Питрав типпи тытнă чухне вĕрентсе каламалли


5 проповѣдей во время говѣнія въ Петровскій постъ

1) Ђуна Çăласси Çинђен Вĕрентсе Калани

Ей йуратнă тăвансем, пирĕншĕн пур йапаларан та пахараххи, кирлĕреххи, хаклăраххи мĕн-ши? Пирĕн ђун. Ун çинђен Іисус Христос акă мĕн калат̌: „ђун апатран, ÿт тумтиртен пахарах мар-ши?“ тет. Апла пулсан пирĕн пур йапаларан та ытларах ђуна çăласси çинђен тăрă­шас пулат̌. Анђах епир ђуна çăласси çинђен пĕртте тă­рăшмастпăр; ÿтшĕн анђах тăрăшса пурăнатпăр. Мĕн те пулса лайăхрах апатсем çисе, тумланса çÿреме йуратат­пăр. Епир ђун çимĕçĕпе унăн тумтирĕшĕн пĕртте тăрăш­мастпăр. Епир ÿте кирлĕ йапаласемшĕн мĕн пур вăйпа тăрăшса, кунĕ-çĕрĕ, ырми-канми ĕçлетпĕр; ђуна çăлас тесе пĕртте тăрăшмастпăр, ун çинђен мансах кайатпăр. Пирĕн ђуна Турă панă; çавăнпа вăл Турă патне кайас­шăн тăрăшат̌. Анђах епир ăна хамăр çылăхсемпе Турă патне çывăхарма ђаратпăр. Çапла вара çылăхсемпе тĕт­тĕмленсе пĕтнĕ пирĕн ђунтан Турăпа Унăн ангелĕсем уйăрăлса кайаççĕ.

Акă вăл çакăнтан паллă: пĕрре Василій Блаженный урампа иртсе пынă ђухне пĕр пÿрт кĕтессине пырса ђуп тунă.—„Есĕ мĕншĕн унта ђуп-тăватăн“, тенĕ.—„Çын­сем ку пÿртре усал ĕçсем тăваççĕ, çавăнпа вĕсен анге­лĕсем кунта йĕрсе тăраççĕ, епĕ ангелсене ђуп-тăватăп“, тенĕ.

Вара тепĕр пÿрт патне нынă та ђулпа пере пуçланă» — „Есĕ мĕншĕн унта ђулпа перетĕн“, тенĕ.—„Çынсем ку пÿртре Турă çинђен шухăшласа, ырă ĕçсем туса пурă­наççĕ, çавăнпа шуйттансем вĕсен çывăхне пыма пулта­раймаççĕ, вĕсем кунта тăраççĕ, епĕ çавсене перетĕп“, тенĕ. Çавăн пек пире сыхлакан ангел та пиртен уйăрăл­са ан кайтăр тесен, пуринђен малтан усал ĕçсене тума пăрахас пулат̌. Анђах епир шуйттан илĕртнĕ хыççăн кай­са, аскăнланса, вăрçса, çапăçса, çынсене кÿрентерсе, вăр­ласа, пĕрне-пĕри çисе, тăрăхласа, ыттисем лайăх пурăн­нинђен кĕвĕçсе, мăн кăмăлланса тата ытти пур çылăх­сене те туса пурăнма йурататпăр. Çапла епир хамăр ђу­на хамăрах пĕтеретпĕр, ĕмĕр асапланса пурăнмалла тă­ватпăр. Епир кунтан малашне Турă çинђен шухăшласа, Турра кĕл-туса, Турă кĕнекисене вуласа, çылăхсенђен ÿкĕнсе, пĕрне-пĕри йуратса тата ытти пур ырă ĕçсене туса пурăнма тăрăшар. Вара пирĕн ђун Турăшăн хĕпĕр­тесе, çутăлса, савăнса тăрĕ.

