Симеонъ Сергѣевъ
Апрѣљ 23-мĕшĕ
Савнă тăванăмсем! Пирĕн ђиркÿ пайан Христосшăн асапланса вилнĕ Александрана асăнат̌. Александра Діоклитіан йатлă патшанăн арăмĕ пулнă. Діоклитіан суйа тĕнлĕ çын пулнă; вăл Христоса ĕненекенсене пит хĕсĕрленĕ. Нумайĕшне асаплантара-асаплантара вĕлерттернĕ. Александра упăшки çапла усал çын пулнă пулсан та, унпала, Турă хушнă пек, килĕштерсе пурăннă.
Турă райра Адам валли мăшăр – Евана пултарсан, Вăл вĕсене лăпкă, пĕр-пĕрне йуратса, килĕштерсе пурăнма хушнă. Александра çав сăмахсене ăшĕнђе тытса тăнă. Упăшки суйа тĕнлĕ усал çын пулнă пулсан та, унпа килĕштерсе пурăнма тăрăшнă.
Тăванăмсем, епир, Христос тĕнне тытакансем, хамăр мăшăрсемпе мĕнле пурăнатпăр-ши? Епир пĕртте, Турă хушнă пек, пурăнмастпăр-çке. Хамăр арăмсене çĕр çинђе пĕрле пурăнма Турă панă йулташ вырăнне хумастпăр. Хăшĕ-хăшĕ хăйсен арăмĕсене çын вырăнне те хисеплемеççĕ. Ун пек çынсем Турă çырăвĕнђи сăмахсене манаççĕ. Турă çырăвĕнђе каланă: Турă умĕнђе арçынни те, хĕрарăмĕ те пĕр, тенĕ. Ђăнахах, епир пайтахăшĕ хамăр арăмсемпе пит нађар пурăнатпăр. Вĕсене тивĕçсĕрех вăрçатпăр, тарăхтаратпăр. Хăшĕ тата хĕнеççĕ те: арăма хĕнес пулат̌, хĕнемесен унăн çиттуни айне шуйттан кĕрсе ларат̌, теççĕ. Çемйĕре ĕç ăнмаст̌-и, йе мĕнле те пулин сăтăр пулат̌-и, пирĕн йалан арăмсем айăплă. Хамăра тивĕçлипе те айăпламастпăр. Тек тăмалăх вăхăтра киле ÿсĕрĕлсе тавăрăнатпăр-и, йе тата хамăр кама та пулса çиленнĕ-и, унта та пирĕн арăмсемех айăплă. Хамăр çиленнĕ çынна нимĕн тăвайман йенне, тытăнатпăр арăмсене тустарма. Шăл витет, вăй çитет, вĕсене вăрçатпăр, хĕнетпĕр, çĕмĕретпер. Мĕскĕнсем! Мĕн ђухлĕ вĕсем пиртен патак çийеççĕ. Тепĕрин выљăхĕ те хăшин арăмĕ ђухлĕ патак çимест пулĕ. Хĕр-арăм ĕç ĕçлет-и, унта та епир вĕсене ђас-ђасах тивĕçсĕр кÿрентеретпĕр. Пирĕн арăмсем пирĕн пекех ĕçлеççĕ-çке. Хăш-хăш ĕçе анђах тăваймаççĕ. Ун вырăнне вĕсен кил хушшинђе мĕн ђухлĕ ĕç. Ђипертерех шухăшласа пăхсан, хĕр-арăм арçынтан та нумайтарах ĕçлет. Ађасем ÿстернĕ çĕрте те хĕр-арăм мĕн ђухлĕ тертленет, мĕн ђухлĕ хĕн-хур курат̌, мĕн ђухлĕ куç-çÿлли тăкат̌. Çĕрĕ-çĕрĕпе çывăрмасăр ирттернĕ вăхăтсем те пулаççĕ. Ађа-пăђана, Турă хушнă пек, пăхса ÿстересси те пирĕн арăмсенђенех килет. Епир, арçынсем, килтен тухатпăр та, кайатпăр. Арăмсем пирĕн, хурт ами пек, пирĕн ађасене пуçтарса лараççĕ. Амасăр ађа-пăђа, вĕллери амасăр хуртсем пек, саланса пĕтет. Арăмсем пирĕн ађасене пĕђĕк- çĕллех Турă ђиркÿне çÿреме вĕрентеççĕ.
Çапла ĕнтĕ, тăвансем, арăмсем çĕр çинђе пурăннă ђух, пирĕн Турă панă ђăн йулташ пулаççĕ. Вĕсем Турă сăмахĕнђе каланă пек, пирĕнпе пĕр ÿт пулаççĕ, пирĕн ÿтрен илнĕ ÿт, пирĕн шăмăран илнĕ шăмă пулаççĕ. Пирĕн телей, пирĕн ырăлăх вĕсенђен килет, вĕсем епир пурăнăç тунă ђух, пирĕн пекех тăрăшаççĕ. Çавăнпа пирĕн вĕсемпе йĕркелĕ, килĕштерсе пурăнас пулат̌, тивĕçсĕ00р кÿрентерес пулмаст̌. Кам та пулин пире тек тăмалăх усал тусан, епир хурланатпăр-çке, арăмсем те пирĕн çавăн пекех. Вĕсенĕн ђĕрисем пиртен писеççĕ. Вара епир: манăн арăм ăнман, тетпĕр. Хамăр канăçлăха çухататпăр, хуйхăратпăр. Хамăр усаллине шухăшламастпăр та. Кайран-кайран ĕçке йĕрсе пуçтарнă пурлăха та салатма пултаратпăр. Кунĕ çĕрĕ килте кăшкăрашу, çапăçу пулма пултарат̌. Хирĕçсе пурăнакан çурт нихăçан та ăнмаст̌. Вĕсенĕн ађи-пăђисем те пархатарлă пулмаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ куллен-кун çапăçнине курса ÿсекен ађа-пăђа мĕнле етем-пултăр вăл. Вĕсенĕн çамрăклах ђĕрисем хытса ђулланса кайаççĕ. Çаксене асра тытса тăрса, арлă-арăмлă лайăх, лăпкă, пĕрне-пĕри йуратса пурăнас пулат̌. Хăй арăмне йуратман çын, Христос заповѣдне тытса тăмаст̌. Христос каланă: хăна çывăх çынна хăна ху йуратнă пек йурат, тенĕ. Пуринђен çывăх çыннăмăрсене, арăмсене, йуратмасан, ытти çынсене мĕнле йуратăпăр епир? Курăнакан çынсене йуратма пĕлмесен, курăнми Турра мĕнле йуратма пĕлĕпĕр епир? Тăванăмсем, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнма тăрăшăр. Епир хамăр арăмсене ђиркÿре вилиђђенех йуратса, лайăх пăхса усрăпăр тесе панă сăмахсене ан манăр. Арăмсем те упăшкăрсене йуратса, вĕсене итлесе пурăнăр. Турă çапла хушат̌. Вара епир, Турă çырăвĕнђе каланă пек, Авраам аслăлăхне, Іаков пиллĕхне илĕпĕр.
Ей Турă, Хăвăн таса Александра кĕл-тунипе çăл пире! Амин.