Христоса Шыва Кÿртекен Іоанн Çуралнă Кун Вĕрентсе Каламалли


Василий Разумов

Василий Разумов… Тĕплĕнрех→


Христоса Шыва Кÿртекен Іоанн Çуралнă Кун Вĕрентсе Каламалли

Çĕртме 24-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе. Тăвансем, епир пайанхи кун çакăнта Христос умĕн килнĕ Іоанн çуралнине асăнма пухăнтăмăр. Çавăнпа епĕ сире халĕ çакă Іоанн çинђен каласа парас тетĕн: мĕнлескер çын пулнă вăл? Мĕн ĕç туса вăл пурăннă?

Ирод патшара ларнă вăхăтра Захарій йатлă таса аслă священник пурăннă. Унăн арăмĕ Елизавета йатлă пулнă. Вĕсем таса хĕр Маріянăн хурăнташĕсем пулнă. Захаріяпа Елисаветăн ватăлиђђенех пĕр ађа-пăђа та пулман. Çавăнпа вĕсем йалан Турра: ађа патăр-ђђĕ, тесе кĕлтунă. Священник ĕçĕпе Захарія пĕр вăхăтра Іерусалим ђиркĕвĕнђе кĕлĕ тунă. Çав вăхăтра вăл ђиркĕвĕн таса тийекен пÿлĕмне кĕнĕ; унта ăна сасартăк Ангел курăннă. Ангел Захаріяна каланă: Захарія, епĕ сана савăнмалли хыпар калатăп: санăн арăму, Елисавета, ывăл ађа çуратĕ, есĕ ăна Іоанн йатлă хурăн. Вăл Турă умĕнђе аслă çын пулĕ, тенĕ. Ангел çапла каласан курăнми пулнă. Захарія арăмĕ, Елисавета, ђăнах та йывăр çын пулса ывăл ађа çуратнă. Вĕсем çуралнă ађана Іоанн йатлă хунă. Іоанн таса пурăнăçлă çын пулă. Вăл хăйне хăй питĕ ђаруллă тытнă. Ашшĕ-амăшĕ вилсессĕн Іоанн пушă хире пурăнма кайнă. Унта вăл типĕ тытса, Туррă кĕл-туса пурăннă. Унăн тумтирĕ тĕве çăмĕнђен тунăскер пулнă. Çийессе вăл акридпа хир-хурђĕ пылне анђах çисе пурăннă. Вăл ерех-тĕрлĕ йапаласем, нимĕскер те ĕçсе-çимен. Іоанн çакă пушă хирте вăтăр çула çитеђђен пурăннă. Вăтăр çул иртсен Іоанн Іордан шывĕ хĕрне пынă. Унта вăл çынсене çапла ÿкĕтлесе вĕренте пуçланă: çылăхăрсенђен ÿкĕнĕр, Турă патшалăхĕ çывăхарђĕ ĕнтĕ, тенĕ. Халăх, ку сăмахсене илтсен, Іоанн патне пырса: Турă патшалăхне кĕрес тесен, пирĕн мĕн тăвас пулат̌, тесе ыйтнă. Іоанн вĕсене каланă: камăн икĕ тумтир пур, вăл пĕр тумтирне çук çынна патăр; камăн ытлашши çăкăр пур, вăл ытлашши çăкăрне çук çынна патăр, тенĕ. Мытарсем ыйтнă: пирĕн мĕн тăвас, тенĕ. Іоанн вĕсене каланă: никама та ан хĕсĕрлĕр, çыннăн мулне ан хапсăнăр, çынсем çинђен елек ан парăр, тенĕ. Çылăхĕсенђен ÿкĕнекенсене Іоанн Іордан шывĕнђе шыва кÿртнĕ. Çав вăхăтра Іоанн патне Іисус Христос та шыва пырса кĕнĕ. Іоанн халăха нумайах вĕрентсе пурăнман. Вăл етемсене Христоса кĕтсе илме хатĕрленĕ те, хуйхăрса асап курса вилмелле пулнă. Галилея патши Ирод унăн пуçне хĕçпе кастарнă.

Тăвансем, есир епĕ каланине итлесе тăтăр. Ĕнтĕ шухăшлар-ха лайăхрах, мĕнлескер çын пулнă çав Іоанн? Пирĕн пекех çылăхлă, йĕркесĕр пурăнакан çын пулнă-и, йе урăх тĕрлĕ çын пулнă-и. Çук, тăвансем, вăл пирĕн пек çын пулман, вăл пит йĕркеллĕ, Турра ĕненекен çын пулнă. Вăл мĕн пур пророксенђен ђи аслă пророк пулнă. Вăл калат̌: çылăхăрсенђен ÿкĕнĕр. Турă патшалăхĕ çывăхарђĕ, тет. Урăхла каласан: çылăхăрсенђен ÿкĕнĕр, пире çăлакан Іисус Христос çывăхарђĕ тени пулат̌. Іоанн каланă сăмах ђăн пулнă çав. Епир – çылăхлă çынсем, çылăхсенђен ÿкĕнсе кĕл-тумасан, Турă патшалăхне нийепле те кĕреймĕпĕр. Çавăнпа пире леш Тĕнђере сăвап пултăр тесен пирĕн пурсăмăрăн та Іоанн пророк пек тÿрĕ, йĕркелĕ пурăнма тăрăшас пулат̌.

