Н. Иванова & В. Никитин – Çуллахи ĕçсемпе уявсем


Н. Иванова & В. Никитин


Çуллахи Ĕçсемпе Уявсем

Ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх, ача-пăча, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç, мĕн пур хресчен пурнăçĕнчи савăк вăхăт — сапăр та сипетлĕ çу кунĕсем. Вĕсем нихçанхинчен вăрăм пулсан та хăвăрт иртеççĕ. Çулла та сисĕнмесĕрех иртсе пырать. Халĕ çеç ешĕл çуркуннеччĕ, çĕртме килсе тăнă та. Утта тухма вăхăт çитнĕ. Ут çи те хăвăрт иртет, çурла уйăхĕ тырă пулса çитнине систерет.

Çулла ĕç те, уяв та нумай. Çавна пĕлсех-тĕр хĕвел тÿпере вăрах çÿрет. Каçхине хĕрелсе анать те кăтăш пулса пит-куçне çуса типĕтичченех сарăлса тухать.

Çулла ял çыннин пахча çимĕç лартмалла, çумламалла, купаламалла, Кĕтÿ кĕтмелле. Çĕртме çухи тумалла, тислĕк тăкмалла. Вутă-шанкă хатĕрлемелле. Пÿрт-çурт лартмалла, юсамалла.

Çырла пиçсе çитет, шыв çинче пулă вылять, улăх-çаранра чечек чалтăрать…

Çав вăхăтра кашнин хăйĕн ĕçĕ: экзаменсем тытмалла, туйсене каймалла, чÿклемепе çимĕк ирттермелле, вăййа тухмалла… Тата акатуй, сухатÿ[1], тапă, пухă, кушар кĕрлесе килет. Унти савăнăçа хутшăнмасăр мĕнле чăтса тăмалла?

Чăваш йăлипе çулла тата тепĕр пысăк уяв пур. Вăл — çинçе. Çĕр йывăрланнă вăхăт. Ун чухне ăна чăрмантарма юрамасть. Вăл çимĕç ÿстерет. Çав ирĕклĕ вăхăтра хĕрсем тĕрĕ тĕрлеççĕ, капăр тум çĕлеççĕ, яшсем алă ĕçĕпе ăсталанаççĕ. Капăрсăр- юсавсăр, парнесĕр-сăйлавсăр туй та, вăйă та илемлĕ пулаймĕ. Çавăнпа çинçе вăхăчĕ нумай хаваслăх кÿрет, ăсталăх ĕçĕ пÿрет.

Алă ăста пулни лайăх, ăс-пуç, чĕлхе-çăвар, ташă-юрă çыпăçуллă курăнсан — тата лайăхрах. Çуллахи уявсен сăмахлăхĕ, сăвви, вăййи-юрри, ташши пире çавна хăнăхтарать.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ


[1] Сохатÿ, сохати. Суха+туйĕ. Иккассире Троица хыççăнхи юнкун пухăннă ярмăрккă ячĕ. [Aшм] – VulaCV

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.