Николай Шелепи

1881-1945
Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →
Çĕлен
Турă сăмах каласа
Çĕртен çынна пултарсан,
Тухса выртнă çĕр çине
Çĕр пысăкăш пĕр çĕлен.
Çĕлен ури пĕртте çук.
Çĕлен çитмен çĕр те çук;
Çакă çĕрĕн çийĕнче
Çĕлен сăхман çын та çук.
Çутă хĕвел
çутти пек,
Вĕçсе çÿрет
пĕр кайăк; –
Пуçне
çĕклет çав çĕлен
Кайăк çине
пăхмашкăн,
Çĕлен сăнни
çитес çук
Çав кайăка
сăхмашкăн.
Çĕлен çине
пăхать кайăк
Хăйĕн çĕр
пин куçĕпе,
Пĕтĕ халь
пĕрре çĕлен
Ĕмĕрлехе
пуçĕпе.
Çĕлен
чĕтресе выртать,
Çав кайăкран хăраса;
Кайăк çиçĕм пек çÿрет,
Чăнлăх çутти шыраса.
Кайăк çутти кансĕррипе
Çĕлен çĕре кĕринччĕ,
Çав кайăкран хăранипе
Çĕлен çĕрте çĕринччĕ.
Кайăк çÿлтен çĕре ансан,
Çĕлен куçне уçаймĕ,
Çав кайăкран хăранипе
Вырăнĕнчен куçаймĕ.
Кайăк чĕрни
пин пулчĕ,
Çĕлен чĕри çук пулчĕ,
Çĕрпе шывăн пичĕ çине
Мулшăн тăкнă юн тулчĕ.
Кайăк часрах килинччĕ,
[Çĕлене вĕлеринччĕ][i],
Чăн чăнлăха пĕлтерсе,
Пире тĕлĕнтеринччĕ.
. . . [ii]
Юнпа
куççуль нумай юхнă
Çĕлен çĕрте выртнăран;
Çĕлен ÿчĕ юн юхтарать
Кайăк анса çыртнăран.
Çĕлен пĕрре вилĕ-ха,
Ĕмĕрлĕхе пĕтĕ-ха,
[Нумай юнсем юхĕ-ха][iii]
Çĕлен халĕ çĕр çинче
Кунĕн-çĕрĕн юн ĕçет.
Кайăк çĕрĕн вĕçне-хĕрне
Ылттăн
çунатпа вĕçет.
1906
Г. Юмарт:
[i] Хыпарти» текстра ку йĕркене цензура кăларса пăрахнă.
[ii] Пăнчăсем лартса тухнă йĕрке тĕлĕнчи вырăна редакци кĕскетнĕ пулас.
[iii] «Хыпарта» текстра ку йĕркене цензура кăларса пăрахнă.