Турă Амăшне Ырă Хыпар Каланă Кун Вĕрентсе Калани


Симеонъ Сергѣевъ


Пуш 25-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Епĕ Турă ђури, есĕ каланă пек пултăр мана

Лук. I, 38.

Назарет йатлă хулара таса пурăнăçлă арлă-арăмлă Іоакимпа Анна пурăннă. Вĕсенĕн ватăлиђђенех ађа-пăђа пулман. Пĕр ÿпкелемесĕр Іоакимпа Анна Турăран ађа ыйтнă. Турă вĕсенĕн йăвашлăхне, таса пурăнăçне курса, Іоакимпа Аннана хĕр ађа панă. Ашшĕпе амăшĕ хĕрне Марія йатлă хунă. Іоакимпа Анна хăйсен хĕрĕ Туррăн суйласа илнĕ савăнăçĕ пулассине, унтан тĕнђене Çăлакан çуралассине пĕлмен. Марія ÿссе çитнĕ. Вăл Исаія пророк Христос хĕртен çуралмалла тенине вуланă, анђах Христос Турра хăй çуратмаллине пĕлмен; ун çинђен Вăл нихăçан та шухăшлама та пултарман. Вăл Христоса çуратмалла Хĕрĕн йулашки тарçи те пулин пуласшăн пулнă. Анђах хăйĕн йăвашлăхне, таса пурăнăçне кура, Таса Хĕр Марія пирĕн Христос Туррăмăрăн Амăшĕ пулма тивĕçлĕ пулнă. Вăл Херувимсенђен те аслă, Серафимсенђен те мухтавлă пулнă, Ăна пĕтĕм тĕнђе мухтат̌.

Çапла ĕнтĕ, тăвансем, Лука апостол каланă пек: хăйне хăй кĕçĕне хуракан асла тухат̌. Турă Хăйĕн ырăлăхне йăвашшисене, анђах парат̌ (Іак. 4, 6). Турă Хăйĕн пророкĕ урлă каланă: “кам ман сăмахсенђен хăрат̌, кам ăшă кăмăллă, йăваш ђĕрелĕ, Епĕ ун çине пăхатăп,” тенĕ (Исаія 66, 2). Мĕншĕн пире йăвашлăх кирлĕ-ха? —Мĕншĕн тесен йăвашлăх пире çăлăнăçа йертсе кайат̌. Пирĕн йăвашлăх пулмасан, епир Турă сăмахне итлемесен нимĕнпе те çăлăнас çук. Астуса илĕр-ха: çутă ангел мăнкăмăлланса Турă сăмахне итлеменнипе тĕттĕмленсе усаланса кайнă. Адампа Ева мăн-кăмăлланнипе Турă заповѣдне итлемесĕр çылăха кĕнĕ, унтан райран тухмалла пулнă. Фарисей хăй мăн кăмăл пирки айăпа тухнă. Мытар йăвашшăн пĕтĕм ђĕринђен ÿкĕнсе кĕл-тунă, çавăнпа вăл тÿрре тухнă. Мĕн пур святой çынсем йăваш ђĕрелĕ пулнă, çавăнпа вĕсем аслă мухтава тухнă. Куратăр-и ĕнтĕ, тăванăмсем, йăвашлăх мĕнле хаклине. Йăвашлăх вăл пирĕншĕн пÿртĕн никĕсĕ пек, вăл йывăçăн тымарĕ пек. Йывăç тымарĕ типсен хăрса илемсĕрлснсе кайат̌, етем те йăвашлăх пулмасан, мăн-кăмăлланса усаланса кайат̌, вăл хăй илемне çухатат̌. Святой аттемĕрсем каланă пек: йăвашлăх урлă етем тĕрĕслĕхе вĕренет, Турра ĕненсе, Ăна итлеме вĕренет, Унăн заповѣдĕсене туса тăма тăрăшат̌.

Христоса ĕненекен тăванăмсем! Çăлăнăç тупас тесен, есир те йăваш пулма вĕренĕр. Ђиркÿ вĕрентнине пурне те ăшă кăмăлтан, йăваш ђĕререн йышăнăр. Ђиркÿ вĕрентнĕ пек пурăнма тăрăшăр. Турă çыруне хăвăр кăмăлу хыççăн кайса хăвăр пек ан ăнланăр. Христос унтан унăн апостолĕсем мĕнле ĕненме вĕрентсе хăварнă, çапла ĕненĕр, çапла тăвăр. Çапла ĕненнипе святой çынсем патшасене çĕнтернĕ, арăслансен çăварне хуптарнă, çунакан вут хăватне сÿнтернĕ, хĕç-сăнăран хăтăлнă, хĕн-хур вăхăтĕнђе тĕреклĕленнĕ, вăрçăра хăватлă пулнă, тăшмансене çĕнтерсе вĕсене хăвала, хăвала йанă. Тăванăмсем, есир те хăвăр вăйăр çине ан шанăр. Çÿлти патшалăха тупас тесен, пирĕн çамрăк ађасем йăваш пулас пулат̌. Ађасем пек ĕненсе, Турра итлесе, Унăн ирĕкне туса тăрас пулат̌.

Анђах епир, тăвансем, çапла ĕненетпĕр-и? Турă хушнă пек пурăнатпăр-и? Йăвашлăх пур-и пирĕн? Турă ирĕкне тăватпăр-и епир? Пăхăр-ха! Епир Турă заповѣдĕсене тытса тăмастпăр, Турă сăмахĕсене Ђиркÿ вĕрентнĕ пек мар, хамăр пек ăнланатпăр. Хăшĕ тата çĕнĕрен тĕн туртса кăлараççĕ. Ун пек çынсем Турă сăмахĕсене, унтан Турра Хăйне те пăхăнасшăн мар. Ун пек çынсем мăн-кăмăллă çынсем, вĕсем Турăран аслă пуласшăн; çавăнпа вĕсем Турра йурăхлă пулаймаççĕ. Турă мăн-кăмăллисене салатат̌, йăвашшисене асла кăларат̌.

Савнă тăванăмсем! Йăваш пулма тăрăшар. Іисус Христос Туррăмăрпа Унăн Амăшне асра тытса тăрар. Христос, Хăй Турă пулсан та, йăвашланса, мĕскĕнленсе пурăннă. Унăн Амăшĕ йăваш пулнипе мухтава тухнă. Епир йăваш пулсан, пире те Турă пăрахмĕ, Хăйĕн кунĕ килсессĕн пире те асла кăларĕ (I Петр. 5, 6). Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.