Çурла уйăхĕ


Н. Иванова & В. Никитин


Çурла Уйăхĕ

Чăваш кун тăрăмĕнче çурла уйăхĕ хальхи çурла уйăхĕн (августăн) иккĕмĕш çуррипе авăн уйăхĕн (сентябрĕн) малтанхи кунĕсемпе, вырма вăхăчĕпе тĕл килнĕ.

Тунти, ытлари, кĕçнерни, шăмат кунсем ĕç пуçлама юрăхлă тесе шутланă. Каçалăк уçма ĕçчен, çăмăл алă-ураллă, хисеплĕ çынна хушнă. Пирвайхи ывăçа вăл аиа çине салатса пăрахнă, хĕвел еннелле пăхса кĕлĕ каланă:

— Йывăр ĕçе çăмăллăх ярăсăнччĕ, пилĕк-çурăма çирĕплĕх парăсăнччĕ, Çĕр-аннемĕр!

Ана пуçлакан çав кун нумай вырман, тăватă-пилĕк кĕлтерен «майра пуçĕ» туса лартнă. Çурласене хире-хирĕç хурса хăварнă, пилĕке кĕлте çыххи çыхса таврăннă.

Çурла кăларсан хĕрт-сурт уя тухать, ана-çарана хăт кĕрет теççĕ. Ача-пăчана куç хăрать те алă тăвать тесе йăпатнă. Йывăр ĕç çире хастар кăмăл çынсене вăй-хал парса тăнă.

Çурла уйăхĕнче ĕç нумай пулнă, вăйă-кулă валлн вăхăт юлман. Ĕç таппинче те йăпанăç тупма пĕлнĕ хирти этем. Ана çинче ир-каç тĕрлĕ йăла тунă. Вĕсем йывăр ĕçе çăмăллатса, пер евĕрлĕ пурнăçа илем кÿрсе тăнă.

Вырмана тухиччен килте чÿк тунă, хур пусса пăтă лартнă. Вырма вĕçленсен вара ял-йышпа Мăн чÿклеме ирттернĕ.

Сăнавсем

Çурла уйăхĕн пысăк ĕç: çулмалла, çумламалла, вырмалла, акмалла. Çурла уйăхĕн хăйĕн йăли: çурăмран ăшăтать, кăкăртан шăнтать.

Çурлара çăлтăр çуни — кĕр часах пуласса.

Тĕтре каçхине е çĕрле çĕр çумĕнченех карса илсе хĕвел тухнă вăхăтра салансан лайăх çанталăк часах пăсăлмасть.

Каçхи сывлăм типмесен аслатиллĕ çумăра кĕт.

Çурла Уйăхĕнчи Паллă Кунсем

1. Пĕрремĕш кун мĕнле, кĕр çавнашкал. Çуллахи ĕçсем вĕçленеççĕ, кĕрхисем пуçланаççĕ.

2. Илем кунĕ. [i] Çĕнĕ çĕр улмине чыслани.

7. Ирхине сивĕ пулсан, хĕл сивĕ килет. Кăнтăрлахи çанталăк — раштава çитиччен, кăнтăр хыççăнхи — раштав иртсен мĕнле пуласси.

9. Тыр выракан Пантти кунĕ.[ii] Сиплĕ курăксене пуçтараççĕ.

12. Кĕрхи тырăсене акмалли вăхăт. Çак кунсенче акнă ыраш тулли пучахлă савăнтарать.

16. Çанталăк çавра çиллĕ пулсан юрлă хĕл пулмалла. Пур енчен те çавра çил пуçлансан хаяр, шартлама, нумай юрлă хĕл килет.

18—25. Тырра киветни.

19. Пан улми кунĕ.[iii] Малтанхи хут кĕре чыслаççĕ. Кунĕ типĕ пулсан кĕр типĕ килмелле; çумăрлă пулсан — йĕпе-сапаллă; янкăр тăрă çанталăк пулсан сивĕ хĕл пулмалла.

23. Çак кун кăнтăрла çырмасемпе пулăсен чи шыв çийĕ мĕнлине асăрхаççĕ: лăпка пулсан — кĕр лăпкă, хĕл—çил-тăман- сăр.

25—26. Кĕр аки пăтти.

