Николай Шелепи: Çутта хирĕç‎

Николай Шелепи


Николай Шелепи – поэт, литература ĕçченĕ. Вырăссен пĕрремĕш революцине путарсан, Çĕпĕре каять. 1922 çулта Шупашкара куçсан, литература ĕçне хастарлăрах кÿленет. Суккăрланать… Тĕплĕнрех →



Çутта хирĕç

Шурăмпуçĕ çуталчĕ,
Тăрăр часрах, ачасем!
Кăпăр-капăр тумланăр,
Çăвăр питĕр-куçăра.
Тăрăр, тăрăр хăвăртрах,
Уçăр часрах ăйхăра,
Тĕттĕм çĕрте тăрас мар.
Пĕрмай хуйхă-суйхăра.
Пурте харăс çĕкленес
Тăрук сиксе тăрăр та,
Çитсе ÿкĕр çиçĕм пек
Çутă патне пурсăр та!

Малаллине вулас

Н. Иванова & В. Никитин: Утă уйăхĕ

Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Утă уйăхĕ

Янкăр çулла çирĕм икĕ кун чухлĕ кăна. Унăн хăйĕн тапхăрĕ—ут çи вăхăчĕ.

Утă уйăхĕ — хаваслăхпа асра юлакан вăхăтĕнчен пĕри, мĕншĕн тесен утă çине тухиччен (Питравччен) ялта тăтăшах вăйăсем кĕрленĕ, кăмăла, ĕмĕте çĕкленĕ.

Тата тепĕр кăсăк япала вуласа пĕлтĕмĕр эпир 1992 çулхи Чăваш календарĕнче. Пирĕн асаттесем вăтăр ĕмĕр авалах выльăх-чĕрлĕх кĕтсе тата тырă-пулă çитĕнтерсе пурăннă. Ялан тĕнче касса çÿрекен йÿркĕн халăхсем утă-улăмпа аппаланман, вĕсем кĕтĕвĕсене кăна вырăнтан вырăна хăваласа çÿренĕ. Çăва тухсан çурçĕрелле куçса кайнă, хĕле хирĕç кăнтăралла таврăннă. Кăнтăрти çеçен хирсенче юр çÿхе выртнă, выльăхĕ ура айĕнчи типĕ курăка хăех кукалесе кăларса çинĕ. Çĕр ĕçлесе пурăнакан халăхăн вара утă çулса аппаланма тивнĕ. Апла пулсан чăваш халăхĕ авалах вырăнта тĕпленсе пурăнма, килте выльăх тытма пуçланă, çавăнпа хĕл каçмалăх утă типĕтсе хатĕрленĕ.

Утă уйăхĕнчи пысăк уявсенчен пĕри — Питрав, вăйă пăрахмалли кун.[1]

Сăнавсем

Утă уйăхĕ çуллахи вăхăта çурмалла паллать. Пураксене çырлапа, вĕллесене пылпа тултарать.

Çумăр кăнтăрларан пуçлансан талăкĕпех çăвать.

Йыт пырши çеçкисем çумăр умĕн хупăнаççĕ, хĕвеллĕ кунсем умĕн пĕлĕтлĕ çанталăкра та уçăлаççĕ.

Çĕр çырли хĕрелсен тыр-пул акни усăсăр.

Лайăх çанталăк умĕн кăвакарчăнсем кăлтăртатаççĕ.

Тÿпере тăри ир-ирех юрлани — лайăх çанталăка.

Утă уйăхĕнче куккук авăтма, вĕлтрен тăрри юрлама пăрахать.

Уйра шăрчăксем вăйлă чăрлатсан шăрăх çанталăк çывхарать.

Утă Уйăхĕнчи Паллă Кунсем

1. Путене кунĕ.

6. Сиплекен курăксемпе вĕсен тымарĕсене пухма пуçлаççĕ.

7. Шыва кĕреççĕ, сывлăм çинче тасалаççĕ, йывăç тавра чупса тата кăвайт урлă сиксе выляççĕ.

12. Питрав. Вăйă пăрахнă кун. Куккук авăтма, шăпчăк юрлама пăрахать.

28. Çу варри, çуллахи кун кĕр еннелле сулăнать.


[1] Автор шухăшĕпеле. Ку уявăн ячĕ Православин Светтой Петр апостола асăнса типĕ тытас йĕркипе çыхăннă. – VulaCv