Андрей Липатов
Хăватсем Тăвакан Святой Николайăн Çĕрмен Таса Ÿтне Миры Хулинђен Бар Хулине Куçарнине Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Каламалли
Май 9-мĕшĕ
Пайанхи кун таса ђиркÿ хăватсем тăвакан святой Николайăн çĕрмесĕр выртакан таса ÿтне Миры хулинђен Бар хулине куçарнине асăнса праçник тăват̌. Вăл ĕç ак йепле пулнă: 1086-мĕш çулта тĕрĕк халăхĕ пырса Миры хулине çĕмĕрсе тăкнă. Христоса ĕненекен ырă пурăнăçлă çынсем святой Николайăн çĕрмен ÿтне суйа тĕнлĕ çынсем ан мăшкăлађђăр тесе, çĕре пытарса хунă.
Çав вăхăтра Бар хулинђе хĕвел анăçĕ йенђе, Италіяра, пĕр ырă пурăнăçлă священник пурăннă. Çак священнике святой Николай курăнса хăйĕн таса ÿтне Бар хулине куçарма хушнă. Çакна илтсен, священниксем хулари ытти ырă пурăнăçлă çынсемпе карапсем çине ларса Миры хулине кайнă. Вĕсем Турă пулăшнипе святой Николайăн çĕрмен ÿтне Бар хулине илсе пынă. Çак ĕç 1087-мĕш çулта, çу (май) уйăхин 9 кунĕнђе пулнă. Бар хулине çитсен, святой Николайăн таса ÿтне священниксемпе мĕн пур хулари халăх савăнса хирĕç тухса илнĕ. Ăна малтан святой Іоанн Предтеча йађĕпе тунă ђиркĕве лартнă. Кайран святой Николай йађĕпе тунă çĕнĕ ђиркĕве куçарнă. Çавăнтанпа святой Николайăн, таса ÿђĕ çав ђиркÿре выртат̌.
Бар хули пирĕн патшалăхран пит инçе. Анђах святой Николайăн ÿђĕ пиртен айакра пулсан та, вăл хăйĕн ырăлăхĕпе пире йаланах çывăх тăрат̌. Святой Николай хăйне ĕненсе тархаслакансене йаланах пулăшса тăрат̌. Вăл ђирлисене сыватат̌, мĕскĕнсене пулăшат̌, хуйхăллисене лăплантарат̌, çылăхлисемшĕн Турă умĕнђе хута кĕрет. Çавăнпа пайан святой Николай аттене пĕтĕм ђĕререн тархаслар. Вăл, хăйĕн кĕллине пире, çылăхлă çынсене, çăлтăр; пире хамăр çылăхсемшĕн пулас инкек-синкекрен хăтартăр. Епир ђунтан йăлăнса тархасланине, святой Николай атте илтмесĕр хăвармĕ. Вăл çĕр çинђе пурăннă ђух та çылăхлă çынсем кĕл-тунине илтсе, вĕсене пулăшнă. Хăй патне ĕненсе пыракансене никама та пулăшмасăр хăварман.
Вăл ђирлисене сыватат̌, мĕскĕнсене пулăшат̌, хуйхăллисене лăплантарат̌, çылăхлисемшĕн Турă умĕнђе хута кĕрет.
Святой Николай хăватлă ырă ĕçсем туни çинђен пĕлекен çынсем пит нумай каланă. Вĕсене пурне те каласа кăтартас тесен, вăхăт пит нумай кирлĕ. Çавăнпа епир вĕсенђен пĕрин çинђен анђах калаçăпăр.
Пĕрре тинĕсре караппа ишсе пыракансене вăйлă çил-тăвăл тухса, вĕсем ларса пыракан карапа хумхантара пуçланă. Карап çинђи çынсем пур те хăйсем вилесрен пит хăранă. Çав хăрушă вăхăтра, вĕсем святой Николай çинђен асĕсене илнĕ те, Ăна тархасласа кĕл-тунă, Святой Николай çав сехетрех карап çине пынă та, вĕсемшĕн Турра кĕл-туса çил-тăвăла ђарнă. Çапла вĕсем святой Николай пулăшнипе Миры хулине ђипер çитнĕ. Çав вăхăтра святой Николай Миры хулинђе Архіерей пулса пурăннă. Çак çынсем хăйсене пулăшакан святой Николайа курса тав-тăвасшăн пулнă. Турă вĕсем мĕн ĕмĕтленнине çитернĕ. Святой Николай ђиркĕве кайнă ђухне, вĕсем ăна курнă та, ун патне пырса, ăна тав-туса çĕре ÿксе пуççапнă. Святой Николай вĕсен усал пурăнăçне пĕлсе, вĕсене малашне çылăха кĕресрен сыхланса пурăнма вĕрентнĕ.
Тăвансем, çавăн пекех святой Николай пире те хамăр пурăнăçа таса пурăнма, çылăха кĕресрен сыхланса пурăнма вĕрентет. Мĕншĕн тесен пирĕн çылăхсем, Турра çилентернĕ пек, урăх нимĕн те Турра кÿрентермест. Çавăнпа пире кунти пурăнăçрах, ђас ђасах пит йывăр инкек-синкексем çакланаççĕ.
Тăвансем, святой Николай атте те пирĕн пек çынах пулнă. Анђах вăл çĕр çинђи пурăнăçне таса пурăнса, ырă ĕçсем туса ирттернĕ те, вилсен Святойа тухнă. Епир те, тăвансем, хамăр ђуна çăласшăн тăрăшар. Хамăрăн вăй çитмесен, святой Николай аттене тархаслар. Вăл пирĕншĕн Турă умĕнђе хута кĕтĕр. Вилсен ĕмĕр ĕмĕрех савăнса пурăнмалла пулăпăрин-ђђĕ. Амин.
Ăнлантарусем:
Миры – Мира хули. Паянхи кун Турцире Демре (Demre) ятлă хула.
Бар – паянхи кун Италири Бари (Bari) ятлă хула.