Аллăмĕш Кун Праçникĕ

Андрей Меценатовъ


Аллăмĕш Кун Праçникĕнђе Вĕрентсе Калани

Троица

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Пайанхи кун епир, йуратнă тăвансем, Іисус Христос апостолсем çине Святой Сывлăш антарса панине асăнса праçник тăватпăр. Çакă праçник акă йепле пуçланса кайнă.

Апостолсем Іисус Христосран, Вăл пĕлĕт çине çĕкленсе хăпарнă вăхăтра, йулашкинђен пиллĕх илнĕ те, Елеон тăвĕ çинђен Іерусалиме тавăрăннă. Унта вĕсем хăйсем çине Христос Святой Сывлăш антарса парасса пур те пĕрле кĕтсе пурăннă. Святой Сывлăша илиђђен апостолсем ниçта та, тухман, йаланах пĕр çуртра Турра кĕл-туса вăхăт ирттернĕ. Çапла вĕсем тăхăр кун пурăнсан Троица çитнĕ. Іудей çыннисен çав кун питĕ аслă праçник пулнă. Вĕсем Троица кунĕ Турă Синай тăвĕ çинђе Моисейĕ закон панине асăнса праçник тунă. Çав пысăк праçнике хисеплесе Іерусалим хулине іудей халăхĕ тĕрлĕ йенђен пухăннă. Ирхине ирех апостолсем пурăннă çурт тĕлĕнђе питĕ хытă шавланă сасă илтĕннĕ, çав вăхăтра апостолсем çине Святой Сывлăш аннă. Вара вĕсем пур те Святой Сывлăшпа хăватлăлан^ та, хăйсене Сывлăш каласа кăтартма хушнă пек, тĕрлĕ ђĕлхесемпе калаçма пуçланă.

Малаллине вулас