Николай Шелепи

1881-1945
Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →
Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани
Константин
патша пырать
Хура тинĕс хĕррипе.
Клин-клин
уткаласа
Хура çĕлен
йĕррипе.
Хула тума
вырăн пăхать
Икĕ хура куçĕпе.
Пысăк
шухăшсем шухăшлать
Миро сĕрнĕ
пуçĕпе.
Тинĕс çинче
çил вĕрет,
Тинĕсре хум
çĕкленет,
Хура тинĕс
чапĕпе
Патша шухăш
çирĕпленет.