Кĕтÿ Кăларни


Н. Иванова & В. Никитин


Кĕтÿ Кăларни

Çуркунне пĕрремĕш хут уя кĕтÿ кăларнă чухне хăйĕн тахçанах çирĕпленнĕ йĕркине туса ирттереççĕ.

Ыран ирхине кĕтÿ хăвалас тенĕ кун килти ватăсемпе ача-пăча картишне тухса кашни тĕрлĕ выльăха шутласа кăларать, шултрарах е ватăрах выльăх ячĕсене тепĕр хут каласа тухать. Выльăх-чĕрлĕх хушшинче ертсе çÿрекен пуç пулать, ăна карта пуçĕ теççĕ. Карта пуçĕн ятне илнĕ така, ватă сурăх е качака мăйне пĕчĕк тăнкăрма çакаççĕ е кил тăмхи картса яраççĕ. Ытти выльăхсене çăмне каснă чухне ятарласа паллă туса хăварман пулсан тĕрлĕ тĕслĕ чалхасемпе (лентăсемпе) çивĕтлесе палăртаççĕ. Кĕтĕве кайма вăхăт çитнине пĕлтерсе тăвар сапнă çăкăр е çĕр улми татăкĕсем параççĕ. Ачасем çав кунах кĕтÿ хăвалама пушă е йăмра, пилеш, çăка, хăва хунавĕн хуллине касса хураççĕ.

Кашни килĕн ĕлĕк касу патакĕ пулнă. Ун çине выльăх шутне картаççĕ — кашни тĕс валли пĕрер ен тăваççĕ. Кĕтÿçе мĕн чухлĕ тÿлессине те касу тăрах шутлаççĕ: пĕр ĕне — пĕр касу, икĕ качака е икĕ пăру та пĕрер касу пулаççĕ, тăватă сурăх пĕр ĕнепе танлашать.

Пĕрремĕш кун кĕтÿ ытла ирех каймасть, çавăнпа ача-пăча пысăкки-пĕчĕккипех урама тухать. Кил хапхине хуçа е ватă çын уçать, сăмах калать:

— Тĕрĕс-тĕкел хĕл каçрăр. Савăнмалăх йыш хушрăр, сетне-çуне, çăмне-тĕкне патăр. Тавах хăвăра, тавах Пихампара. Çу каçипе ирĕкре çÿрĕр, ир кайса каç килĕр. Кĕтÿрен татăлса ан юлăр, кĕтÿрен пăрăнса ан чупăр…

Выльăх-чĕрлĕхе кĕтÿ пухăнакан вырăна хăваласа пыраççĕ. Ĕне, сурăх кĕтĕвĕсем уйрăммăн чухне кĕтÿ кăлармалли мешехе раснарах.

Сурăх кĕтĕвĕ е хутăш кĕтÿ тухас хапха айне кĕтÿç ачисем пилеш турачĕсем касса купалаççĕ. Çав каçă урлă сиксе каçайман выльăха пĕрремĕш кун кĕтĕве илсе каймаççĕ.

Кĕтÿ тăнă çĕрте çынсем саркăш сараççĕ, ун çине чĕрĕ çăмарта, чăкăт, çăкăр, çу, пĕçернĕ çĕр улми тата ытти çимĕç çураççĕ, Кĕтÿç ачисемпе, ватă кĕтÿçпе пĕрле çак апата астивеççĕ. Ваттисем çапла калаççĕ:

— Хисеплĕ çыннăмăрсем, кĕтĕве сирĕн алла шанса паратпăр. Лайăх пăхса çÿрĕр, ан сусăрлатăр, ан çухатăр. Сирĕн пушшăртан вăрăпа кашкăр хăратăр, кĕтÿ итлетĕр. Сирĕн тимлĕх — пирĕн телей, пирĕн телей — сирĕн ырлăх.

Пухăннă апат-çимĕçе кĕтÿç ачисем хăйсемпе пĕрле илсе каяççĕ. Ял ачисем те кĕтÿпе пĕрлех тухаççĕ, кĕтÿ патĕнчи сăрт çамкинче выляççĕ, пĕрле илсе тухнă апата ушкăнпа ларса çиеççĕ.

Пĕрремĕш кун кĕтÿ вăрах çÿремест, кăнтăрла иртсен яла анать. Ăна халăхпа кĕтсе илеççĕ. Ватă-вĕтĕ çăкăр-тăварпа хирĕç тухать.

— Пуччă-пуччă, пăтьи-пăтьи, качи-кăчи!—тесе путек-сурăха йыхăраççĕ, ĕнесемпе пăрусене ятран чĕнеççĕ.

Шултра вылăх ячĕ тĕрлĕрен пулать. Тĕсне кура ĕнесене Хĕрлиç, Хураç, Улаç е Крассуль, Черныш, Белянка теççĕ. Пăруш хăтне, тыткаларăшне кура панă ятсем те чылай: Мăркка, Йăркка, Тупаç, Мĕкре, Чипер, Айван, Харсăр, Лăпкам, Çуткам, Чалак…

Кĕтÿрен киле таврăннă выльăха тăварлă, пурăллă, хăрăмлă çăкăр чĕлли параççĕ, тутлăлантарнă шыв ĕçтереççĕ. Ачашлаççе, хырчăклаççĕ, ятран чĕнеççĕ.

Выльăхсене витене хупсан пилеш хуллине вите е кĕлет хушăкне чикеççĕ. Кĕтÿ пушшине алăк патне çакса хураççĕ.

Кĕтÿ Чÿкĕн Кĕллисем

Тав тăватăп, пуç çапатăп, кĕтÿ умĕн пăтти чÿклетĕп. Выльăхсене тур аллине хире кăларса яратпăр. Кĕркуннеччен лайăх сывлăхлă çÿреме пар. Упра, турă, çырлах!

* * *

Хире тухнă йĕркепе усал çумăртан, çапас патаккунтан выльăхăм-чĕрлĕхĕме, турă, усра. Чикес çĕççÿнтен упрасамччĕ, сыхласамччĕ. Усал кăмăллă çынна, турă, ямăсăнччĕ. Выльăхăм-чĕрлĕхĕме кĕтĕве тухнă йĕркепе ырлăх-сывлăх парăсăнччĕ.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.