Çулталăк çавранăшĕ кун тарам йали-йеркин сăмахлăхĕ


Н. Иванова & В. Никитин


Кун тăрăм йăли-йеркин сăмахлăхĕ

Халăх сăмахлăхĕн еткерĕнче кун тăрăм[1] (календарь) тата кил-йыш йăли-йĕркисен (çурални-авланни-пытарни ĕçĕсен) кĕлли-сăвви пысăк вырăн йышăнать. Кун тăрăм йăли-йĕркине çулталăкри вăхăт çаврăмĕпе çыхăннă, палăртнă вăхăтра çулсеренех пулса иртекен вăйăсемпе уявсене, чÿксемпе чÿклемесене, пухăсемпе ĕçкĕсене тата кил-йышпа е халăхпа пухăнса тумалли пысăк ĕçсене кĕртеççĕ. Уй-хирте тыр-пул ÿстерсе, улăх-çаранра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăнакан халăхсен çулталăк çаврăмĕнче пĕр евĕрлĕ тапхăрсем пур, çавăнпа вĕсен йăли-йĕрки те нумай енчен пĕр майлах.

Чăваш кун тăрăмĕ çапах та халĕ усă куракан Григорий календарĕнчен (Рим папи XIII Григорий хушнипе 1582 çулта усă курма пуçланă), Юлий календарĕнчен (Юлий Цезарь хушнипе пирĕн эрăчченхи 45-мĕш çултанпа усă курнă) тата ытти уйăх, уйăхпа хĕвел тата хĕвел календарĕсенчен уйрăлса тăрать. Чăваш ваттисем паян та вăхăта уйăх е кун таврăннипе, çулталăка хĕвел çаврăннипе виçеççĕ. Çавăнпа ĕлĕк чăвашăн 13 уйăх, икĕ пайлă çулталăк пулнă. Пĕр пайĕ — кĕркуннепе хĕл уйăхĕсем (тыр-пул туса илме хатĕрленнĕ вăхăт), тепĕр пайĕ — çурпа çу кунĕсем (тыр-пул ÿстерсе илмелли вăхăт). «Çу кунĕсем çич уйăх, хĕл кунĕсем улт уйăх»,— тесе сăлтавсăр юрламан ентĕ. Сăнавсене хĕллехипе çуллахине тĕл килтернĕ: «Кăрлач шартлама пулчĕ, ут çи шăрăх килет» е «Аслати вăхăтра пулчĕ, пукрав та хăй йĕркине ларать»… Уявсем те мăшăрланса тăраççĕ: кăрлачра—хĕр сăри, утăра — вăйă; ака уйăхĕнче — сĕрен, юпа уйăхĕнче — автан сăри; çĕртмере — пухăсемпе ака туйсем, раштавра — улахсемпе сурхури. Хĕл çĕн çулĕ авăн уйăхĕнче, çу çĕн çулĕ пуш уйăхĕнче пуçланнă, ытти халăхсен çĕнĕ çулĕ те пур чухне январĕн 1-мĕшĕнче килмен. И. Г. Георги, А. Ф. Риттих, К. С. Милькович, А. А. Фукс, В. А. Сбоев чăваш çĕнĕ çулĕ юпа е чÿк уйăхĕнче пуçланать тесе çырнă, Н. И. Золотницкий, Г. Т. Тимофеев, Г. И. Комиссаров — пуш уйăхĕнче. Çакă вăл хĕвел хĕллене çаврăннинчен (июнĕн 22-мĕшĕнче çĕр вăрăмланма пуçлать) тата çуллана пăрăннинчен (декабрĕн 22-мĕшĕнче кун вăрăмланма пуçлать), кунпа çĕр танлашнинчен (мартăн 21-мĕнĕпе сентябрĕн 22-мĕшĕ) килнĕ. Çапла вара кĕрхи ĕçсем хыççăн пĕрремĕш шурă юр ÿксен е çурхи ĕçсем васкатнă чухне пĕрремĕш симĕс курăк тухсан çĕнĕ çулсем пуçланнă.

Чăвашсем çулсене мĕнле шутласа пынине пĕлме чÿклемесем пулăшаççĕ. Аслă чÿклемесем 4, 9, 12 çултан пулса пынă. Çакă уйăхсемпе çулсене 19 çуллăх çаврăмпа (матянла[2]) шутланинчен килнĕ. Амаксар ăрăмçисем[3] (вĕсен тăхăмĕсене халĕ те Мадяновеем теççĕ) çулсене виçĕ, сакăр, вун пĕр çулсен çаврăмĕсемпе хисеплесе тăнă. Çуркунне чÿклемене кун таврăнсан 12-мĕш эрнерен, кĕркунне 6-мĕш эрнерен кая юлмасăр ирттерес пулнă. Чăваш «мăн кунĕ» вырăссен «пасхи» пек (кун таврăнсан уйăх пĕрремĕш хут тулнă хыççăнхи пĕрремĕш вырсарни кун) миртпа апрелъти 35 куна кĕтмен — вăл симĕс курăк тухсан пулса иртнĕ.

Чăваш кун тăрăмĕн вăрттăнлăхĕсене эпир çухатса пĕтерме ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Тĕпчевçĕсем ăна тимлесе тухайман-ха. Ятарласа ăслав ĕçĕсем çырнă Н. Р. Романов, В. Д. Димитриев, Н. И. Егоров, Н. Е. Наумов (Микихвер Элмен) тата ыттисем чăвашăн кун шутлавĕ авалхи иккенне тата уявсен сăмахлăхĕ, мешехи расна хăйне майлă пулнине палăртаççĕ.

Чăваш йăли-йĕрки авалхи ĕненÿ çинче никĕсленнĕ. Каярахпа вĕсем ытти вĕрентÿсемпе (уйрăмах православи чиркĕвĕн йĕркисемпе) хутшăннă. Григорий календарĕ çине куçнă пирки уйăхсен вăхăчĕ хальхипе тĕл килменни тăтăшах сиксе тухать.

Чавăш «хĕл» çулталăкĕ «çу» çулталăкĕнчен кĕскерех пулнă. Халĕ вара вырăс календарĕпе урăхла пулса тухать: кĕркунне (августăн 27-мешĕ — ноябрĕн 26-мешĕ) 92 кунлă, хĕл (ноябрĕн 27-мĕшĕ — мартăн 18-мĕшĕ) 113 кунлă, пурĕ 205 кун; çуркунне (мартăн 19-мĕшĕ — июнĕн 10-мĕшĕ) 84 кунла, çулла (июнĕн 11-мĕшĕ — августăн 26-мĕшĕ) 77 кунлă, пурĕ 161 кун. Вырăс хĕлĕ çулларан уйăх çурă вăрăмрах-мĕн… Çапла вара пирĕн авалхи хăш-пĕр уявсене «вырăслатни» пур чухне те вырăнлă пулса тухаймасть (сăмахран, мăн куна юр çинче ирттерни килĕшÿсĕр, савăксăр).

Апла пулин те çулталăк çаврăмĕпе çыхăннă уяв сăмахлăхĕ кирек хăçан та витĕмлĕ, тарăн шухăшлă, сăнарлă. Çав сăмахлăх тĕслĕхĕсене кĕрхи уйăхсенчен тытăнса пăхса тухăпăр.

[1] Автор усă курма сĕнекен сăмах.

[2] Кунта Мадяновсем пирки сăмах.

[3] Амаксар вăл пĕр ял е хутлăх.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.