Ей йуратнă тăвансем, епир пуринђен ытларах ђуна çăласси çинђен тăрăшар. Пирĕн ÿт апатсăр вилет, çавăн пекех пирĕн ђун та хăй апађĕсĕр вилет. Анђах ђун апађĕ ÿт апађĕ пек мар. Ÿт çăкăрпа пурăнат̌, ђун Турă сăмахĕсемпе пурăнат̌. Ÿте апат, тумтир тата кил-çурт кирлĕ; ђуна йăвашлăх, тĕрĕслĕх тата йурату кирлĕ. Епир ÿте кирлĕ йапаласем çинђен хĕнĕ пулсан та тăрăшатпăр. Ђуншăн та пирĕн çавăн пекех тăрăшас пулат̌. Вара пи­рĕн ђуна Турă сутĕнђе çăмăл пулĕ. Епир хамăр ђуна пĕтерсен, ÿте те пĕтеретпĕр. Мĕншĕн тесен Туррăн йу­лашки, хăрушă сутĕнђе пирĕн ђун сăваплă пулсан райа кайат̌, ÿт те ђунпа пĕрле райа кайат̌; ђун тамăка кайсан,. ÿт те тамăка кайат̌. Çавăнпа пирĕн пуринђен ытла ђун­шăн тăрăшас пулат̌. Ђун çăлăнсан пирĕн ÿт те çăлăнат̌. Вара епир çĕр çинђе пурăннă ђух та савăнса пурăнăпăр. Епир çĕр çинђи пуйанлăха тупса, хамăр ђуна сийен ту­сан, мĕн усси пулĕ-ши? Вара епир хамăр ђуна мĕн пар­са çăлăпăр-ши? Çавăнпа пирĕн ђуна Турă йенелле çа­вăрма тăрăшас пулат̌. Вара пире вилсен Туррăн хăрушă сутĕнђе çăмăл пулĕ.

Ей йуратнă тăвансем, епир çылăхсенђен ÿкĕнсе Турра йăлăнса калар: ей Турă, пирĕн ђуна çылăх тĕттĕмĕнђен кăларса, Хăна мухтамалла ту. Пирĕн вăй çитейменнине Есĕ Ху пулăш. Вара Турă пире ырă ĕçсем тума пулăшса тăрĕ. Амин.

(Проповѣдь „О спасеніи души“ Макарій митрополита Московскаго и Коломенскаго).

2) Йывăр Çылăхсем Тума Хăнăхасран Йепле Ђарăнмалли Çинђен Вĕрентсе Калани

Михаилъ Даниловъ

Йуратнă тăвансем! Епир пур те хамăрах ђухласа курнă: пире мĕн пĕђĕкренпех çылăх хăй йенелле туртат̌. „Епĕ аннем ăшĕнђех çылăхлă пулнă, çураласса та çылăх­пах çуралнă“ (Псалом. 50, 7), тесе ахаљ каламан çав Давид патша. Мĕн авалтанпах етем пуçĕ çинђе тĕп-аттемĕртен пыракан çылăх пусса тăрат̌. Çавăнпа епир „тăвас килнĕ ырра тăваймастпăр, тăвас килмен усала тăватпăр (Рим. 7, 19).

Çылăхпа кĕрешесси, ăна çĕнтересси йепле йывăррине епир пур те пĕлетпĕр. Пĕр пĕр çылăха йаланах пулкаланипе тума çăмăлланăçем çăмăлланса пырат̌. Пĕр хăнăх­нă ĕç, çынтан хăпмаст̌ вара. Кайран кайран çав çылăх тĕлешĕнђен çын хăйшĕн хăй те ирĕклĕ хуçа мар. Вăл сумран тухса пĕр хăйĕн ирсĕр йăли хыççăн кăна кайса ăна ђура пек итлесе пурăнат̌. Ун пек йăласем ак çаксем: суйеçсем, вăрăсем, пĕлми ĕçсе ÿсĕрĕлсе çÿрекенсем, тата Іуда йевĕрлĕ мул пухасшăн ђунне çăтакансем пур.

Çавăнпа, тăвансем, пысăк çылăх йăлисене хăнăхасран йепле хăтăлмаллине пĕлесси пит пысăк ĕç.

