Турхан Энтри
Тăван халăхăм! Сехет çитрĕ – вилеп!
Тăван çĕр-шывран ĕмĕре уйрăлап:
Сана юлашки хут савса пехиллеп.
Чăваш ятне çеç, вилес чух, асăнап.
Ача чухнерен, вулама пуçличчен,
Сана ман пекех савакан кам пулас?
Вĕри сăмахпа, юрăпа, виличчен
Чăваш чĕрине кам çĕклес, хăпартас?