Михаил Акимов


Геннадий Юмарт & Л. Трофимов


Михаил Акимов

(1884-1914)

Михаил Федорович Акимов 1884 çулта Хусан кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи (халĕ Тутар Республикин Теччĕ районĕ) Таяпара чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. 1899 çулта ялти пуçламăш шкулта, ун хыççăн вăл Кăнна Кушкинчи икĕ сыпăклă шкулта вĕренет. 1901 çултан пуçласа Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренет. 1905 çул вĕçĕнче, ăна шкултан «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн вăл «Хыпар» хаçатра ĕçлеме тытăнать. Хаçата хупсан. Акимов нотариат кантурĕнче. каярахпа адвокатра ĕçлет. 1914 çулта ÿпке чирĕпе вилет.


Литературăра Акимов ытларах 1906-1907 çулсенче палăрать, калавсем çырать («Кĕтÿ пухăвĕ», «Шÿт тупи»), статьясемпе очерксем пичетлет («Хальхи кунсем», «Эпĕ Патшалăх пухăвĕ çинчен шухăшлани», «Çитмен пурнăç», «Улпут чапĕ – хресчен йывăр кунĕ»). Унăн «Ялти пурнăç» пьеса та пур.

Автор вырăсларан куçарас енĕпе те чылай ĕçленĕ: Н.Т. Талановăн «Нуша» калавне 1907 çулта уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă. М.Е. Салтыков-Щедрин юмахĕсемпе калавĕсене те куçарнă. 1907 çулта вăл «Пурне те кирлĕ сăмахсем» ятпа кĕнеке кăларнă.


Михаил Акимов – çыравçă, адвокат. Чухăн кил-йышра çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен ăна «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Литературăра калавсем çырса 1906-1907 çулсенче палăрнă… Тĕплĕнрех →


↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.