Ун çинђен пĕр ăслă сăваплă ватă çын ак çапла пал­лăн кăтартса вĕрентсе хăварнă. Çав пурăнăçа ђухласа курнă ватă çын патне икĕ çамрăк çын пынă. Çав таса кăмăллă çамрăксем çылăх аптăрата пуçланине хăйсемех сисе пуçланă. Вĕсем пырса каланă: ей Турă ăслă ватă çын! Ђуна пĕтерекен усал йăласенђен йепле хăтăлассине вĕрентсем-ђђĕ пире“, тенĕ. Ватă çын пĕр çамрăк çыннине: „ак çак çамрăк туйрана тăпăлтарса кăлар!“ тенĕ. Çамрăк çын пĕђĕк йывăçа хăрах алăпах çăмăлах туртса кăларнă: унăн тымарĕсем пит Тарăнах кайман. Унтан ăслă ватă çын йĕкĕте каланă: „тепĕр йывăçа туртса кăлар!“ тенĕ. Йĕкĕт кăна та туртса кăларнă, анђах ку йывăç пĕр çул­талăкри çеç пулман, тымарĕсем çĕре тарăнарах кайнă, çавăнпа кăларма малтанхинчен хĕнтерех пулнă. Ватă çын йĕкĕте татах каланă: „акă тата çав йывăçа кăларса пăх!“ тенĕ. Йĕкĕт пĕр ватă йумана ытамласа тытса туртса пăх­нă та кăларайман. Унăн тымарĕсем вăйлăланса пит та­рăна кайнă. Пулăшас тесе тепĕр йĕкĕђĕ те пынă, анђах тĕреклĕ тымарлă йывăçа темĕн пек асаплансан та иккĕн те туртса кăларайман. Вара Турă ăсĕпе уçăлнă ватă çын каланă: „ађамсем, итлĕр-ха: етемĕн усал кăмăлĕсем, усал йăлисем те çак йывăçсемпе пĕрех. Усал йăласем палăра пуçлани нумайах пулмасан, пирĕн ђĕрере тымар йарайман пулсан, епир вĕсене пĕрре тытăнсах пĕтерсе пăрахма пултаратпăр. Анђах çылăх тымарĕсем ђĕрене та­рăна кайнă пулсан, вĕсене ђарса çĕнтересси пит хĕн“,тенĕ. Ку сăмах мĕне вĕрентни куçа курăнсах тăрат̌. Çамрăкла хăнăхнă усал йăласем етеме ватăлмалăх кунĕнђе пĕтĕмпех хупласа илеççĕ. Çамрăклах кукăрăлса ÿснĕ йывăç ватăл­сан тÿрленеймест. Мĕн тăвас-ши пирĕн апла? Ăс кĕрсе çитмен çамрăк çын кăмăл илĕртнĕ хыççăн ђас кайат̌.

Хаљхи саманара ашшĕ-амăшин ађи-пăђи çамрăкла усал йăласене хăнăхасран питĕ астуса сыхласа тăрас пу­лат̌. „Хаљхи çамрăксем хулара та йалта та пăсăлса йĕр­керен тухса кайнă“, теççĕ. Уншăн кама айăпламалла? Ађа- пăђа ашшĕ-амăшĕ астăвайман пирки усала вĕренсе кайат̌. Ађи усала тин хăнăха пуçланă вăхăтра амăшин çинђех пит сыхă тăмалла-ђђĕ. Ашшĕ те çавăн пекех хăйĕн ĕçне мансах кайнă пулмалла. Воронежра архіерей пулнă святой Тихон ак çапла вĕрентсе калат̌: „йывăç пахђине пăхакан çын çамрăк йывăçа çил-тăвăл тымарĕ мĕнĕпех тăпăлтарса кăларса ан пăрахтăр тесе йывăçне шаљçа çумне çыхса хурат̌. Ашшĕ-амăшĕсем! Есир те хăвăр ађăр-пăђăрсене çавăн пекех пăхăр. Вĕсен ђĕрисене те Турăран хăрамалла туса Турă йĕркисем çумне çыхса хурăр. Ађасем ÿснĕ ђух вĕсен çылăхлă йăласем палăрни курăнсанах йывăçăн хăрăк турађĕсене касса иртнĕ пек çинђех пĕтерме тăрăшăр“.

Ађа-пăђа ÿсе пуçласан ашшĕ-амăшĕ килĕнђен шкула куçат̌. Вĕсене ăс парса ырра вĕрентесшĕн ашшĕсем вырăнне вĕрентекенсем (учителсем) тăрăшмалла пулат̌. Ку ĕç вак-тĕвек çăмăл ĕçех мар, пит пысăк кирлĕ ĕç. Христос тĕнĕпе пурăнакан халăх хушшинђе шкулта вĕрентес ĕç ăраснах пит паха. Етем пурăнăçне хăш йенелле çавăрса йарасси тĕрлĕ шкулсенђен пит килет. Лайăх шкулсем, ырă шухăшпа тăрăшса вĕрентекен çынсем пĕтĕм Россія патшалăхĕнђи ÿссе пыракан халăха ырă кун-çул кăтартма пултараççĕ. Ей пурăнса ђухланă ашшĕ-амăшĕсĕм! Çавна пĕлсе есир те ырă шкулсене пулăшма тăрăшăр. Сирĕн ађăрсемшĕн тăрăшакансене ăшă сăмах каласа ђунĕсене савăнтарăр. Ей вĕрентекен çынсем! Есир те ашшĕ-амăшĕ куççулĕпе кĕл-туса тар тухађђен ĕçлесе ађи-пăђи ђĕрине хывнă ырра ан çухатăр, çамрăк пăсăлман ђун çуттине ан сÿнтерĕр. Çамрăк ађа ђĕринђи таса тĕнне Туррăн ĕмĕрхи ђăнлăхне пĕтерекен, ĕмĕр пурăнас ырă ђунне пăсакан—хăй аллине шанса панă мула сыхлайман çын пек—ÿсес ађасене пысăк телейрен татса, вĕсен ђунĕсене вĕлерсе сайа тунăпа пĕрех пулат̌.

