Андрей Меценатовъ
Славян Халăхĕсене Вĕрентсе Çутатнă, Апостолсемпе Пĕр Тан Таса Кириллпа Меѳодійе Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕнђе Вĕрентсе Калани
Май 11-мĕшĕ
Йуратнă тăвансем! Павел апостол еврей çыннисем патне акă çапла каласа çырнă: „Хăвăра вĕрентекенсене асăнăр, вĕсем сире Турă сăмахне вĕрентнĕ“ тенĕ. (Евр. 13, 7). Апостол каланă сăмахсене итлесе, пайанхи кун Христосăн таса ђиркĕвĕ, славян халăхĕсене ђăн тĕнпе пурăнма вĕрентнĕ Кирилпа Меѳодійе асăнса праçник тăват̌. Вĕсен пурăнăçĕ çинђен кĕнекесем çинђе акă çапла çырнă.

Кириллпа Меѳодій грек çыннисем пулнă. Вĕсем Солун [1] йатлă хулара çуралнă. Иккĕшĕ те çамрăклах çырăва вĕренме пуçланă. Меѳодій вăл вăхăтри пысăк школтан вĕренсе тухнă. Вăл пит ăслă çын пулнă, çавăнпа ăна славян çĕрин пĕр пайне пăхса тăма пуçлăх туса хунă. Тепĕр çыншăн ун пек аслă вырăнти пурăнăç питĕ аванăн туйăнмалла, Меѳодій ђунне çапах та çав пурăнăç кăмăла кайман. Çавăнпа вăл тĕнђери пурăнăçа пăрахнă та, Олимп йатлă ту çинђи пĕр монастыре кайса монаха кĕнĕ. Кирилл çамрăклах патша çуртĕнђе пурăнса ÿснĕ, вĕренес- те те вăл хăй пек çамрăк виççĕмĕш Михаил патшапа пĕрле вĕреннĕ. Вĕренсе тухсан, Кирилл Константинопол йатлă хулара, пĕр аслă школта ађасене вĕрентсе пурăннă. Кирилла та тĕнђери пурăнăç ђасах йăлăхтарнă. Унăн ђунĕ тĕнђери аслăлăха хапсăнман. Павел апостол калат̌: Турă „Хăй малтанах суйласа илнисене ђĕнсе илнĕ“, тет. (Рим. 8, 30). Çавăн пек Кириллăн ăшĕнђе Турă тивертсе йанă вут çунса тăнă. Вара Кирилл 24 çула çитсен тĕнђене пăрахнă та, Меѳодій пурăнакан монастыре кайнă. Унта вĕсем иккĕшĕ те пĕрле Турă çыруне вуласа, Турра йаланах кĕл-туса пурăннă.
Кириллпа Меѳодій хăйсен пурăнăçĕнђе темĕн ђухлĕ çынна ђăн тĕн йенне çавăрнă. Вĕсем хăйсем çĕрĕнђи çынсене анђах мар, айакра пурăнакан славян халăхĕсене те Христосăн ђăн тĕнĕ çуттипе çутăлтарнă. Çав тĕрлĕ пысăк ĕçе тумашкăн вĕсем тÿрех тытăнман. Славян халăхин вăл вăхăтра хăйсен çыру пулман, çавăнпа славян ђĕлхипе çырнă кĕнекесем те пулман. Пуринђен малтан Кириллпа Меѳодій славянла çыру шухăшласа кăларнă, вара славян ђĕлхи çине Турă кĕнекисенђе çырнă сăмахсене куçарнă. Славян халăхĕ хăйсен ђĕлхипе çырнă кĕнекесене курсан, питĕ савăннă. Ђиркÿре славян ђĕлхипе кĕл-тăва пуçласан, халăх тата ытларах хĕпĕртенĕ. Кириллпа Меѳодій Турă çырăвĕнђи сăмахсене те славян ђĕлхипех халăха ăнлантарса панă, вулама та славянлах вĕрентнĕ. Çапла славян халăхне ăшă кăмăлпа, хăйсен ђĕлхипе вĕрентнипе вĕсем нумайĕшĕ Христосăн ђăн тĕн йенне çавăрнă.
Камшăн тăрăшнă вĕсем? Çынсен ђунĕсене çылăхран çăлас тесе тăрăшнă.
Йуратнă тăвансем! Çав тĕрлĕ пысăк ĕçе Кириллпа Меѳодій тăрăшмасăр тума пултарайман. Вĕсем хăйсем ĕмĕрĕнђе çавăншăн питĕ нумай асапланса хурлăх курнă. Камшăн тăрăшнă вĕсем? Çынсен ђунĕсене çылăхран çăлас тесе тăрăшнă. Епир çынсемшĕн мар, хамăр ђунсемшĕн те тăрăшма ÿркенетпĕр. Праçник кунсенђе епир ернере пĕрре ђиркĕве кайса, пĕр-икĕ сехет хамăр ђунсене çăлас тесе, кĕл-тăвассине те йывăр ĕç пек куратпăр. Кириллпа Меѳодій апла пулман. Вĕсем асапланса славян халăхне вĕрентме тăрăшнă. Кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе те ывăннине пĕлмен. Хăйсем тытăннă пысăк ĕçе ђунтан йуратса ĕçленĕ, çавăнпа вĕсене Турă, та пулăшса пынă. Кириллпа Меѳодій çынсене вĕрентнипе анђах халăха ырă кăтартман, урăх ĕçсемпе те вĕсене хĕрхенсе йаланах пулăшма тăрăшнă. Хăйсем вĕрентекен халăхне ђунтан йуратнă; пуринђен ытла вĕсем пĕр-пĕрне йуратса пурăннă, пĕрне пĕри йывăр вăхăтра пулăшнă. Пирĕн те, тăвансем, Кириллпа Меѳодій пек пурăнма тăрăшас пулат̌. Çынпа вăрçса пурăнма йурамаст̌, пурне те пĕр тан йуратса пурăнмалла. Çын асапланса хурлăх курнă вăхăтра ăна пулăшмалла. Сире çапла пурăннине курса, хăвăр ађăрсем те ырра вĕренĕç, йулташĕсемпе тÿрĕ пурăнĕç, пĕр-пĕрне пулăшĕç. Ађăрсене ырă пурăнма вĕрентни, Турра йурăхлă ĕç туни пулат̌. Турă вара сире Хăйĕн ырăлăхне памасăр хăвармĕ.
Ей святой Кириллпа Меѳодій! Хăвăр славян халăхне вĕрентсе хăварнă ђăн тĕне хытă тытса тăма пулăшăр пире. Епир йывăр вăхăтра сиртен пулăшу ыйтнă ђух, хăвăрăн ăшшăн пулăшакан кăмăлăра пирĕн çийе антарса парăр.
Йуратнă тăвансем! Кириллпа Меѳодій славян халăхне вĕрентсе хăварнă ђăн тĕн пурăннăçемĕн тĕреклĕленсе пытăр-ђђĕ: Христос тĕнĕ çинђен ку таранђђен илтмен халăх хушшине те сарăлтăр-ђђĕ, тесе Турра тархаслар.
Ей святой Кириллпа Меѳодій! Хăвăр славян халăхне вĕрентсе хăварнă ђăн тĕне хытă тытса тăма пулăшăр пире. Епир йывăр вăхăтра сиртен пулăшу ыйтнă ђух, хăвăрăн ăшшăн пулăшакан кăмăлăра пирĕн çийе антарса парăр. Епир, çылăхлă çынсем, сирĕн çийе шанса тăратпăр, пирĕн тархасласа тунă кĕллĕмĕре илтмесĕр ан хăварăр. Амин.