Михаилъ Даниловъ
Апостолсемпе Пĕр Тан Святой Константин Патшапа Унăн Амăшĕ Святая Еленана Асăннă Кун Вĕрентсе Калани
Май 21-мĕшĕ
Пайан таса ђиркÿ святой Константинпа Елена пурăнăçне асăнат̌. Константин суйа тĕнлĕ çынсем Христос тĕнне тăнђах пĕтерме тапăннă вăхăтра пурăннă. Христос тĕнĕ йепле ыррине вăл пĕђĕкренпех курса пĕлнĕ. Туррăн йĕрки пĕрре ун ђĕрине кĕрсе вырăнаçсан, кайран суйа тĕнлĕ çынсем хушшинђе усал Діоклитіан патша çуртĕнђе ÿснĕ пулсан та, вăл ђăн тĕн шухăшне çухатман. Вăл çынпа ăшă кăмăллă, тĕрĕспе пыракан лайăх йĕкĕт пулнă. Ăна пурте йуратса тăнă, Çавăнпа ыттисем кĕвĕçсе ăна пĕрре кăшт çех вĕлереймен. 32 çула çитсен, вăл ашшĕ вилсен, Рим патшалăхин хĕвел анăç йенђи çĕрĕнђе патша пулса тăнă. Унăн пурăнăçĕнђе йаланах суйа тĕнлĕ патшасемпе вăрçма тĕл килсе пынă. Вăл хăй вăйĕн- ђен ытла Турă çине шанарах панă.

Пĕрре Максенцій йатлă патшапа вăрçă тухсан вăл пĕлĕт çинђе: „çакăнпа çĕнтер!“ тесе çырнă çутă хĕрес палли курнă, Вăл Турă хушнипе хăйĕн вăрçă йалавĕ çине çав хĕрес паллине хывтарса тухнă та, Максенцій çарне ђăнах та çĕнтернĕ. Çапла Рим патшалăхин çур пайĕ хăй аллине кĕрсен вăл ђиркÿшĕн тĕрлĕ аван йĕркесем кăлара пуçланă. Тепĕр ђухне ун çине хăй кĕрÿшĕ Ликиній йатлă суйа тĕнлĕ патша вăрçăпа тухнă, Ăна та çĕнтерсе вăл 323-мĕш çулта пĕтĕм Рим патшалăхне хăй пĕђђен тытса тăра пуçланă. Суйа тĕнлĕ Рим хулине хăварса вăл Византіяна пуç- хула туса йанă. Унта вăл пысăк çуртсем, ђиркÿсем лартса ђаплăлантарнă.
Пĕтĕм Христоса ĕненекен халăхшăн ырă кун-çул килнĕ. Хăй пурăнăçĕнђе хĕрес палли хăвађĕ пит пулăшнине астуса Константин Туррăн ђăн хĕресне шыраса тупма хăйĕн амăшне, Еленана, йанă. Святая Елена ватă пулсан та пĕр канмасăр ĕçлесе Палестинана кайса 326-мĕш çулта Туррăн хĕресне шыраса тупнă.
Унта вăл темĕн ђухлĕ ђиркÿсем лартнă. Таса хĕресрен пĕр пайне ывăлне Константина илсе тавăрăнса панă Святая Елена пăртак пурăнсан вилнĕ те, ăна ђысласа пытарнă.
Константин хăй мĕн ĕмĕр тăрăшшĕпех хăйĕн аллинђи халăхшĕн тăрăшса ĕçлесе, ђăн тĕне тăшмансенђен сыхласа Тĕреклĕлентерес тесе ирттернĕ. Вăл Турă ывăлĕ Христос çинђен йăнăш вĕрентекен Арійе ђиркÿ пухăвĕнче айăпа хăварнă. Усал çынсене йăвашшăн ÿкĕтлесе тÿрлетме тăрăшнă, мĕскĕнсене тĕрлĕ кирлĕ йапаласемпе пулăшнă. Çемйĕре савăнăçлă кунсенђе хăнасем пухса лăпкă ĕçкĕ-çикĕ тунă. Ун патĕнђе нихăçан та суйа тĕнлĕ патшасенни пек йĕркесĕр ахăрса шавласа йурланн илтĕнмен. Кĕлĕ йуррисем кăна илтĕннĕ.
Йулашки çулсенђе вăл кĕретех вилĕм çинђен шухăшласа, хатĕрленсе тăра пуçланă. Вăл Константинополь (Византія) хулинђе 12 апостол йађĕпе пысăк ђиркÿ лартса хăйне пытарма тупăк вырăнĕ хатĕрлесе хунă.
Унтан ђирлесен Никомидія хулинђе тĕне кĕрсе тасалнă та, шурă тумтир тăхăнса çÿренĕ. Вилессине те таса шурă çиттисемпе витнĕ вырăн çинђе ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрессине ĕмĕтленсе вилнĕ. Унăн ÿтне хăй хатĕрленĕ вырăна илсе кайса пытарнă. Ђунĕ Турă патне кайнă.
Хĕрес хăвађĕ ăна килте те, вăрçăра та, халăхсене пăхса тытса тăрас ĕçре те, витсе пулăшса тăнă.