Ађа-пăђасене ђуна пĕтерекен усал йăласене хăваласран сыхласа тăрасси пĕр ашшĕ-амăшĕсемпе шкулта вĕрентекенсен ĕçĕ кăна мар вăл. Çакăншăн пур ђиркÿ ĕçне туса тăракансем те, хамăр патшалăхра пур пĕлсе пурăнакан çын та, тÿресем те, хаçат-кĕнеке çыракансем те,—пур ђунлă çын та пит хытă тăрăшмалла. Турă пур ђуна та ырра хăнăхса çутăлса тасалса çăлăнса ĕмĕрхи телейлĕ пурăнăçа кĕтĕр тесе пултарнă. Пирĕн пурăнăçа усал тĕттĕм хупласа тăрат̌. Тĕттĕм çĕрте ђуна пĕтерекен çылăх йăлисем пуçланса тымар йама пултараççĕ. Вĕсене пĕр тымарлансан кайран тăпăлтарса кăларасси хĕн пулĕ. Анђах Турă пит ырăлăхлă! Вăл пире Хăй тивлеђĕпе пулăшса пирĕн çылăх йăлисене пĕтерсе пире çăлинђђĕ. Епир пит çылăхлă, ÿкĕнме тăрăшар. Амин.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

3) Ÿтрен Ытла Ђун Хаклă

Діаконъ Владиміръ Михайловъ.

Тăванăмсем, ку Тĕнђере вăхăт пĕлме Турă хĕвеле, уйăха пултарнă. Кăнтăрла етем ĕçлет, çĕрле канат̌. Етем çапла хăй ÿђĕшĕн тăрăшса ĕçлесе пурăнат̌. Темĕн ђухлĕ упраса пурăнсан та, ÿт вилет те тăпра пулат̌; вара ку тĕнђери пурлăхĕ нимĕн усăсăрах йулат̌. Етемĕн ÿтрен пахараххи тата ђун пур. Ђун вăл нихăçан та пĕтмест. Епир ку Тĕнђере ђуншăн ытларах ĕçлесен ĕмĕрлĕх савăнăçа кĕрĕпĕр. Пире ÿтшĕн ĕçлеме кун панă пек, ђуншăн ĕçлеме типĕ тытмалли вăхăтсем Турă йĕрке хурса панă. Акă ĕнтĕ халĕ Питрав типпи. Ђуна çăлăнмалăх типĕ тытас тесен пирĕн мĕн тумалла-ши, йепле пурăнмалла-ши? Ун çинђен Іисус Христос пире Хăй вĕрентсе хăварнă. Вăл сăмахпа кăна вĕрентмен, Хăйĕн таса, йăваш пурăнăçĕпе, мĕн пур йывăр асапсене тÿссе, вĕрентсе кăтартса хăварнă. Іисус Христоса итлесе таса апостолсем, ытти таса çынсем Унăн заповѣдĕсене туса тытса пурăннă. Хăшĕ хăшĕ пурлăхне çук çынсене валеçсе панă та, пушă хирсенђе Турра кĕл-туса пурăннă.

Турă йађĕшĕн тĕрлĕ хĕн-хур курса асапланса вилнĕ.

Акă таса Алексій пурăнăçĕ çинђен калакан кĕнекене уçса вулăр. Вăл йепле пурăннă? Таса Алексій Рим хулинђе çуралнă. Вăл пуйан, ђаплă, ырă кăмăллă çын ађи пулнă. Таса Алексійе ашшĕсем хута вĕрентнĕ. Хута вĕренме вăл питĕ хастар пулнă; вăл нимрен ытла таса çынсен пурăнăçĕсем çинђен çырнă кĕнекесене вулама йуратнă. Вара хăй те çав таса çынсем пек пурăнма пуçланă. Авлантарас çул çитсен, ашшĕсем Алексій валли хĕр шыра пуçланă. Таса Алексій хăй авланасшăн пулман; ашшĕ-амăшне çилентерес мар тесе, вĕсен шутне ђарман. Туй туса пĕтерсен, таса Алексій арăмне вѣнђет çĕрине панă та, хăй йут çĕре тухса кайнă. Унта вăл Турăшăн, ђуна çăласшăн анђах пурăннă. Вăл пĕр ђиркÿ умĕнђе ыйткаласа пурăннă. Ыйткаласа тупнă пайне, ватă çук çынсене валеçсе панă. Хăй типĕ çăкăр анђах çисе пурăннă. Çапла пурăнса вăл пĕтĕмпех типсе кайнă; шăмми анђах йулнă.

