Михаил Акимов‎: Улпут чапĕ – хресчен йывăр кунĕ


Михаил Акимов


Михаил Акимов – çыравçă, адвокат. Чухăн кил-йышра çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен ăна «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Литературăра калавсем çырса 1906-1907 çулсенче палăрнă… Тĕплĕнрех →



Улпут чапĕ – хресчен йывăр кунĕ

Улпут çĕрĕсем нумай çĕрте хресченсем хĕлле улпутран час-часах çулла тырă ĕçлесе памалла укçа илеççĕ. Теçеттинине сухаласа, çÿресе, акса пама, хыт суха тума, вырса турттарса пама вĕсем 5 тенке килĕшеççĕ. Çулла, ĕç вăхăтĕнче, кĕрĕшсе ĕçлесен, вĕсем 10-15 тенкĕ илме пултарĕччĕç. Улпутсем, тен, çапах та уссине курайман-и? Уссине курнă-и, курман-и, анчах процентне кăна 100-200 тенкĕ илсе пурăннă. (Процент вал ак менле: хĕлле эсĕ улпутран 1 тенкĕ илнĕ иккен, уншăн ăна çулла çав хака икĕ е виçĕ тенкĕлĕх ĕç ĕçлесех паран.) Хресченсем ăна-кăна пăхман, весем ĕçе тĕрĕс туса пурăннă. Мăнтарăн хресченĕ, вилет те ĕçлет улпута. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. Лаши вилет — сухаласа параймасть; çемйи, арăмĕ вилет — выраймасть.

Тырă пулса çитрĕ. Улпутăнне вырма чĕнме килнĕ. Хресченĕн хăйĕн те çĕр ĕç пулĕ. Кăна та тумалла, тепĕрне те тумалла. Улпут чĕнет. Йĕрет те каять хресчен. Çуллен-çул çапла пулса пыратъ. Хресченĕн хăй хирĕнче темĕн чухлĕ ĕç тăсăлса выртать. Аки-сухи те вăхăтлă тăвăнмасть, тырри-пулли те вăхăтлă пусăрăнмасть. Анчах çак ĕç пурте законлă. Улпут пур ĕçе те закон тăрăх тăвать. Вал закона аван пĕлсе тăрать.

Анчах ку япала ĕлĕк пулнă. Халĕ саманасем урăхла пула пуçларĕç. Халĕ улпутсем хăйсен аван çуртĕнче ларнă чух час-часах шухăша кая пуçларĕç. Пире вăл мен шухăшлани те паллă. Унăн шухăшĕсем ак мĕнле: «Кахал хресчен халăхĕ вăрана пуçларĕ. Пире пĕтĕмпех сиен тăвать, ĕçе пымасть. Укçа — сирĕн, ĕç — пирĕн. Хĕрарăм пуçне кунне пĕр тенкĕ, арçын пуçне икĕ тенкĕ парăр. Унсăрăн ĕçе пымастпăр. Ĕç хаклă, епле тăвас тетĕр, çапла тăвăр. Унтан йÿне пымастпăр». Улпута çак сăмахсем час-часах аса килеççĕ, Хресченĕ те уçăлман. «Эсир ют патшалăхсене çÿресе, ĕçсе-çисе укçа пĕтерме шеллеместĕр пулсан, пире те тивĕçлине тÿлеме ан шеллĕр», — тет хресчен. Чăнах та, вĕсем хак хурас тĕлĕшрен йăнăшмарĕç. Улпута вăл малтан тĕлĕкре пек туйăнчĕ пулĕ. «Мĕн тăвас? – тет тĕп улпут йăхĕ. — Тĕп тăвас тет хресчен пире». Улпутăн халăхпа килĕштереймесен, начальниксем патне каймасан, кам патне каяс? Кайрĕç вара пирĕн улпутсем хăйсен хуйхи-суйхисене каласа пама. Исправник патне те пыраççĕ, становая та кайса калаççĕ. Урядникне те асран ямаççĕ. Кам пуянрах, чинлăрах — вăл тата аслăраххисем патне те каять. Министр Столыпинне те йăлăхтарчĕç пулмалла. Пурте: «Çак инкекрен хăтарăр пире, хресчен хур тăвать. Çаратать, хур тăвать!» — теççĕ.

Россияра стражниксем, урядникссм, полицейскийсем хăнтăла пек ĕрчесе кайрĕç. Акă вĕсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе ялсене халăха лăплантарма, улпут пурлăхне сыхлама кайрĕç. Кирек камăн та ыратать. Калаксемпе кайсан шанчăклăрах. Начальникĕсем те ку çулсенче темĕншĕн çарсăр çÿреме юратсах каймаççĕ.

Вĕсем яла пырса кĕчĕç. Ялта хресченсем вĕсене çăкăр-тăварпа хирĕç тухса илеççĕ. Çав тĕрлĕ кăмăллă кĕтсе илекенсене епле пăшалпа перес.