31. Кĕр сулхăнĕ пуçланать, тăм ÿкет. Çак кунччен кĕр тыррисене акса пĕтермесен — каю шăтать. Армути тымарне кăларса сăнаççĕ: тымарĕ тачка пулсан килес çул тыр-пул вăйлă пулмалла.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Вырма

Тырă вырма тухас умĕн авалхи чăвашсем сăра туса хăна-вĕрле пуçтарнă. Çăмăл алăллă çын мунча хутса кĕрсе, таса кĕпе-йĕм тăхăнса çемйипе тата кÿршисемпе çурта çутнă, хире кайса «çурла кăларнă». Пĕлтĕр çыхнă çурла çыххисене кăçалхи «çĕнĕ тырăпа пĕрлештернĕ».

— Эй, çĕр ашшĕ, çĕр амăшĕ! Тавах сире кивĕрен çĕннине чипер çитернĕшĕн! Курак-чакак сикни сикмелĕхне пар, утнă çĕрте утса вырмалăх, чупнă çĕрте чупса вырмалăх вăй-хăват пар! Çырлах! Турă, ан пăрах!

Малтан каснă ывăçри тырăран пиçиххи туса пилĕке çыхнă, кĕлĕ каланă:

Эй, турă! Сана кил-йышăмпа,

Ял-йышăмпа кĕл тăватпăр.

Çак пулнă тырра чипер алла илме пар,

Ăна пуçтарма вăй-хăват, сывлăх пар.

Алă-урана, çан-çурăма çăмăллăх пар.

Ир тăрса каç çывăрма пар,

Вăхăтлă пуçтарса вăхăтлă Анкартине кĕртме пар…

Вырмана Тухсан Калакан Пысăк Кĕле

Тыр-пул пÿрен Ана турри,
Тыр-пул пÿрен Ана ырри,
Пуçланă ĕçĕме, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕме
Çитерме парсамччĕ.
Шухăшланă ырă шухăшăма
пурнăçлама парсамччĕ.
Çурлам алран ан ÿктĕр,
Тăпачăм ан хуçăлтăр,
Кĕлтемсене шăши ан çыпăçтар.
Çил-тăвăл ан çавăртăр,
Пăрлă çумăр ан çаптăр.
Вут-кăвар ан хыптăр.
Ÿснĕ-пÿрнĕ тыррăма
Пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарма,
Пÿлмене кĕртсе хума,
Тирпейлĕн тыткалама
Ăс-хакăлпа вăй-хал парсамччĕ.
Илнĕ тĕлтен ан иксĕт,
Панă тĕлтен ан сивĕт.
Тыр-пул кÿрен Ана турри,
Тыр-пул кÿрен Ана ырри,
Эп сан умăнта Пуçăма тайса
Пуçланă ĕçĕме,
Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕме
Çитерме ыйтатăп.
Çĕклесем пирĕн ăса-хакăла.
Çĕклесем пирĕн вăя-хала!

Çурлапа тырă вырасси — çулталăкри чи йывăр та васкавлă ĕç. Ялта вăл вăхăтра алла çурла тытайман ватă-вĕтĕ, уксах-чăлах кăна юлать. Вĕри шăрăх вăхăтра ял тĕрĕс-тĕкел тăтăр тесе хунав ачасене юлан утпа тĕрĕслеме яраççĕ: ку вăл канса илни те, апат-çимĕç е сивĕ шыв илсе килни те, ялти хыпарсене пĕлни те.

Авăнлăх ана хăвăрт каймасть — çур пилĕк те, каçалăк та хытах ывăнтарать. Çавăнпа ача-пăча тÿтрем чĕрĕкне тухмассерен пĕр кана выляса-шÿтлесе илет, каçалăк тухсан ваттисем те кĕлте çине ларсах канаççĕ. Ывăннă çынна вырăнлă сăмах хытă пулăшать. Çакна вырма хуçи аван пĕлнĕ. Çавăнпа вăхăчĕ çитсен «сысна кăнтăрла, «энтри явкайĕ», «хуп кĕпер» туса панă. Ача-пăчана яш-кĕрĕмĕн вырмарн пичĕсенчен пĕри:

Ана, мана вăйна пар,
Вăйна пар та хăйма пар.
Хăйма çисен вăй кĕрет,
Какай çисеп юн вĕрет!
Ана, мана вăйна пар,
Утмăл патман тырă пар,
Урхамах пек утна пар,—
Парне парсан ĕç вĕрет,
Ал-урана сип кĕрет!

Ватăрах çынсем каçалăк умĕнче — ĕç умĕн, каннă чухне, ĕç вĕçлесен — кĕске кĕлĕ каланă. Ăна каçалăк кĕлли тенĕ.