Ашшĕсем, арăмĕ таса Алексійе нумай шыранă, анђах палласа тупайман. Вĕсем уншăн питĕ хытă макăрса пурăннă.

Вун çиђĕ çул пурăнсан таса Алексій çинђен нумай çĕре йăт сарăлнă. Ăна ку таса çын тесе нумайĕшĕ ђисла пуçланă. Таса Алексій ку тĕнђери-ђапшăн пурăнман, çавăнпа вăл урăх вырăна кайма карап çине ларнă.

Тинĕс çинђе хытă çил-тăвăл тухнă. Карапа тинĕс хумĕпе çапса Рим хули патне кайса тăратнă. Çав вăхăтра таса Алексійĕн ашшĕ-амăшĕ те арăмĕ те сывах пулнă. Алексій ыйткалакан пулса ашшийĕн килне кайнă. Ашшĕ ăна паллайман. Вăл ашшĕнђен пурăнма ыйтнă. Ашшĕ ăна, ку çук çын тесе, хĕрхенсе пурăнма хăй патне хăварнă. Алексійĕн кунта пурăннă ђух тата йывăртарах асап тÿсмелле пулнă. Унăн амăшĕпе арăмĕ çĕрĕн-кунĕн Алексійшĕн макăрса пурăннă. Алексій çапах та вăл кам икенне пĕлтермен. Ашшĕ Килĕнђе таса Алексій вун çиђĕ çул пурăннă. Вилсен ун аллинђе çыру тупнă. Вăл çыру çине хăй йепле пурăнни çинђен çырса хăварнă. Ашшĕсем хăйсен ывăлех пулнине пĕлсен тата ытларах макăра пуçланă. Таса тупăк патĕнђен уйăрăлма та пĕлмен. Таса тупăкран ырă шăршă сарăла пуçланă. Нумай тĕлĕнмеле ĕçсем пула пуçланă: ђĕлхесĕрсем калаçакан, суккăрсем куракан, уксахсем çÿрекен пулнă. Таса тупăк патне нумай çĕртен халăх пыра пуçланă.

Çапла таса Алексій пуринђен ытла Турра йуратнă. Çак тĕнђери пуйанлăха, савăнăçа хăй ирĕккĕн хăварса, Христосăн хĕресне йăвашшăн йăтса çÿресе, çÿлти патшалăха кĕнĕ.

Ей тăванăмсем! епир те таса Алексій пурăнăçне ђас-ђасах астуса тăрар. Унтан йăвашлăха, тÿсĕмлĕхе вĕренер. Ку тенђери ирсĕр шухăшсенђен, ђĕлхе-çăвара усал сăмахсем каласран, елеклесрен ђарулăха вĕренер. Турра йурăхлă ĕçсем тума йалан тăрăшар. Таса Алексій хăй пирĕншĕн Турă умĕнђе хута кĕрсе тăтăр тесе йăвашшăн ăна ђĕнсе калар: ей Туррăн ђури, таса Алексій, пирĕншĕн Тура кĕл-ту, тийĕр. Амин.

4) Ђуна Ăçта Лăплантармалли Çинђен Вĕрентсе Каламалли

Тарасій Максимовъ

Ей йуратнă тăвансем, пирĕн çĕр çинђи пурăнăç тинĕс çинђи тăвăл йевĕрлĕ. Тинĕс çинђи хăрушă хумсем карапа путарнă пек, пире те çĕр çинђе пурăннă ђухне инкек-синкексем пусса йывăрлатса тăраççĕ.

Тинĕс çинђе ђас-ђасах пит хăрушă тăвăлсем пулаççĕ. Çавăн пек вăхăтра тинĕс çинђе караппа ишсе çÿрекенсем путса вилес марђђĕ тесе, шанђăклă, лăпкă, вырăна çитсе ÿкме тăрăшаççĕ. Çĕр çинђе пурăннă ђухне те харкам хăй пурăнăç тăрăшне савăнса ирттерекен пит сахал. Çĕр çинђе пурăннă ђухне пире йаланах инкек-синкексем хупласа, пусса тăраççĕ. Инкек-синкексем пире пусса йывăрлатса тăнипе хуйхăрса вилес мар тесен, пирĕн те лăпкă, шанђăклă вырăн шырама тăрăшас пулат̌.

