Акатуй


Н. Иванова & В. Никитин       


Ака Туй

Çуллахи пысăк уяв — кĕр кĕрлекен ака туй. Ăна çур аки вĕçленсен туса ирттернĕ. Аслă ака туя тахçан малтан хатĕрленме пуçланă.

Аслă ака туй кунĕ ялта шÿлкеме-тевет тенки янăраса тăнă, кĕсле купăс, шăпăр-шăхлич сасси илтĕннĕ.

Ака туй майтанĕ-лапĕ ешĕл вăрман хĕрринче, илемлĕ ĕшнере пулнă.

Ака туйра чупса, сиксе, кĕрешсе, ухă персе, ут ярса ăмăртаççĕ, кире пуканĕ йăтаççĕ.

Ака туй кĕрешÿсĕр пулмасть. Чăваш ачисемпе каччисем сĕлкĕ пир[1] тытса кĕрешнĕ. Кĕрешĕве тухаканĕ пир тăрăхне икĕ вĕçĕнчен яваласа тытать те вăй виçме тухнă йĕкĕте пилĕкĕнчен çавăрса илет. Юлашкинчен черет вăй питти арçынсене çитет. Пурне те çавăрса çапнă çын ака туй паттăрĕ пулать. Ăна така парса чыслаççĕ.

Ака туйăн кĕрнекĕ — юлан утсен ăмăртăвĕ. Ут яракан йĕкĕтсем виçĕ, пилĕк, сакăр çухрăма ут кустарса килнĕ. Мала тухакана тĕрленĕ сĕлкĕ панă, урхамах мăйне парне çакнă.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Ăмăртусем вĕçленсен çамрăксем кассăн-кассăн саланнă, уяв вăййисем пуçланă.

Пĕр тĕпкĕчри ялсем хăйсен ака туйĕсене пĕрле ирттернĕ, вăхăтне ыттисенчен расна вăхăтра тума тăрăшнă. Çавăнпа вара яш-кĕрĕм те, вĕтти-ватти те çу хута тăват-пилĕк ака туя çитсе курма ĕлкĕрнĕ. Авалхи уяв йĕрки-мешехи малтанхи пĕлтерĕшне улăштарса пырать. Хальхи ака туйра çур аки пĕтĕмлетĕвне тăваççĕ, сăмах калаççĕ, унтан тин ăмăртусемпе юрă-ташă пуçланать.

Ака Туй Юррисем

Никам та çук ик ĕмĕр пурăнакан,
Никам та çук тĕнче тытакан.
Атьăр кĕр те тăвар, шав та тăвар,
Ĕçер-çиер, тăван, выляр-кулар,
Аслă ака туя чыс тăвар!

* * *

Уя-пĕр тухсан мĕн хавас?—
Ака-суха сасси пит хавас.
Хăртна-пĕр пырсан мĕн хавас?—
Çава-çурла сасси пит хавас.
Анкартине кĕрсен мен хавас?—
Тăпачсен сасси пит хавас.
Килĕ-пĕр кĕрсен мĕн хавас?—
Ывăл-хĕр сасси пит хавас.

* * *

Акаçăм тетĕп, сухаçăм,
Акаçăм тетĕп, сухаçăм.
Аслă та ката хыçĕнче
Шăхăрса ака тăваççĕ.
Пилĕк те пÿрнеллĕ аллăмпа
Пикенсе сапса пыратпăр.
Шăхăрса сÿре çÿрекен
Кĕçĕн те пичче мар-ши çав?
И акаçăм тетĕп, акаçăм,
И сухаçăм тетĕп, сухаçăм,
Шăрчĕ пытăр кастарса,
Тĕрен пытăр çавăрса.
Аслă ката хĕрринче
Çуллен ака тăватпăр —
Аслă ката хĕрринче
Çуллен урпа акатпăр.
Урпа пулса çитсессĕн
Урпа вырма тухатпăр.
Урпа вырса пĕтсессĕн
Урпа ĕçки тăватпăр.


[1][1] Тĕрленĕ пир. [Ашм] – VulaCv

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.