Ака уйăхĕ


Н. Иванова & В. Никитин


Ака Уйăхĕ

Ячĕ вăхăтне палăртса тăрать: ака-сÿре тумалли уйăх. Кĕркури календарĕпе пăхсан вăл май уйăхне пырса тухать. Ака ĕçĕ, каламасăрах паллă, шыв-шур кĕрлесе иртсен, çĕр-шыв типсен, çĕр пиçсе çитсен пуçланнă: «Калăм иртет, юр пĕтет, Çурхи суха та çитет… Авантарах апатлан, Ака тума вăй кĕтĕр…» (К. В. Иванов.)

Мăн кун сĕренĕ иртсен тавралăха çÿп-çапран тасатса кăвайтсем çунтарса пĕтернĕ. Çулсемпе пĕве шырланĕсене тÿрлетсе тухнă. Хăш ана хăçан пулса çитессине хресчен ĕлĕкхинченех аван ас тăвать. Çавăнпа сăрт тÿпемĕпе тăвайккине кунне иккĕ те çитсе пăхать. Пуш уйăхĕн вĕçĕнчех тирпейлĕ тÿрлетсе хунă ака хатĕр-хĕтĕрне, пушши-пăявне, вăрлăх миххи-кунтăкне тепĕр хут тĕрĕслет. Акана тухсан кунĕ мар, сехечĕпе саманчĕ ылтăнран хаклă.

Апрель-ака — шыв-шур кĕрлекен уйăх. Чунра та, çут çанталăкра та хаваслă. Шăнкăрчсем çунат çапса юрлаççĕ, кураксем йăва çавăраççĕ. Тавралăх пысăк ĕç çывхарнине сиссе тăрать: тумне васкаса улăштарать, пурне те ура çине тăратать. Кив катан çинче ача-пăча сикет, пÿске хăвалать, чуччу ярăнать. Урамран урама мăн кун ĕречĕсем юрласа каçаççĕ. Каçран каса пир çапни илтĕнет, ял-йыш тĕрĕллĕ-эрешлĕ тумпа вĕлкĕшсе çÿрет. Хаваслă уйăх вăл ака уйăхĕ.

Сăнавсем

  • пăрĕ вăрах çакăнса тăрать пулсан çур васкамасăр килет. Хурăн сĕткенĕ вăйлă юхни—çу кунĕсем çумăрлă пуласси.
  • рене шывĕ тухсан çанталăк ăшша каять.
  • ирĕк хурăнран маларах çулçă кăларма пуçласан çанталăк йĕпе килет.
  • хăвăрт ирĕлни çуркунне тусан çĕклеме, çулла типпе яма пултарать тенĕ.
  • ерçисем ушкăнпа вырăнтан вырăна вĕçсе çÿреççĕ—çил тухасса сисеççĕ.

Ака Уйăхĕнчи Паллă Кунсем

1. Кулăш кунĕ. Пĕр-пĕрне вăлтаççĕ, юптараççĕ, улталаса хăвараççĕ.

7. Çурхи çуна уявĕ. Аслати авăтасса кĕтеççĕ. Пурăшсемпе чĕрĕп-йĕрĕпсем шăтăкран тухаççĕ.

14. Атăл çинче пăр каять.

21. Турта кунĕ. Уй-хире тухса ана пулăхне тĕрĕслеççĕ,

24—30. Сапан эрни. Улмуççисене сыпаççĕ.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.