Тинĕсри хумсем карапа путарнă пек, пире те инкек-синкексем путараççĕ. Пĕр инкекĕ иртсе кайнă çĕре, тепĕри тупăнсах пырат̌; ку инкексем иртсе пынă çĕре, вĕсенђен те тата пысăкрах хуйхă çывăхарса пырат̌. Вара вăл пире йăлтах пĕтерсе хурат̌. Хăш ђухне епир пĕр инкек синкек курмасăр савăнса пит телейлĕ пурăнатпăр. Çапла ђипер пурăннă вăхăтрах таçтан инкек-синкексем сиксе тухаççĕ: йе пирĕн çемйĕре пĕри-пĕри ђирлесе вилет; йе пире пĕр-пĕр усал çын кÿрентерет; йе пурăнăçра пĕрпĕр сийен пулат̌; çапла вара пире йăлтах амантса хăварат̌. Анђах çак инкек-çинкексенђен нумайĕшĕ хамăртан та килеççĕ. Мĕншĕн тесен, епир ерех ĕçме, йулхавланма, картла выљама, тата нумай ытти йĕркесĕр ĕçсем тума та пит йурататпăр. Çапла пурăнса епир хамăра хамăрах хуйхă айне туса тертленсе пурăнатпăр.

Тинĕс çинђе ишсе çÿрекенсем пысăк хумсемпе путнă пек, епир те инкек-синкексем пусарса çитернипе пит хытă тертленетнĕр. Епир инкек-синкексемпе тертленсе вăйсăрланса пĕтсен, мĕн пур йулашки вăйпа тăрăшса шанђăклă, лăпкă вырăн шырама тăрăшатпăр. Анђах, лăпкă вырăн ăçта-ши вăл? Епир инкек-синкексенђен хăтăлса, ăçта лăпланма пултаратпăр-ши?

Акă ăçта: пирĕн лăпкă вырăн таса ђиркÿ! Таса ђĕреллĕ çынсем çак таса ђиркÿре Турă çинђен шухăшласа лăпланаççĕ. Вĕсем унта çĕр çинђи инкек-синкексене, хуйхă-суйхăсене йăлтах манаççĕ.

Çак таса ђиркÿре пурте савăнаççĕ: мăн кăмăллисем йăвашлăланаççĕ, пĕр-пĕрне кураймансем лăпланаççĕ, пур тĕрлĕ йĕркесĕр ĕçсем çинђен те шухăшлама пăрахаççĕ. Пирĕн ђунсем çакăнта анђах савăнса, хĕпĕртесе лăпланаççĕ. Çак таса ђиркÿре пурăнăç хуйхисем йăлтах пĕтеççĕ!

Тăвансем, пире инкек-синкексем йывăрлатса тăраççĕ пулсассăн, епир таса евангеліере Іисус Христос каланă сăмахсене аса илер. Вăл акă мĕн каланă: „ей асапланакансем, хĕн-хур куракансем, пурăр та Ман патма килĕр, Епĕ сире канлĕх парăп. Ман ĕçĕме йышăнăр, Манран вĕренĕр: Епĕ лăпкă, йăваш кăмăллă; вара хăвăр ђунăрсем валли канлĕх тупăр. Манăн ĕçĕм ырă, Манăн çĕклемĕм çăмăл“, тет.

Ей йуратнă тăвансем, Турă пире Хăй йатне йепле йăваш сассипе ђĕнет. Турă пире пур тĕрлĕ инкек-синкек-сенђен хăтарса, пирĕн ђунсене лăплантарса тăрат̌. Таса ђиркÿрен пуçне шанђăклă вырăн урăх ниçта та çук! Çак таса ђиркĕве пĕтĕм тĕнђене пултаракан Турă Хăй туса тĕреклĕлентернĕ. Турă каланă: „çак ђул çине Епĕ Хамăн ђиркĕвĕме лартăп, ăна тамăк хапхи те çĕнтереймĕ“, тет. Çак таса ђиркÿре пирĕн хуйхă-суйхăсем йăлтах сирĕлсе кайĕç.

Пире пĕр-пĕр хуйхă йывăрлатса тăрсан, йе пирĕн ђĕрене хуйхă ыраттарса тăрат̌ пулсан, йе пирĕн пурăнăç çĕклемĕ йывăр йулсан, епир çакăнта лăпкă, тĕреклĕ вырăна Турă ђиркÿне пуçтарăнăр. Турă патне васкаса пырса, Унăн ури патне ÿксе куç-çÿллипе йăлăнса тархаслар. Вара Вăл пирĕн çылăхлă ђунсене канăçлантарса лăплантарĕ.

Пире хуйхă пулнă вăхăтра, епир пурне те пултаракан Турра ђунтан—вартан йăлăнса: „ей Турă, пире пĕтес çĕртен хăтарсам“, тесе кĕл-тăвар. Вара пире ырă кăмăллă Турă Хăй патĕнђен тĕртсе йамĕ. Тиверіада тинĕс çинђе Петр апостола путнă çĕртен аллине парса çăлнă пек, пире те Турă Хăйĕн пурне те пултаракан аллине парса çăлĕ. Турă пире кунта çĕр çинђе пур инкек-синкексенђен хăтарса тăрĕ, леш Тĕнђере ĕмĕр савăнса тăмалла тăвĕ.