Каçалăк Кĕлли

Ама турă! Ана умĕнче калатăп: вăй-хал пар, пилĕкĕн питлине пар, çурла шăлне пар! Ĕçленине кура капан çумпе капан пар, ана тулли çĕмел пултăр, этем ывăлĕ-хĕрĕн кĕлет тултăр. Кĕлет тулли чухне арча тулли пулать, арча тулли чухне кăмăл тулать. Илнĕ тĕлтен иксĕлмĕ, панă тĕлтен кăлармĕ, алă-ура вылянсан, каснă ывăç кататех, ана мала каятех. Пилĕк-çурама, ал-урана им-юм яр, çăмăллăх пар.

Ĕмĕрĕмĕр пысăк, çавна ан кĕскет. Хурăнташ-ăрусемпе, ял-йышпа, кÿршĕ-аршăпа, тус-юлташ па, тантăш-çулташпа тулăх пурăнмалла, вăхăчĕ çитсен пĕрле хăналанмалла туса пар. Çăмăллăх пар, Ама турă! Ана çăмăллăхне пар!

Вырма вĕçленсен чи юлашки кĕлтене — Ама кĕлтине — киле илсе килсе кĕлете лартнă. Ĕç пĕтнĕ ятпа пăтă пĕçерсе çинĕ. Умра — авăн ĕçĕ.

Вырмапа Авăн Виçисем[iv]

Ана, пусă — 1600 тăваткал метр.
Çур ана, çур пилĕк, авăнлăх — 800 тăваткал метр.
Тÿтрем, чĕрĕк ана, çемеллĕх —400 тăваткал метр.
Каçалăк, уçмушкă, урапалăх — 200 тăваткал метр.
Майра пуç — З кĕлте сарăмĕ.
Тĕм — 5 кĕлте купи.
Сурат— 150 кĕлте купи.
Çĕмел — 250—300 кĕлте сурачĕ.
Капан — 15—20 урапалăх çĕмел.
Ĕçкĕрт — 25—30 урапалăх капан.
Ура, улăм ури — 5—10 ĕçкĕрт улăмне тирпейлесе купаланă тăсăк капан.

Алран Кайми

(Кĕреке юрри)

Алран кайми аки-сухи.
Алран кайми аки-сухи,
Асран кайми атти-анни.
Ай-яй-яй-яй, ай-яй-яй-ях!
Аки-сухинчен уйрăлас çук,
Аки-сухинчен уйрăлас çук,
Атти-аннине, ай, манас çук.
Ай-яй-яй-яй, ай-яй-яй-ях!
Асран кайми пĕлĕш-тантăш,
Асран кайми пĕлĕш-тантăш,
Пуринчен пахи ял-йыш, пускил.
Ай-яй-яй-яй, ай-яй-яй-ях!
Турăран-пÿлĕхрен, ай, асли çук
Турăран-пÿлĕхрен, ай, асли çук
Атти-аннирен, ай, хакли çук.
Ай-яй-яй-яй, ай-яй-яй-ях!
Ай, ĕçер-и, ай, çиер-и.
Ай, ĕçер-и, ай, çиер-и.
Виличчен пĕрле, ай, пурнар-и.
Ай-яй-яй-яй, ай-яй-яй-ях!


Ăнлантарса пани.

«Алран кайми» юрра ĕмĕртенпех кĕрекере алла алтăр тытса ватă арçынсем пуçласа панă. Иккĕмĕш çаврине юрлама пурте хутшăннă.


[i] Вырăсла “Ильин день” сăмахçаврăнăшĕнчен пулса кайнă. Илем мар, Илья пророк кунĕ. Вырăс Православи чиркĕвĕн йăлипеле  çурла 2-мĕшĕ – аслă Илья пророка асăнмалли праçник. – VulaCv

[ii] Пантти тени Пантелеймон ятлă çветтуй ятĕнчен пулса кайнă. Вырăс Православи чиркĕвĕн йăлипеле  çурла 9-мĕшĕ – христоса ĕненнишĕн асап тÿснĕ Çветтуй Пантелеймона асăнмалли праçник. – VulaCv

[iii] Сăмах Улма спасĕ пирки пырать. Автор христос тĕнĕпе çыхăннă праçниксене урăхлатса ăнлантарма пикенни куç кĕрет.  – VulaCv

[iv] Автор ку виçене ăçтан туртса кăларнине палăртман. Çавăнпа кусем пурĕ те иккĕленÿллĕ, пачах шухăшласа кăларнă сăмахсем пулма пултараççĕ. – VulaCv

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.