Тăвансем! Святой Константинпа Елена вилни пин те пиллĕк çĕр çул ытла иртнĕ пулсан та, вĕсен йађĕсем, вĕсем тунă ырă ĕçсем, нихăçан та манăçа йулмаççĕ. Константин патшана лариђђен Христос тĕнне пур те пĕр хăрамасăр, çынран пытармасăрах тытайман. Суйа тĕнлĕ çынсем Христос çыннисене суйа тĕнлĕ патшасен аллине тыта-тыта парса тĕрлĕ асапсем кăтартса вĕлернĕ. Христос çыннисем кĕл-тума пуçтарăнма йури лартнă пысăк ђиркÿсем те пулман. Лартсан та тăшмансем пырса çынни мĕнĕпех çунтарса çĕмĕрсе пĕтерме тăрăшнă. Анђах Турă кăтартнă тĕрĕс тĕн темĕн пек хĕсĕрлесе те тăнђах пĕтмен. Асапланса вилекен святойсен пурăнăçне кура Христоса ĕненекенсем тата йышлăланса пынă. Вара хĕсĕрлесе те пĕтмен тĕн Турăран пулнине аслă вырăнта тăракансем те ахаљ çынсем те шухăшласа илнĕ. Хăйĕн ђăн тĕнне тĕнђипе сарса тĕреклĕлентернĕ Турă Константин патшана пулăшса пилленĕ. Константин, тĕнђене çăлма килнĕ, пăталанса вилнĕ Христос Туррăмăра ĕненсе, хĕрес паллине хисеплесе пурăннă. Хĕрес хăвађĕ ăна килте те, вăрçăра та, халăхсене пăхса тытса тăрас ĕçре те, витсе пулăшса тăнă. Вăл пит ђаплă патша пулсан та, суйа тĕнлĕ ытти патшасем хăйĕнђен мăшкăласа кулсан та, пысăк çарпа хăйне хирĕç тăрсан та—хăй Христоса ĕненсе пурăннине пытарман, Турра йурăхлă тĕрлĕ ырă ĕçсем тума вăтанман. Хаљхи саманара пирĕн пур, пăртак вĕренкеленисем те çын умĕнђе çамки çине хĕрес палли хывма та вăтанакансем пур. Вĕсемшĕн тĕн çинђен калаçма киђем пек, килĕшмен пек туйăнат̌; ыттисем „ав çĕнĕ святой тухнă“, тесе мăшкăлассăнах туйăнат̌ те, тĕн çинђен тарăнтарах шухăшлама пăрахса, хăй те, ыттисем пек пулса, ĕненекенсем çинђен кулма тытăнат̌. Вара унăн ђĕри, çемçелсе тасалас вырăнне, ĕлĕкхинђен те ытларах пăсăлса хытса кайат̌. Вăл çĕр çинђе пĕр ÿтшĕн кăна пурăнма тытăнат̌. Унăн вилсен мĕн курасси асĕнђе те çук. Хăш ђухне теплерен аса килсен те, вăл: „епĕ халĕ çамрăк-ха, лайăх пурăнăç курса йулас. Çылăхсенђен ваттăм çитсен ÿкĕнсен те йурĕ-ха“, тесе ăшне пусарат̌.
Хурапа шурра пĕлменнисем те çавăн пекех хăйсене сăмах тупаççĕ: „епир тĕн çинђен лайăх вĕренмен, мĕн кирлине кирлĕ маррине тĕпĕ йĕррипех пĕлсе туса çитерейместпĕр, çавăнпа Турă каçартăр пире, ухмахсене“, тесе лăпланаççĕ.
Нумайтарах вĕреннисем, сиртен ыйту та нумайтарах пулĕ. Сире кура ыттисем те сирĕн пек тума тăрăшаççĕ.
Ей тăвансем! пăртак вĕреннисем тата тĕплĕрех пĕлсе илме тăрăшăр. Нумайтарах вĕреннисем, сиртен ыйту та нумайтарах пулĕ. Сире кура ыттисем те сирĕн пек тума тăрăшаççĕ. Çавăнпа есир тĕн тĕлĕшĕнђен йĕркесĕр пурăнсан ыттисене те аташтарса тата пысăкрах айăпа кĕме пултаратăр. Сахал пĕлекенсем хăвăра вĕрентсе каланă сăмахсенђен хăлхăрсене ан хуплăр. Сирĕн килĕрсенђе хаљхи саманара хута вĕреннĕ ађăрсем пур. Тĕн çинђен, йĕркеллĕ пурăнăç çинђен çырнă тĕрлĕ кĕнекесем пур. Çавсене вулаттарса хăлхăрсене ђикме тăрăшăр. Ђиркĕве килсен кунта кĕлĕ сăмахĕсем вулани, йурлани, тĕн çинђен вĕрентсе калани илтĕнет. Çавна курах: „пĕлместпĕр, Турă каçартăр пире“ тенипех тÿрре тухаймăпăр.
Çавăнпа пурсăмăр та ђунăмăрсемшĕн ĕçлесе пурăнма тытăнар; ытти çынсене те ырă çул кăтартса йама тăрăшар, йĕркесĕр, çылăх айне варăнса пĕтнĕ пурăнăçăмăра улăштарма пирĕн çине Туррăн тивлеђĕ çитинђђĕ, тесе святой Константинпа святая Еленана тархасласа пулăшу ыйтар! Амин.