Ей Турă, пире çĕр çинђе пур тĕрлĕ инкек-синкексене пĕр ÿпкелемесĕр тÿссе ирттерме пар, çÿлти патша-лăхăнта Святойсемпе пĕрле хăна мухтама пар!

5) Христос Ÿђĕпе Йунне Ăша Илес Умĕн Вĕрентсе Каламалли

К. Сидоровъ

Ей савнă, тăвансем, мĕшĕн епир ытла ăссăрланса, усалланса çитнĕ-ши? Мĕшĕн ку тĕрлĕ ирсĕрленнĕ-ши? Турăран хăрасса та çынран вăтанасса та, çылăхран ÿкĕнессе те маннă: ђас-ђасах епир хамăр çурт-йĕре пăрахса, ађа-пăђана манса, хырăм выççине сисмесĕр йе тулта, йе урамра, йе тата ăçта та пулин, ирсĕр йапаласем курса, усал калаçса, çынна, хамăра Турă усăлă ирттерме панă вăхăта усăсăр ирттеретпĕр. Ђиркĕве килсен, Турă çырăвĕнђи сăмахсене итлесе, Ăна кĕл – туса пĕр сехет те тăма пултараймастпăр. Çак типĕре те, çылăхсенђен ÿкĕнсе, Христос ÿђĕпе йунне ăша илес ђух та, епир Турă ђиркĕвĕнђе, Турра кĕл-туса, Унтан хăраса тăрас вырăнне, таса ђĕрелĕ Христос ÿђĕпе йунне ăша илес вырăнне, хăшĕ тумланасси çинђен, хăшĕ çынна çисе, кулса, пĕр пĕрне тăрăхласа анђах тăратпăр. Хăшĕ тата мĕн пур ђунĕпе, мĕн пур кăмăлĕпе, Христос Туррăмăр унăн çылăхне ан асăнтăр, тесе кĕл-тăвас вырăнне: хыçалалла, айăккинелле пăхкаласа тăрса, хăй мĕн тунине те сисмест, Турă ђиркÿне мĕшĕн пынине те асне илмесĕр тăрат̌. Ей Христос Туррăмăр! тĕрĕссипе епир Санăн сутна тивĕçлĕ.

