Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани


Симеон Сергеев


Христос Туррăмăр Çап-Çутă Пулнă Кун Вĕрентсе Калани

Çурла 6-мĕшĕ

Савнă тăванăмсем! Пайан пирĕн ђиркÿ Іисус Христос Ѳавор тăвĕ çинђе çап-çутă пулни çинђен Евангеліе вулат̌. Çав сăмахсене итлесе тăнă ђухне епир пурте шухăшпа Ѳавор тавĕ çине кайатпăр.

Пайанхи кун Ѳавор тăвĕ тĕлĕнмелле çутăпа çутăлнă. Ăна Христос Туррăмăрăн çутти хупласа тăнă. Іисус Христос ку кунђђен вĕренекенĕсен умĕнђе тĕлĕнмелле ĕçĕсемпе, хăватлă вĕрентнипе çутăлса Тăнă. Пайанхи кун Вăл Хăйĕн Турăлăхĕ çуттипе çутăлса кайнă. Унăн пиђĕ хĕвел пек йăлтăртатнă, тумтирĕсем йур пек шап-шурă пулнă. Унтан авалхи пророксем Моисейпа Илія пырса Іисуспа калаçса тăнă. Çапла апостолсем Іисус Христос Турă, Вăл ђĕррисен те, вилнисен те Патши иккенне курса савăнса тăнă.

Тăванăмсем! Епир апостолсен çап – çутă пулнă Христос Туррăн мухтавне курсан савăннине нимĕнле сăмахпа та каласа параймăпăр! Вĕсенĕн савăнăçне мĕнле савăнăçпа танлаштарăпăр епир? Петр апостол савăннипе çапла калат̌: Вĕрентекен, кунта пире пурăнма пит аван, тет. Ѳавор тăвĕ çинђе йывăç, курăк тавăраш пулман, унта пĕтĕмпе ђул анђах пулнă, Анђах апостолсене ту илемĕ кирлĕ пулман, вĕсем вăл вăхăтра пĕтĕмпе çĕртен уйăрăлнă. Вĕсене Турă çутти хупласа тăнă. Ĕлĕк илемсĕр Ѳавор тăвĕ темĕн пек илемлĕн туйăннă. Çавăнпа вĕсем çав ту çинђе Христос Туррăн мухтавне курса пурăнасшăн. Давид пророк çапла каланă: ей Турă, Санăн çуртăнта çÿпĕ вырăнĕнђе выртни те çылăхлă çынсен пÿртĕнђе пурăннинђен аван, тенĕ. Усал, тĕттĕм çанталăк хыççăн хĕвел пăхса йарсан, пире аван пек, савăнăçлă пек, туйăнат̌. Апостолсем пурне те ђĕрĕлĕх паракан Христос Туррăн мухтавне, Унăн ÿђĕ те, тумтирĕ те, çап-çутă пулнине курсан, мĕнле савăннă-ши? Вĕсенĕн ђунĕ пурне те пултаракан Туррăн мухтавне курсан, ђăн савăнăçпа савăннă пулĕ. Пур етемĕн те Турă мухтавне куçпа курса савăннинђен пысăк савăнăç çук. Ангелсем те Турра, Унăн мухтавне курнипе, савăнса пурăнаççĕ. Адам райра ырă курса пурăннă, пуринђен ытла вăл Турра курса, Унпа калаçнипе савăнса пурăннă, тенĕ. Пурне те пире, етемсене: есир Турă заповѣдĕсене туса тăрсан, çÿлти патшалăхра Турра курса савăнса пурăнăр, теççĕ. Пур святойсем çав савăнăçа тупасшăн тăрăшнă. Пайанхи кун пирĕн ђиркÿ те Турра çапла кĕл-туса калат̌: ей Христос Турă, Санăн ĕмĕрхи çутту, пире те, çылăхлăскерсене, çутатин-ђђĕ, тет.

↓ ↓ ↓ Маллаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн ↓ ↓↓

Турă чăвашла калаçать. Библи тата Иисус Христос тĕнĕпе çыхăннă текстсене вулăр.

Канлĕ пултăр тесе, унччен тĕрлĕ вăхăтра хут çине çапса кăларнă текстсене сайта пухса тăратпăр. Чăвашла Библи кунта туллин пур.

Христос тĕнĕпе çыхăннă çĕнĕ текстсем:

↓↓↓ Маллали ↓↓↓

Ђиркĕвĕн çав сăмахĕсене итлесе, епир те Турра тархаслар. Вăл Хăйĕн çуттине, апостолĕсене кăтартнă савăнăçа, пире те кăтартин-ђђĕ. Анђах малтан шухăшласа пăхар-ха! Епир вăл савăнăçа илме тивĕçлĕ-ши? Пирĕн çав савăнăçа илес тесен, хамăр пăсăлнă ђунсене çутатас пулат̌; Павел апостол калашшĕне, пирĕн ÿт хыççăн кайнăран çĕрнĕçемĕн çĕрекен авалхи етемĕн ĕлĕкхи пурăнăç йĕркине пăрахса ăсăмăр çуттипе çĕнелес, пирĕн тÿрĕлĕхпе, тасалăхпа Турă йевĕрлĕ пултарнă çĕнĕ çын пулас пулат̌. Пирĕн пурăнăçра пире йертсе пыракан Турă йевĕрлĕ пултарнă ђун пур. Вăл пирĕншĕн Турă çутти. Анђах вăл çутă пуринĕн те пĕр пек çутатмаст̌; нумайĕшин тĕрлĕрен çылăх шухăшĕсемпе хупланса аран йăсăрланса тăракан вут пек. Вăл епир ђуншăн тăрăшманнинђен килет. Ђăнах епир йалан çылăх хыççăн кайса пурăнатпăр. Епир Христос кăтартнă çултан аташса çÿретпĕр. Пире пĕтĕмпе тĕттĕм хупласа тăрат̌. Епир ÿтшĕн анђах тăрăшатпăр. Пĕтĕмпе ÿтĕн тарçи пулса пурăнатпăр. Çапла пурăнса епир, тăванăмсем, çăлăнăçран айакра тăратпăр.

Çавăнпа пирĕн хамăра хамăр улăштарса çĕнетес пулат̌. Пурăнăçа, Турă хушнă пек, пурăнма тăрăшас пулат̌. Çапла пурăнса, тăванăмсем, хамăр ђуна таса тытма тăрăшар. Хамăртан усал çылăхлă шухăшсене сирсе тăрса, йалан ырă ĕç туса пурăнар. Вара епир Турра йурăхлă пулăпăр. Вăл Хăй иккĕмĕш хут çĕр çине килсессĕн пирĕн ÿтсене çутăлтарса çĕнетĕ. Вара епир Унăн пĕлĕт çинђи илемлĕ çуртне кĕме тивĕçлĕ пулăпăр. Унта мĕн пур ангелсемпе, святой çынсемпе пĕрле Туррăн мухтавне курса ĕмĕр ĕмĕрех савăнса пурăнăпăр. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.