Н. Иванова & В. Никитин: Утăçи


Н. Иванова тата В. Никитин – чăваш сăмахлăхне тĕпчесе шкулти ачасем умне кĕнеке кăларса тăратнă коллекив ертÿçисем, авторсем… Тĕплĕнрех →


Утăçи

Утта ял-йыш чаплă уява кайнă пек капăр тумланса тухнă. Ялта ватă-вĕтĕ кăна юлнă.

Йăлăмсенче, улăх-çарансенче шурă тумлă халăх ултă хур кайăк пек карталанса харăссăн ярăнса çулнă. Улăхра яра куна хурçă çава сасси кĕвĕллĕн янăраса тăнă.

Каçхине ÿплесемпе хÿшĕсем умĕнче кăвайт çуннă, пулă шÿрписĕр ут çи апачĕ лартман. Кунта çава туптанă сасă ташă кĕвви пекех илтĕннĕ. Яш-кĕрĕм пухăннă та вăйă пуçланă. Маттур каччăсем чипер хĕрсене сунтал кĕввипе ташлаттарнă…

Шуçăмпа пĕрле хĕрÿ ĕç пуçланнă. Вăй питти халăх ирхи сывлăмпа утă çулнă. Хĕвелпе пĕрле тăрса тухнă кинĕмисем кушăхнă утта тавăрнă, хунав ачасем купа тунă. Мучисем капан тăрланă… Утă çи — йывăр ĕç. Харăссăн ĕçлесен вăл кал-кал пулать, васкамасан — йĕпе-сапана каять.

Ача-пăчан улăхри вăййисенчен

Пĕрремĕшĕ — пĕлекен,
Иккĕмĕшĕ — итлекен.
Виççĕмĕшĕ — виçекен.
Тăваттăмĕш —тарлакан,
Пиллĕкмĕшĕ — пиллекен,
Улттăмĕшĕ — уйлакан,
Çиччĕмĕшĕ — çиекен,
Саккăрмĕшĕ — савакан.
Тăххăрмĕшĕ — тăхтакан,
Вуннăмĕшĕ — вулакан,
Вăйă карти пухакан!

* * *

Чĕпĕтен, чĕпетĕн,
Чĕнетĕп капан пĕр капан,
Иптак-каптак сар автан.
Сарай тÿпи тÿпипе.
Эс чипер, эп чипер.
Чăн чиперри çак пике!

Сăвă каласа е шăпа ярса хĕрпе каччăна ĕçе уйăраççĕ: пĕри — тÿре, тепри—паскак (япала пухакан; тепĕр çĕрте вĕсене «юмăçпа тункăс» теççĕ). Ыттисем алăран тытăнса карталанса тăраççĕ. Тÿрепе паскакран пĕри карта ăшĕнче, тепри — тулашĕнче. Вĕсем те алăран алă тытăннă, хулĕсене ачасен пуçĕсем урлă иле-иле пырса карта тавра юрласа çаврăнаççĕ. Кам тĕлĕнче юрă пĕтет, çавăнтан япала илеççĕ. Пуринчен те илсе пĕтерсен пухаканĕ япалисене пĕрерĕн-пĕрерĕн кăларма тытăнать. Тÿре япала хуçине ĕç хушать. Хушнине тăвайман çамрăка мĕн те пулин кулăшла ĕç хушса аптратаççĕ.

Япала пухнă чух шăпа ямалли сăвăсем калама пултараççĕ, ятарласа саклат ыйтмалли юрăсем те пур:

Сар-сар сараппан,
Сараппанна сарса хур,
Кĕмĕл çĕрĕ килсе хур,
Тавай мама саклат пар.

Атьăр Капан Хывар-и…

(Вăйă юрри)

Каччăсем:
Аслă улăха тухрăмăр,
Улăх ути çултăмăр.

Хĕрсем:
Эпир ăна тавăртăмăр,
Типĕте-типĕте пухрăмăр.

Каччăсем:
Утă купи турăмăр,
Лашапа турттартăмăр.

Пурте:
Атьăр капан хывар-и,
Харăс-харăс таптар-и!
Атьăр киле каяр-и,
Ĕç хыçĕнчен канар-и!

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.