Вичкĕн шăллă шăши

Иван Юркин


Хайлав

Тĕнчере тĕлĕнмелле: пуян çынсенчен ухмаххи нумай пулать, çуккисенчен – ăсли. Пĕр ялта юрлă çын питĕ ăслă пулнă. Пухăва-мĕне тухса калаçа пуçласан, ăнах эсĕ пĕр япала та пĕлместĕн, ухмах тесе çăвар та уçтарман. Унăнне çапла темĕн тĕрлĕ ăслă сăмахĕсене сума суман пирки хăш чухне вăл тарăхса вĕсене темĕн тăвасса çитĕ.

Малаллине вулас

Кĕтÿ Кăларни

Н. Иванова & В. Никитин


Кĕтÿ Кăларни

Çуркунне пĕрремĕш хут уя кĕтÿ кăларнă чухне хăйĕн тахçанах çирĕпленнĕ йĕркине туса ирттереççĕ.

Ыран ирхине кĕтÿ хăвалас тенĕ кун килти ватăсемпе ача-пăча картишне тухса кашни тĕрлĕ выльăха шутласа кăларать, шултрарах е ватăрах выльăх ячĕсене тепĕр хут каласа тухать. Выльăх-чĕрлĕх хушшинче ертсе çÿрекен пуç пулать, ăна карта пуçĕ теççĕ. Карта пуçĕн ятне илнĕ така, ватă сурăх е качака мăйне пĕчĕк тăнкăрма çакаççĕ е кил тăмхи картса яраççĕ. Ытти выльăхсене çăмне каснă чухне ятарласа паллă туса хăварман пулсан тĕрлĕ тĕслĕ чалхасемпе (лентăсемпе) çивĕтлесе палăртаççĕ. Кĕтĕве кайма вăхăт çитнине пĕлтерсе тăвар сапнă çăкăр е çĕр улми татăкĕсем параççĕ. Ачасем çав кунах кĕтÿ хăвалама пушă е йăмра, пилеш, çăка, хăва хунавĕн хуллине касса хураççĕ.

Малаллине вулас

Аслă Ерне Кун Плащаница Умĕнђе Вĕрентсе Калани

Свящ. П. Егоровъ


Пайанхи кун пит тĕлĕнмелле, пит хăрушă ĕç пулнă; пайанхи кун пире çăлакан Христос Турра хĕрес çумне пăталаса вĕлернĕ. Çавна кура пайанхи кун пĕтĕм çĕр ђĕтĕресе, хăраса, кисренсе кайнă; виçĕ сехет хушши пĕтĕм тĕнђипе пăђ-тĕттĕм пулса тăнă, ђиркÿри ђаршав çурмаран çурăлса кайнă. Христос хĕрес çинђе, пăтасем çинђе çакăнса тăнине курсан, ђулсем катăлса çурăлса кайнă.

Малаллине вулас

Таса Александра çинчен Вĕрентсе Калани

Симеонъ Сергѣевъ


Апрѣљ 23-мĕшĕ

Савнă тăванăмсем! Пирĕн ђиркÿ пайан Христосшăн асапланса вилнĕ Александрана асăнат̌. Александра Діоклитіан йатлă патшанăн арăмĕ пулнă. Діоклитіан суйа тĕнлĕ çын пулнă; вăл Христоса ĕненекенсене пит хĕсĕрленĕ. Нумайĕшне асаплантара-асаплантара вĕлерттернĕ. Алек­сандра упăшки çапла усал çын пулнă пулсан та, унпала, Турă хушнă пек, килĕштерсе пурăннă.

Турă райра Адам валли мăшăр – Евана пултарсан, Вăл вĕсене лăпкă, пĕр-пĕрне йуратса, килĕштерсе пурăнма хушнă. Александра çав сăмахсене ăшĕнђе тытса тăнă. Упăшки суйа тĕнлĕ усал çын пулнă пулсан та, унпа ки­лĕштерсе пурăнма тăрăшнă.

Малаллине вулас

Ака пăтти

Н. Иванова & В. Никитин


Варлăх Пăтти

XIX ĕмĕрти этнографсем çырса кăтартнă тăрăх, килти ватă ирхине ирех, çынсем куриччен, хатĕрленĕ вăрлăхăн пĕр пайне ана пуçне кайса акнă. Унпа пĕрле çĕр айне çăмарта, пăтă, çăкăр сăмси пăрахса хăварнă. Киле çитсен вăрлăх пăтти пĕçернĕ, ăна çемйипе çинĕ. Тепĕр кунне тырă акма тухнă.

Малаллине вулас

Иван Юркин: Вĕреннĕ çынсем

Иван Юркин


Вĕреннĕ çынсем

Эпир Чĕмпĕрте юлашки çулĕ çырăва вĕреннĕ чухне, пушă вăхатра, пĕр кĕнеке, чирсем çинчен çырнине, вырăслинчен чăвашла куçартăмăр. Вĕренсе тухсан, çав çулах пире, куçаракан юлташла иксĕмĕре, кĕнеке тумалли çырусемпе Шупашкара кайма хушрĕç, меншĕн тесен çав кĕнекене малтан вырăсла çыраканни, тухтăрĕ, унта пурăнать иккен. Епле куçарнине ăна вуласа кăтартма хушрĕç.

Малаллине вулас