Михаил Акимов: Кĕтÿ пухăвĕ


Михаил Акимов


Михаил Акимов – çыравçă, адвокат. Чухăн кил-йышра çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен ăна «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Литературăра калавсем çырса 1906-1907 çулсенче палăрнă… Тĕплĕнрех →



Кĕтÿ пухăвĕ

Пуху пуçтарăннă. Халăхсем пĕр-пĕринре сăмахлакаласа тăраççĕ. Старости, сĕтел хушшинче лараканскер, ури çине тăчĕ те: «Ан шавлăр-ха, чарăнăр. Кĕтÿçĕсем паян тытар-и? – тет. «Тытас, тытас», – теççĕ сĕтел умĕнче тăракансем. «Тепĕр пухура тытар-и, мĕн-и?» – тет старости.

— Килнĕ-килнех, ĕçе туса пĕтермесĕр хăварас мар, пăрахас мар!

— Ну, кам кĕтÿçе кĕрет. Пĕлтĕрхисем кĕретĕр-и? – теççĕ.

— Юрать, калаçса пăхас ак, мĕн калĕç, —теççĕ пĕлтĕрхи кĕтÿçĕсем.

— Хакĕ менле пулĕ, —  тесе ыйтать старости. Ку кĕтÿçĕсем пилĕк уйăх хушшинче нĕр çулталăк тарçăра тăрас укçана илеççĕ. Анчах çул ÿстерме хунă йăлипе вĕсем кашни выльăх пуçне вунă пус хушса ыйтаççĕ.

— Кашни çул хакне хăпартаççĕ. Хăçан вăл пирĕн ÿстерес йăла пĕтĕ?– теççĕ халăхсем.

Хыçаларах тăраканнисем темĕн мăкăртатса тăраççĕ. Ял куштанĕсем сĕтел патĕнчех тăнласа лараççĕ. Кăшт шавлакаласан, вĕсенчен пĕри калать:

— Юрать, эпир хакне ÿстерĕпĕр. Эсир эрех нумай ĕçтерĕр-и? – тет.

Пуху пĕтĕмпе тăпах чарăнчĕ.

— Кашни куçшăн вунă пус ÿстерсен, эпир пĕлтĕрхинчен икĕ витре ытла парăпăр, —теççĕ кĕтÿçисем.

— Çук, эсир виçĕ витре эрех лартăр. Эпир пилĕкшер пус ÿстерĕпĕр, —  тет пĕри ушкăнран.

Алăк патнерех тăраканнисем тата хытăрах шавла пуçларĕç. Алăк патĕнче пĕр çамрăк çын кăшкăрать.

— Ватăсем, итлĕр-ха. Пирĕн ку йăлана пăрахас пулать. Мĕнле вăл халăх укçине кашни пухура ĕçме. Вăл укçа хамăртанах тухать-çке. Пирĕн акă мĕн тăвас пулать: кĕтÿçĕсем эрех пĕртте ан паччăр. Хакĕ пĕлтĕрхинчен йÿнĕрех пултăр. Хакне пĕртак катас пулать! —  тет çамрăк çын.

Ку сăмахсене илтсен, пуху пăлхана пуçларĕ.

—  Ай-ай ăслисем тупăннă. Шăршлăсем. Мĕнле вăл кĕтÿçĕрен те эрех ĕçес мар, —теççĕ куштансем.

— Çапла, ку тĕрĕс. Хура халăх эрех ĕçмесен. Россия та пĕте ларĕ. Хупахсем хупăнса ларĕç-и вара? – теççĕ халăх хушшинче.

— Сире хаклăн туйăнать пулсан, выльăхăрсене кĕтĕве ан ярăр, – теççĕ хăшĕ-хăшĕ.

— Мĕн итлемелли пур çав ухмахсене, — теççĕ куштансем. — Тиек, приговор çыр: кашни пуçшăн пилĕкшер пус ÿстеретпĕр. Кĕтÿçсем, чуптарăр-ха эрех илме…

Çĕр каçиччен куштансем черкке тĕпĕсем çуласа ларнă. Нумай-и, сахал-и, анчах çĕр каç 40 тенкĕлĕх эрех ĕçрĕç.

Тепĕр кун кĕтÿçĕсем урам тăрăх салху иртсе пыраççĕ. Пуçĕсем ыратаççĕ пулмалла. Пуç ыратни кăна та мар. Вĕсене укçа пĕлтĕрхинчен сахал килет-мĕн. Вĕсем 20 тенкĕлĕх эрех панă, укçи ытлашш 15 тенкĕ кăна килет-мĕн. Çитĕннине халăх та усал куçпа пăхать иккен. Вĕсем кăçал кĕтÿçе хаклă панă тесе калаçкалаççĕ.

1906

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.