Калăм


Н. Иванова & В. Никитин


Калăм

Мăн кун эрнинче пĕр сыпăкран виçĕ уяв — калăм, çурта кунĕ тата сĕрен.

Калăм — çуркуннехи уяв, вилнĕ тăвансене асăнса, пуç çапса пĕрле хăналанмалли кун. Ку вăхăт хальхи ака-çу уйăхĕсене тĕл килнĕ. Çак кун хĕвел тухичченех урамра кăвайт чĕртнĕ, вут çине çăкăр касăкĕ, çăмарта пăрахнă, шыв сирпĕтнĕ май «умĕнче пултăр» тенĕ. Улăма «леш тĕнчери» тăвансене ăшă та савăнăç кÿрес тесе çунтарнă. Кăвайт çине çĕтĕк çăпата пăрахса виçшер хут вут урлă сикнĕ, киле кайнă май çак сăмахсене каланă: «Килĕр, паппайсем… ачасем, мăн кун курма! Сирĕншĕн çăмарта, пĕлĕм пĕçернĕ». Кун хыççăн чăх пусса калăм пăтти хатĕрленĕ. Алăк умне çурта лартнă. Килти е ратнери (йăхри) чи  ватти сĕтел çинчи пуш тирĕке пĕр татăк чăх какайĕ тата çăмарта хунă, сăрапа эрех янă, «вĕсен (вилнисен) умĕнче пултăр» тенĕ. Кун хыççăн пурте ларса апатланнă.

Ваттисене асăнма тĕп киле пуçтарăннă. Çав çуртра ваттисене асăннă чухне апат пĕçермелли хуран тата савăт-сапа упраннă. Каç пулттипе алăк патĕнче сĕтел лартнă. Кил хуçи вилнĕ тăванĕсене кашнине уйрăммăн ятран чĕнсе хăналаннă ыйтнă: «…сан умăнта пултăр, ак сан ятпа çурта çутатăп»,— тенĕ, çав хушăрах вăл пушă савăта сăра янă.

Калама кĕнĕ куна «Аслă калăм» е «Мăн калăм» тенĕ, калăм эрни тухнă юн куна «Кĕçен калăм» тесе хисепленĕ. Чăваш хутлăхĕнче вырăс тĕнĕ сарăлса вăй илме пуçласан вара чăваш каламĕ вырăссен «асап эрнипе» (вырăсла «страстная неделя») пĕрлешсе кайнă.

Чăвашсен çĕр ĕç тăрăмĕ авалхи Çĕнĕ çул вăхăтĕнче, çуркунне, кун тăршшĕ çĕр тăршшĕнчен иртнĕ вăхăтра пуçланнă. Калăм эрни вара кивĕ çулăн юлашки эрни шутланнă. Аслă калама хирĕç чăваш пÿрт-çурта çуса тасатнă, картишне, урама тирпейлесе тухнă, хĕл хута пухăннă лăпăр-лапăра çурхи шывпа юхтарса янă, мунча кĕрсе тасалнă. Кĕçĕн калăм тухнă каç çамрăк-кĕрĕм ял тăрăх сĕрен хăвалама тытăннă, ваттисене масар çине ăсатса янă.

Калăм Кĕлли

Çырлах! Калам пички пуçлатпăр. Турра асăнатпăр хурăнташсемпе, тăвансемпе. Ял-йышăмпа, пĕлĕш-тантăшпа ĕçсе çиме парăсăнччĕ. Тутлăш — турра, йÿççĕш — пире. Йÿçĕ ĕçсе тутлă калаçма парăсăнччĕ.

Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ пулинччĕ. Тĕпĕ хăмăш пек, тăрри чакан пек пулинччĕ.

Çичĕ тĕслĕ выльăхăм-чĕрлĕхĕм пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара пулинччĕ. Тăнă çĕре тĕме пулинччĕ, выртнă çĕре мамăк пулинччĕ. Тĕпеле кин паринччĕ, алăк патне кĕрÿ паринччĕ. Алăк патне пăхсассăн тĕпел вăтантăрччĕ, тĕпелтен пăхсан алăк патĕнчи вăтантăрччĕ. Урай тулли путек-пăру пулинччĕ; сак çи тулли ачи-пăчи пулинччĕ.

Калăм Юрри

Кайăк хурсем каяççĕ малалла,
Кайсассăн та çаврăнса килеççĕ.
Эпирех те каятăрах каялла,
Пĕр кайсассăн çавăрăнса килес çук.

Тарăн çырма урлă каçмаллах,
Ахрат урлă каçман этем çук.
Турă çырнă раскал пулмаллах.
Кураясчĕ ăна кунта чух.

Ĕмĕр вĕçсе иртет çулçă пек,
Пĕрре килет, тепре ăсанать.
Тăван хаклă ирхи шуçăм пек,
Тăван кăна пире асăнать.

Калăмра е ытти пысăк асăнусенче вилнĕ çынсен ячĕпе сăмах каласа такмаклаççĕ, юрлаççĕ. Çав юрăсене «ваттисен юррисем», «асăну юррисем» теççĕ. Ваттисен асăну юррисем вăрăм мар, вĕсене вилнĕ тăванĕсемпе ятран калаçнă пек каласа юрлаççĕ.

Асăну Юрри

Çĕрти çырла пиçнĕ чух
Çĕртен-шывран уйрăлтăм.
Хурăн çырли пиçнĕ чух
Хурăнташсенчен уйрăлтăм.
Ман кĕрекене илсе тухнă,
Йăвантарăр ярăр!
Йытта парăр,
Кушака ан парăр!

Манăн вăхăт çитрĕ,
Кĕрекене ăсатрĕç.
Хам пилĕкри пиçиххине
Йăрхаха çакса хăварăп.
Тухатна, тухатна?
Тухас пулсан халех тух!
Пыратна, пыратна?
Пырас пулсан халех пыр!

Вилнĕ ваттисене (ваттисен шутне çамрăкла, хунавла, ачалла вилнисем те кĕреççĕ) асăнмалли, асăннă чухне ăсатмалли, пытарнă чухне каламалли сăмахлăха пухса йĕркелемен-ха. Çавăнпа виле пытарнă чухне те, кайран асăннă вăхăтра та пĕр йышши юрă-сăвă-кĕлĕ ытларах илтĕнет.

Калăмри (мăн кун эрнннчи), Çимĕкри (масар çеремĕ çинчи), Кĕрхи кăвайтри (автан сăринчи), Çăварнири (çăварни ыран тенĕ чух) асăну сăмахлăхне вилнĕ çынна пытарнă, юлашки çула ăсатнă чухнехи сăмахлăхран урăхла йĕркеленĕ: хурланнинчен ытларах этем шăпи, ĕçĕ-хĕлĕ, ырă ячĕ, телейĕ-ăраскалĕ çинчен шухăшланă.

Юпа, асăну юррисен сăмахлăхĕсем чăваш кĕвĕ ăстисене час-часах кăсăклантараççĕ. Ф. М. Лукин, А. А. Осипов ăстасем юпа юррисене ăнăçлă илемлетнĕ.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.