Ака пăтти


Н. Иванова & В. Никитин


Варлăх Пăтти

XIX ĕмĕрти этнографсем çырса кăтартнă тăрăх, килти ватă ирхине ирех, çынсем куриччен, хатĕрленĕ вăрлăхăн пĕр пайне ана пуçне кайса акнă. Унпа пĕрле çĕр айне çăмарта, пăтă, çăкăр сăмси пăрахса хăварнă. Киле çитсен вăрлăх пăтти пĕçернĕ, ăна çемйипе çинĕ. Тепĕр кунне тырă акма тухнă.

Ака Чÿкĕн Кĕллисем

Эй, турă, вăрлăх пăтти пуплетĕп, çырлах. Пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пар; кутне хăмăш пек туса, тăрне пăрçа пек туса пар. Эй, турă, чипер алла илме пар, çил-пусă рка р а н, вутран-кăвар- тан, пăрлă çумăртан хăтар, çырлах.

Ака Пăтти

Чăвашсем çурхи çырмара чи тулли шыв тапса юхнă куна амалăх кунĕ тенĕ. Çав кун тыр-пула, пахча çимĕçе акмалли, çурхи ĕçсене пуçламалли кун пулнă. Çĕр пиçсе çитнĕ ентĕ. Ялти ватăсем ака-сухана тухма кун палăртаççĕ. Ака пуçлаканĕ — ялти паллă, ĕçчен, ырă кăмăллă çын. Лашине кÿличчен сÿсменне çу сĕрет. Вăл акана тухнă чух урам, çул урлă никамăн та каçма юраман. Малтанхи кун акара çĕр пиçнине тĕрĕслеме малалла- каялла пĕр-ик йăран кăна сухаланă. Пĕрле илсе тухнă пăтта, хăпартăва, çăмартана çинĕ. Ана вĕçне чĕрĕ çăмарта хурса хăварнă.

Акана тухнисене халăх ял хапхи таранах ăсатса янă, çавăнтах кĕтсе илнĕ. Авалхи чăвашсем хăйсен туррисене акана тухас умĕн çеç мар, ăна вĕçлесен те асăннă.

Ака Кĕлли

Акана тухнă йĕркепе асăнатăп турра пăтăпа. Турра асăнатăп ăшă кăмăлпа, тутлă чĕлхепе.

Эй, Акар турă, парăсăн ыйтнине: пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ парăсăн. Шăрт, кас; тĕрен, хăпарт; янавара — хăват. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ пулма пар; тĕпĕ хăмăш пек пулинччĕ, тăрри чакан пек пулинччĕ. Çырлах!

Турра валемле пулинччĕ эп асăнни: усал çумăртан, сивĕ пăртан, усал çил-тăвăлтан хăтар!

Асăнатăп сана, Акар турă, йăлăнатăп. Чĕлхесĕр янаварăма вăй-хăват парăсăнччĕ, сар çу пек савăнса çÿринччĕ. Ырлăх- сывлăх парăсăнччĕ. Çырлах!

Çак çăкăр пек, çак пăтă пек парăсăнччĕ тырă-пуллăма перекетне. Çак çăмарта пек тутлă пулинччĕ. Çырлах!

Аслă Турра — ака пăтти. Çырлахтар, ака пăтти! Суха-акари выльăхăм-чĕрлĕхĕме, ана-çаран çинчи тăван-хурăнташăма сывлăхпа вăй пар. Çырлах!

Каларăшсем

  • шăхăрмасăр утмасть: лашана сĕлĕпе шăхăраççĕ.
  • суха — ал çемми, çăкăр сăмси — шăл çемми.
  • уйăхĕнчи ыйхă — авăн уйăхĕнчи хуйхă.

Сăнавсем

Туптармăшсем

Тыр-пул

  • р йывăç çинче çĕр çирĕм çăмарта. (Вир.)
  • т вăрманăн тăрринче темиçе пин çăмарта. (Вир.)
  • ылтăн пуçлă ача ларĕ. (Йĕтĕн.)
  • чĕ çип пек, тăрри пăрçа пек. (Йĕтĕн.)
  • Кукăр-макăр турат пур,
  • Турат çинче кукăль пур,
    Кукăль ăшĕнче çăмарта пур. (Пăрçа.)
  • Кĕтеслĕ пÿртĕм пур, тухса кĕмешăтăк çук. (Хура тул.)
  • Кĕтеслĕ кĕлетĕм пур, ниçта кĕме шăтăк çук. (Хура тул.)
  • Пĕр хутаçра икĕ пашалу. (Ясмăк.)

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.