Пуш уйăхĕ


Н. Иванова & В. Никитин


Пуш уйăхĕ

Çапла вăл çурхи уяв. Каçхине ĕçкĕре пулсан та ирпе ирех ĕçре, кÿлĕмре пулмалла!

Чăваш кун тăрăмĕпе пушă уйăх апреле, хальхи календарьпе март уйăхне тÿрĕ килет. Уйăх тăрăх икĕ çул вун икĕ уйăхлă, виççĕмĕш çул вун виçĕ уйăхлă пулса пынă. Вун икĕ уйăхлă çулталăка «мăшăр çул», вун виçĕ уйăхлине «йывăр çул» («високосный год») тенĕ.

Пушă уйăхĕн пĕлтерĕшĕ манăçа тухнă, çавăнпа ăна тĕрлĕрен ăнлантараççĕ. Пĕрисем ку уйăхра юр пушанать, теприсем ял çынни сарайĕ-пÿлми пушанать теççĕ, çавăнпа «пушă уйăх»-мĕн. Теприсем уйăх ячĕ хĕр çураçнă хыççăн пушă пăрахас йăлара» тухнă теççĕ.

Авалхи кун тăрампа çулталăк пуш уйăхĕнче пуçланнă. Эппин, ăна çулталăкăн пуç (тĕрĕкле — баш) уйăхĕ теме май пур. «Кив çул ватăлса çитнине палăртса авал тĕрлĕ халăх Çĕнĕ çул умĕн типĕ тытнă. Сартăш тĕнлĕ чăвашсен те мăн кун типпи пулнă. Вĕсем пушă уйăхра типĕ тытнă, пушă апат çинĕ. Акă ăçта иккен «пушă уйăхĕн» вăрттăнлăхĕ»,—тесе шутлать М. И. Кул ай сăмахçă.

«Вун иккĕ çапсан», кунпа çĕр тăршшĕ танлашсан упа хăй йĕннинче ăшша хирĕç тулалла çаврăнса выртать. Çавăнпа малтан чăвашсем пуш уйăхне упа уйăхĕ тесе каланă. Çĕпĕрти тĕрĕксем те кун таврăннă хыççăнхи уйăха «азыг айы, ыйыг айы»— «упа уйăхĕ» теççĕ.

Сăнавсем

  • уйăхĕ ултавлă: пĕрре макăрать, тепре ахăлтатса кулать. Çуркунне сивĕ пулсан çулла пăр çапма пултарать.
  • хăвăрт ирĕл сен çулла йĕпе-сапаллă пулать.
  • ырмари пăр çине шыв тухсан часах ăшă кунсем пуçланаççĕ.
  • уйăхĕ — ĕне ырри сăйлăхĕ.

Пуш Уйăхĕнчи Паллă Кунсем

1. Çурхи пĕрремĕш кунах çур ашкăнма тытăнсан — кайран улталать. Уйăх пуçламăшĕнче улмуççисем тавра юр таптаса хытармалла, вуллипе турачĕсене акшар шĕвекĕпе шуратмалла.

9. Хĕл каçакан кайăксем йăвисене майлаштарма тытăнаççĕ, кăнтăра вĕçсе кайнисем каялла таврăнаççĕ. Çак куна юр пĕтмен пулсан — ака уйăхне çитиех выртать.

10. Çак кун темле ывăнсан та. хĕвел çине выртса канма юрамасть. Выртсан сив чир çыпăçать теççĕ. Сив чирĕн вун икĕ йăмăкĕ сивĕ пÿртрен тухса çывăракан çынсепе шăнтса çÿрет- мĕн. Мĕншĕн апла-ши?

12. Шывăн сăмси шĕвĕр — пур çĕртен те шăтарса тухать.

13. Кунĕ çумăрлă пулчĕ тĕк — çу кунĕсем ырă пулмалла.

14. Алтатти кунĕ. Кунĕ мĕнле — çăвĕ çапла, Алтатти кунĕнче автан пÿрт умĕнче шыв тупса ĕçме пултарсан Якур кунĕнче (çу уйăхĕн улттăмешĕнче) сурăх курăк çисе тăранма пултарать.

17. Курăк вĕçсе килсен уйăхран юр кайса пĕтет.

21. Кунпа çĕр танлашаççĕ. Хĕл пĕтет, çур пуçланать. Кайăксем йышлăн вĕçсе килнĕ кун. Кунĕ ăшă пулсан тата хĕрĕх кун ăшă тăрать, сивĕ пулсан — хĕрĕх хутчен ирхи тăм ÿкет.

17—24. Çăварни эрни. Хĕле ăсатса, çуркуннене кĕтсе илмелли уяв. Ĕлĕк вăл çу уйăхĕн пуçламăшĕнче пулнă. Халĕ кун çĕрпе танлашнă вăхăтра иртет. Çунашкасемпе ярăнаççĕ, утпа çуна хатĕр-хĕтĕрне хăю-чалхапа, улăмпа эрешлесе катаччи чупаççĕ.

Авалхи çăварни сурхури иртсен 7-мĕш эрнери эрне кун пулнă. Халĕ вырăс маслениципе пĕрле вырсарни кун килет.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.