— Кам сирĕн кунта ĕç пуçласа яраканни? Кам халăха хĕтĕртет? Çулпуçĕ, кил кунта!

— Пирĕн ун пек çынсем çук. Пирĕн апла хăтланмаççĕ, – тет халăх.

Улпучĕ, е ялти пуян, май килсен пупĕ те, паллăрах хресченсен ятне çырса кирлĕ çынна парать. Халĕ халăха лăплантарма пынă пуçлăх хресченсен ячĕсене хут тăрăх вуласа чĕнет.

— Çавăтса килĕр кунта Иванова, Петрова, Егорова, Павлова, Сидорова! — тет.

— Вĕсем айăплă мар. Ĕçе эпир халăхпа турăмăр. Илсе каяс пулсан, пире пурсăмăра та илсе кай! – тет халăх.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Халăха лăплантарма пынă çынсене çак сăмахсенчен урăх нимĕн те кирлĕ мар. Вĕсем вара ăна-кăна пăхмасăр пеме, хĕçне касма, нухайккапа хĕнеме тытăнаççĕ. Кашни кун тенĕ пекех Россия патшалăхĕнче айăпсăр юн юхать. Тăкăнать мăнтарăн хресчен юнĕ. Мĕнле ĕçпе вăл çав йывăр айăпа лекрĕ-ши?

Анчах пур çĕре те салтаксем е казаксем çитми пулчĕç. Стражниксем нумайăшĕ киле пăрахса каяççĕ. Казаксем те ухмаха тухрĕç пулмалла. Начальникесм пеме хушсан та пересшĕн мар. Тăраççĕ юпа пек. Нумай çĕрте улпутсем хресчен хушшине хăйсем анчах тăрса юлчĕç. Анчах вĕсен кăмăл ытла та пысăк. «Ларнă çĕрте пĕтни пĕтĕ, хресченсем ыйтнине парас çук», — теççĕ нумайăшĕ. Хăшĕ-хăшĕ салтаксем тивĕçменнине пĕлсен, хресченсемпе епле те пулса  килĕшме тăрăшаççĕ. Вĕсем пĕр теçеттине тырă пуçтарса панăшăн хресченсем ыйтнă хака пачĕç. 10 тенкĕ, ĕлĕкхине пăхсан, ытла та хаклă. Мĕн тăвас? Халăх йÿне килĕшмест. Хресчен ĕçлет – чунĕ савăнать. Пилĕк-çурăм ыратни те ахалех ыратмасть. Вăл тивĕçлипе илет. Ĕлĕкхин пек пĕр-ик тенкĕлĕх ĕç туса памасть. Тăрăшни ахаль мар: хресчен ир те ĕçлет, каçа та юлать. Ĕнтĕ хирте çĕмелсем, купасем кăна лараççĕ. Хресченсем ĕçлесе пĕтерчĕç. Вĕсем улпут кантурне укçа илме каяççĕ.

— Сире теçеттине ĕçленĕшĕн икĕ тенкĕ, — тет улпут.

— Менле икĕ тенкĕ? Эпир вуна тенкĕ килĕшсеттĕмĕр-çке!

— Э-э! Сире вуна тенкĕ тесе вунă тенкех парĕç тесе шухăшлатăр пулмалла! Вунă тенкĕ! Ухмахсем!

— Епле ентĕ ку ĕç? Пĕлтĕр те теçеттинине виçшер тенкĕ ĕçлесеттĕмĕр-çке?

— Пĕлтĕр виçшер тенкĕччĕ, кăçал икшер тенкĕ…

Улпут картишне вăл вăхăтра казаксем е драгунсем килсе ĕлкĕреççĕ. Вĕсем кÿршĕ ялта хăйсен ĕçне пĕтернĕ. Халĕ улпута пулăшма килсе çитрĕç…

Нушаллă хресчен халăхĕ! Сана икĕ тенкĕрен ытла лекес çук-мĕн. Эсĕ тĕрĕслĕхе шыраса хăна тивĕçлине ыйтас пулсан, çак улпут картишĕнчи çĕрĕк навус санăн куççулÿпе çăвăнса тасалмалла пулĕ.

Çапла ĕнтĕ пирĕн Россияри улпут чапĕ! Ăна начар, мухтава тухман улпутсем тăваççĕ. Тĕп аслă пулса пурăннă улпут ăрăвĕ тăвать. Чăнах та, икĕ тăван, А.Д. Никифоровпа Н.Д. Никифоров, улпутсем хушшинче тахçанах чаплисем марччĕ-и вара?

Мухтав сана Россияри улпут! Эсĕ чаппа тухнине этем те каласа пĕтерес çук! Санăн таса тум-тирÿ нимĕнпе те вараланман! Эсĕ таса!

Мăнтарăн хресченĕ, эсе тÿс. Нумайлăха мар, çапах та тÿс! Санăн та ĕрет çитĕ! Эсĕ те хăçан та пулса çапла праçник тăвăн!

1906

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.