Вĕсенĕн сăмахĕ пит хăватлă пулнă. Итлесе тăракансен хытă ђĕрисене вут пек çунтарнă, хуйхăракан çынсен ђĕрисене лăплантарнă. Темĕнле хытă ђĕрелĕ çын та вĕсем вĕрентнине илтсен, çемçелнĕ. Аташса кайнă, пĕтĕмпе пăсăлнă çынсем те çĕнĕрен çылăхĕсенђен ÿкĕнсе, Христос йенне çавăрăннă.
Унтан тата çав святителсем тĕрлĕ инçетре, суйа тĕнпе пурăнакан тĕттĕм халăхсем патне Рим патшалăхĕнђен священниксем, монахсем Христос çинђен вĕрентме йанă. Суйа тĕнлĕ халăхсене те Христос тĕнин çуттипе çутатасшăн тăрăшнă. Іоанн Златоуст пирĕн патшалăх çĕрне те Христос çинђен вĕрентме çынсем йанă, теççĕ.
Савнă тăванăмсем, пайан асăнакан святителсем тахăçанах вилнĕ, анђах вĕсен ĕçĕ вилмен, вĕсен йађĕ, вĕсем Христос çинђен каланă сăмахĕсем, вĕсем вĕрентсе çырса хăварнă кĕнекесем çĕр çинђен çухалман. Ăçта кăна Христос тĕнне тытакансем пур, вĕсем пурте халиђђинех пайан асăнакан святителсен вĕрентнине илтсе пурăнаççĕ. Кĕлле килмессерен вĕсĕм вĕрентсе каланă сăмахсене, вĕсем çырса хăварнă кĕлĕсене вуланине илтеççĕ. Мун-кун кунĕ вулакан Іоанн Златоуст вĕрентсе каланă сăмахсене кам илтмен? Вĕсене вуланă ђух кам савăнса тăман? камăн кăмăлĕ хуçăлман? Вĕсенĕн кĕллисене те пурте илтнĕ. Кăнтăрлахи кĕлĕ йĕркине пĕтĕмпе Іоанн Златоустпа Василий Великій çырса хăварнă. Вĕсем вĕрентни пĕтĕм тĕнђене сарăлнă. Çавăнпа, пайанхи кун, пирĕн ђиркÿ вĕсене мухтаса çапла йурлат̌: вĕсенĕн пĕлтерни пĕтĕм тĕнђене сарăлнă, вĕсенĕн сăмахĕ тĕнђен вĕçĕ-хĕрринех çитнĕ, тет.
Епир те, савнă тăванăмсем, пайан асăнакан святителсем вĕрентсе çырса хăварнине ђас-ђасах вуласа, вĕсем хушнă пек пурăнма тăрăшар. Вĕсенĕн кĕллисене те вĕренсе пурăнар. Халĕ вĕсем пире çапла пурăнма Турăран вăй-хăват пађђăр, тесе тархаслар. Амин.