Михаил Акимов: Шÿт туни

Михаил Акимов


Михаил Акимов – çыравçă, адвокат. Чухăн кил-йышра çуралнă. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен ăна «политика тĕлĕшĕнчен шанчăксăр» тесе кăларса янă хыççăн «Хыпар» хаçатра ĕçленĕ. Литературăра калавсем çырса 1906-1907 çулсенче палăрнă… Тĕплĕнрех →



Шÿт туни

(Халап)

Пĕр хресченĕн кăçал çураки тунă чухне лаши вилнĕ. Хресченĕн лаша илме укçи çук. Хай хресчен унта-кунта пăхкалать, пуçне те хыçкалать, хуйхăрса та пăхать, пуртарах çынсенчен ыйткаласа та пăхать, — укçа е лаша ниçтан та тупаймасть. Ĕç çийĕ. Çынсем сухалаççĕ. Кунăн аки ахалех тăсăлса выртать. Хай кăшт шухăшласан, ку ăçта каймаллине тупнă. Вĕсенчен инçех мар пĕр пуян улпут пурăнать-мен. Хресчен калаçма пĕлет. Вал вĕренкеленĕ: пурăнăç хыттине те курнă. Улпут патне пырать те калать:

— Манăн нуша килчĕ. Лаша ÿксе вилчĕ. Тархасшăн мана пĕр 50 тенкĕ укçа парччĕ, — тет.

Улпучĕ хытăскер пулнă. Вăл хресчене калать:
— Мĕнле укçа? Укçа ăçтан илсе парам эпĕ сана? Манăн укçа çук, —  тет.

Малаллине вулас

Çинçе уявĕ

Н. Иванова & В. Никитин


Çинçе уявĕ

Ака туйсем шавласа иртсен те ача-пăчана яш-кĕрĕм уявĕ пĕтмен. Кун тăршшĕ 17 сехете çитсен çинçе çитсе тăнă. Çинçене кĕрсен вун икĕ кун хушши çĕре тивме, тăпра хускатма, кĕпе-йĕм çума, курăк татма, кун çутипе вучах чĕртме чарнă. Çинçере кам та пулин çĕр ĕçлесен е хĕрлĕ-тĕрлĕ тумтир тăхăнсан, тырра пăр çапать, анана çум пусать тенĕ. Çавăнпа çинçере чăвашсем питĕ сыхă тăнă. Çинçене ана пĕтĕленнине (çĕр йывăрланнине) хисеплесе палăртнă. Çĕр кăкăрне çав вăхăтра амантма юраман. Çынсен шурă, таса тумпа çÿремелле пулнă.

Малаллине вулас