Шухăшласа пăхар-ха, тăвансем, епир çак Христос ÿђĕпе йунне ăша илме тивĕçлĕ-ши? Вăл пире çуса тасатас вырăнне, вутпа çунтарнă пек, çунтарса йамĕ-ши? çылăхсенђен тасатас вырăнне, ытларах сута тивĕçлĕ пулмăпăр-ши? Іуда апостол Христос ÿђĕпе йунне тивĕçсĕр сыпса, хăй ăшне усала кÿртсе вырăнаçтарнă. Турă çырăвĕнђе каланă: „çăкăр хыççăн унăн (Іудан) ăшне шуйтан кĕрсе вырăнаçнă,“ тенĕ. Кала-ха ĕнтĕ, тăванăм, çакна пĕлсе тăнă çĕртех, хамăра хамăр ђармасан, усал шухăшсенђен пĕр вăхăтлăха та уйăрăлмасăр Христос Туррăмăрпа хутшăнма тивĕçлĕ пулăпăр-и? Епир хамăр хурăнташ патне анђах каймалла пулсан, хамăр килте çÿрекен тумтире пăрахса, çĕнĕрех, тирпейлĕрех тумтир тăхăнса кайатпăр. Йе тата нумай хăна пухăнмалла çын патне каймалла пулсан, пите-куçа та, ÿте-пĕве те тирпейлесе, вĕр-çĕнĕ тумтир тăхăнса, çынсен умĕнђе хамăра хамăр намăслă пулас марђђĕ тесе тăрăшатпăр. Йе тата хамăр тумтирех, пĕр-пĕр ырă-мар йапала çыпçăннă пулсан, ăна тăхăнма йĕрĕнетпĕр епир. Апла пулсан, мĕшĕн пирĕн Христос Туррăмăр умне хамăр ђунăмăра çĕнĕ тумтир тăхăнтарса илемлетсе пыма тăрăшмастпăр-ши? Мĕшĕн Ăна хамăр тус йышсенђен, хурăнташ-тăвансенђен, ытти çынсенђен те кайа хуратпăр-ши? Вăл та кăна мар. Епир йе ĕçкĕ-çикĕ вăхăтĕнђе, йе кăлăхах ăш тулса çитнĕ вăхăтĕнђе пĕр-пĕр хисеплĕ çынна кÿрентернĕ пулсан, кайран ун патне пырса, вăл пире хăй çиленнĕ пирки, вутлантарса çынсен мăшкăлĕ ан тутăр тесе, ăна: каçар, пăрах тесе тархаслатпăр, ун кăмăлне çавăрасшăн ерех те ĕçтереттĕр ăна. Çапла мелештеркелесен кайран, савăнатпăр епир. Тĕнђере пурăннă вăхăтра хамăр çынсен куç умĕнђе намăслă пулас мар тесе тăрăшатпăр пулсан, мĕшĕн Христос Туррăмăр умĕнђе сута тивĕçлĕ пуласран хăрамастпăр-ши? Мĕшĕн ђуна мĕн вăй çитнĕ таран çĕнĕ, илемлĕ тумтир тăхăнтарма тăрăшмастпăр-ши? Ху ђунна илемлетмесен Христос Туррăмăр йепле каçарĕ пирĕн çылăхă-мăра? Епир Іуда пек хамăр Христос Туррăмăра улталаса ђуп-туса, сута тивĕçлĕ пулса, вутпа ĕннĕ курăк пек ĕнсе кайăпăр. Çакна астуса тăрас пулат̌, тăванăмсем. Пите-куçа çунипе, йе илемлĕ тумтир тăхăннипе- епир хамăр ђунăмăра тасатас çук. Ăна пирĕн йĕре-йĕре, мĕн пур ђунтан ÿкĕнсе, куç-çулĕпе çуса тасатсан анђах, пирĕн кĕллĕмĕр Христос Туррăмăра йурăхлă пулĕ. Епир вара Ун ÿђĕпе йунне ăша илсе, Унпа хутшăнсан йур-тан та шурă, вут çулăмĕнђен те таса пулăпăр. Йепле кăлăхах йĕрес манăн? куç-çулĕ тухмаст̌-ĕçке, тийĕн есĕ. Пулĕ. Мĕшĕн апла-ши вăл? Мĕшĕн тесен есĕ ху çылăхушăн куљанмастăн, ăна аса илместĕн, йулашки сут кунĕ çинђен те шухăшламастăн. Ху çылăхусемшĕн хуйхăрса куç-çулĕпе йĕме пултараймастăн пулсан, ху çылăхлă иккенне анђах астуса, çÿлти Туррăмăр умĕнђе, кайалла малалла, йе калаçса туса, кулса ан тăр. Ху куçна çÿлелле çĕклесе пăхма хăйаймасăр мытар пек çапла кала: „ей Турă, хĕрхенсем мана, çылăхлă çынна“, те. Çĕр çинђи патша умĕнђе унăн çывăх çыннисем те хăраса ђĕтĕресе тăраççĕ пулсан, епир ăна курсан, ун умĕнђе тăмалла пулсан, йепле хăраса ђĕтĕресе тăма тивĕçлине, хамăрах шухăшласа пĕлме пултаратпăр. Есĕ праçник кунĕнђе, ђĕрĕлнĕ кунсенђе, ђиркÿре тăнă вăхăтра, ху çÿлти Патша умĕнђе тăнине, йаланах астуса тăр. Христос ÿђĕпе йунне сыпас кун, ытларах та хăраса тăрас пулат̌. Мĕшĕн тесен, тасаласси, йе сута тивĕçлĕ пуласси, пĕрре куçа уçса хупнă вăхăтра пулат̌. Пирĕн ÿте анђах сийен тума пултаракан, çĕр çинђи патшаранхăратăн пулсан, çÿлти патшаран, ÿт те, ђун та Ун аллинђе иккенне пĕлсе тăрса, йепле кăмăлăмăрсене çемçетмĕпĕр епир? Турă ђиркĕвĕ çÿлти Туррăмăра ђĕнсе çапла калат̌: „пур ырăлăх та санран тухат̌, ђĕрĕлĕх те Есĕ паратăн“, тет.

Халĕ каланă сăмахсенђен пайанхи кун Христоспа хутшăнма пуçтарăннă çынсен пуринђен ытларах Христос Патшамăра хамăр ăша кÿртсе вырăнаçтармалла кун, Ун умĕнђе мĕнле тăмаллине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Малашне, тăван-нăм, ђиркÿре,—Христос Турăпа хутшăнас кун лăпкă, кăмăлпа çемçелсе, ху çылăхна священник умĕнђе пĕр хăрамасăр, вăтанмасăр каласа пар. Вара Турă сан çылăхна каçарса, санăн ăшна хăй кĕрсе вырăнаçĕ, есĕ сутран хăрами пулăн, Унăн вуђĕ çулăмĕ ним сийен те тумĕ. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.