Вăл мĕн пур пророксенђен ђи аслă пророк пулнă. Вăл калат̌: çылăхăрсенђен ÿкĕнĕр. Турă патшалăхĕ çывăхарђĕ, тет.

Йалан Турра астуса тăрас пулат̌; çылăха кĕрес мар пулат̌. Ытлашши ним ĕç те тăвас мар пулат̌. Пирĕн хушшăмăрта ăш-хăш çынсем мул пуçтаратăн тăрăшаççĕ: çавăнпа, вĕсем ытлашши хытă пулаççĕ; никама та нимĕн те памаççĕ; вĕсен çынна пулăшас шухăш та çук. Пĕр май мул çинђен шухăшласа Турра та манса кайаççĕ, ђиркĕве те сайра çÿреççĕ. Çавăнпа Христос йађĕпе ыйткалакансене вăтанмасăр хăйсен пÿрт-çуртĕнђен кăларса йараççĕ. Çапла пурăнни аван-и вăл? Есир халĕ итлесе тăтăр, Іоанн хăй патне нынă халăхсене йепле вĕрентнине. Вăл çапла вĕрентнĕ: камăн икĕ тумтир пур, пĕр тумтирне çук çынна патăр, тенĕ. Тăвансем, епир Іоан пророк каланă пек тăватпăр-и-ха? Çук, епир мĕнле пулсан та хамăра ытларах лектĕр-ђђĕ тесе, çынсенђен лайăхрах пурăнас-ђĕ тесе анђах шухăшлатпăр. Çавăн пек пурăнни вăл пит аван мар. Пирĕн мĕнле пулсан та ырă ĕçсем тума тăрăшас пулат̌, йĕркесĕр çулпа кайас мар пулат̌, мĕншĕн тесен, епир ђăнлăхпа пурăнсан, пирĕн ĕçсем ăнса пырĕç. Çавăнпа мул пухас тесе хавасланса, мăн кăмăллă пулса çÿрес пулмаст̌. Çук çынсенђен пуçăмăрсене айакка тытса тăрас мар пулат̌, вара Турă та пирĕнтен Хăй сăнне айакка тытса тăмĕ. Çавăнпа камăн мĕн ытлашши йапала пур, ăна çук çынна, ыйткалакансене пама тăрăшас пулат̌. Çынна йапала панă ђух пирĕн куçăмăрсем ан хĕрхенђђĕр. Пире усал пек туйăнакан йапалана çынна тăвас мар пулат̌. Епир çак ĕçсене тусан пире те хĕн килнĕ кун çăмăл пулĕ, тата леш Тĕнђере те сăвап пулĕ; кам çынна хĕрхенмест, пуйан пулсан та çынна пулăшмаст̌, пĕр хăйшĕн анђах пурăнат̌, çавăн пек çын леш Тĕнђере сăвап вырăнне айăп курĕ.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Тата сирĕн хушăрах хăш çынсем хăйсене хăйсем ђаруллă тытма пĕлмеççĕ. Ĕçкĕ-çикĕ çинђе, йе типĕ кунсенђе ним пĕлми ÿссĕр пулнă çынсемпе, кÿрĕш-кÿпсемпе, кил-йышсемпе вăрçса çапăçса çÿреççĕ. Кайран вара хăйсем те ђирлесе выртаççĕ йе вилсех кайаççĕ. Çавăн пек туни аван-и вăл? Хăш ерех ĕçекен çынсем калаççĕ: епир ерехе хуйхăран ĕçетпĕр, теççĕ. Тăвансем, пăхăр-ха Іоанн пророк çине, вăл та хăй ĕмĕрне хуйхă курмасăрах ирттермен. Ашшĕ-амăшĕ вилсессĕн Іоанн пророкăн та питĕ пысăк хуйхă пулнă, анђах вăл сирĕн пек ерех ĕçес вырăнне хире кайса, унта Турра кĕл-туса, акридпа хир хурђĕ пылне анђах çисе пурăннă, ерех пек йапаласене нимĕскер те ĕçсе-çимен. Тăвансем, ђăн калатăп сире, ерех ĕçсе есир нихăçан та хăвăр хуйхăра пĕтерес çук, мĕншĕн тесен ерех ĕçни Турă ĕçне туни пулмаст̌ вăл, шуйтан ĕçне туни пулат̌. Çавăнпа пирĕн йепле пулсассăн та Турă хушнă пек, тÿрĕ, ырă пурăнасса тăрăшас пулат̌. Турă пире хĕн-хур кăтартсассăн та, вăл вăхăтра пирĕн хамăра хамăр хытă тытас пулат̌. Ерех ĕçсе хуйха ирттерес тесе ан шухăшлăр. Турра кĕл-туса, Вăл пулăшассине анђах пĕр иккĕленмесĕр шанса тăрас пулат̌.

Ей Турă, Іоанн пророк кĕллипе пире таса пурăнма пулăшса тăр. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.