Апат-Çимĕç Ячĕсем


Н. Иванова & В. Никитин


Апат-Çимĕç Ячĕсем

«Чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕ пуян та тĕрлĕрен. Шăрттан, хуплу, кукар, шÿрпе, çÿрме[1], тултармăш, маххан[2], шаркку — хамăр патра çеç мар, аякра та палăрнă чăваш апачĕ тата нумай». (Н. Л. Додоновăн «300 чувашских блюд» (1972) кĕнекинчен.

Сĕт-турăхран тунисем — кĕвелĕк (кĕвĕлнĕ сĕт, простокваша), ĕнери, турăх (пĕçерсе кĕвĕлтернĕ сĕт, варенец), хăймасăр турăх (кефир), каймак[3] (хăймаллă турăх, ряженка), уйран, хăйма, çу (сар çу, услам çу, тăвараллă çу[4]), тăпăрчă, чăкăт, çĕве, сĕтек[5] (мороженое).

Керпе-çăнăхран тунисем — икерчĕ (тĕрлĕрен пулать: çатма икерчи, кăвас икерчи, çĕр улми икерчи, крахмал икерчи т. ыт.); йăва (килти пĕремĕк), йăвача (килти печени), капăртма[6], картлама, качмăк[7], кăрт[8], кукăль (тĕрлĕрен пулать: аш (кукли, купăста кукли т. ыт.), йăпăлти салма (лапша), пĕтĕрнĕ салма (макарон), нимĕр, пăтă, тинкĕле, пашалу, пĕлĕм[9], пÿремеч[10], хуран кукли (тĕрлĕрен пулать: ашран, тăпăрчран, çырларан, çăмартаран т. ыт.), хăпарту[11], хăпартни[12], салма (татнă салма, каснă салма, тăсăк салма), суктă[13], çăкăр, çăмах, çĕвеке (тăпăрчă шывĕпе пĕçернĕ икерчĕ), çÿхÿ[14], шушкă, юсман[15].

Эрех-сăра таврашĕ —аншарли (çĕр улми сăмакунĕ), кăрчама (пылпа лартнă сăра), кăмăшка (çăнăх-салатпа тунă сăмакун), кăвас, кăвасак (хăмла яман сăра тĕсĕ), сăра (хăмлапа вĕретсе тунă ĕçме), юрай сăри (нÿхрепе вăрах вăхăта лартма юхтарнă çăра сăра), сим пыл (тин çеç пыллантарнă сăра е кăвас), ханша (чĕкĕнтĕртен юхтарнă сăмакун), шерпет (улма- çырларан хатĕрленĕ пылак эрех), пыл шерпет (пылак шыв), эрех, эреке (спиртлă ĕçмесем).


[1] Пыршă-пакарта апачĕ [Скв] [Скв12]

[2] Лаша ашĕ. [Скв]

[3] Словарьсенче тĕл пулмасть. Тĕп чăваш сăмахĕ мар. – VulaCv

[4] Тăвара –сыр, сырок [Скв] [Скв12]

[5] Сĕтек – тĕп ăнлавĕ: улма-çырла, ÿсен-тăран шĕвекĕ, тутă [Скв]. Автор сĕннĕ пĕлтерĕш чĕлхере тытăнман. – VulaCv.

[6] Тĕп чăваш сăмахĕ мар. Чăвашла “хăпарту” сăмахпа тÿр килекен тутарла сăмах. – VulaCv.

[7] Тĕп чăваш сăмахĕ мар.

[8] Сĕт, турăх, сахăр тата çăмартаран тунă çимĕç [Скв] [Скв12]

[9] Икерчĕ евĕр çимĕç. [Скв] [Скв12]

[10] Ăшне хупламан икерчĕ. [Скв] [Скв12]

[11] Кăпăш икерчĕ. [Скв] [Скв12]

[12] Кунта хăш çимĕç паллă мар.

[13] Паллă мар çимĕç.

[14] Çÿхе икерчĕ.

[15] Тăварсăр чустаран туса хатĕрленĕ икерчĕ. [Скв] [Скв12]

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.