Іоанн Пророк Пуçне Касни


Священник Николай Кузьминъ


Христос Умĕн Килсе Христоса Шыва Кÿртекен Святой Іоанн Пророк Пуçне Каснине Асăнса Тăвакан Праçник Кун Вĕрентсе Каламалли

Çурла 29-мĕшĕ

Йуратнă тăванăмсем! Пайан таса ђиркÿ мĕн тума хăй ађисене пуçтарат̌-ши? Мĕн пирки вĕсене ђиркĕвĕ ђĕнет-ши? Савăнма-ши! Йе хуйхăрма-ши? Вăл ађисене пухса мĕн çинђен каласшăн-ши? Мĕн çинђен аса илтересшĕн-ши?

Тăванăмсем! Епĕ, çылăхлăскер, Турă çуртĕнђе хам тивĕçсĕрпех ĕçлесе тăма пулнăскер, таса ђиркÿ пайан ађисене мĕн пирки пухни çинђен каласа кăтартам.

Тăванăмсем! Пайан епир ђиркĕвĕ савăнма мар, куççулĕ тăкса хуйхăрма пухăнтăмăр. Пайанхи кун çĕр çинђе пĕр ђун катăлнă. Пайанхи кун Христос Туррăмăра шыва кÿртекен Іоанн пророкăн пуçне каснă. Пайан таса ђиркÿ çавна асăнат̌. Çавăн çинђен хăй ађисене аса илтерет.

Ирод патша хăй ÿтне ђараймасăр, йут хĕр-арăмпа пурăна пуçланă. Хăй патша пулнă пирки, никамран хăра пĕлмесĕр, патшисен Патши пуррине аса илмесĕр хăйĕн пиђђĕшĕ арăмĕпе хăй патне пурăнма илнĕ. Патша хăй пиђђĕшĕ арăмĕпе аскăнланса пурăнни пĕртте килĕшмен. Халăх çавна пĕлсе пур те ун усал ĕçĕ çинђен калаçнă. Анђах куçран калама никам та хăйайман. Шыва кÿртекен Іоанн патшан йĕркесĕр ĕçне пĕлсен, ăна ђас-ђасах: сана хăвăн пиђђÿ арăмĕпе пурăнма йурамаст̌, тенĕ. Аскăн арăм, йут арçынпа пурăнаканскер, Турăран хăрама пĕлмесĕр, усал ĕçне хăварас вырăнне, тата канлĕрех, ирĕккĕн аскăнланса пурăнасшăн; хăйне аскăнланса пурăнма ђаракана пĕтересшĕн. Çав аскăн арăм, Иродиада пирки, Ирод патша Іоанна тыттарнă та тĕрмене хупнă. Вара вĕсене ђаракан пулман. Вĕсене никам та хăйсен усал, йĕркесĕр ĕçĕ çинђен пырса каласа намăслантаракан пулман. Анђах Иродіада кăмăлĕ хăйĕн тăшманне тĕрмене хупнипе тăрăнман. Вăл унăн йатне çĕр çинђен çухатасшăн пулнă. Йепле те пулин май тупса ăна вĕлерттересшĕн пулнă.

Çын хуйхăрнă ђух ĕçмест, çимест. Унăн ăшĕ хуйхăпа тулат̌ те ĕçме-çиме ыйтмаст̌.

Пĕрре Ирод хăй çуралнă куна асăнса, ĕçкĕ-çикĕ тунă. Унта патшалăхри аслă çынсене,—пин çын пуçлăхĕсене, Галилеяри аслă çынсене пурне те ђĕннĕ. Аскăн арăмăн, хăй пекех усал кăмăллă хĕрĕ, Соломія, пулнă. Çав Соломія хăнасем умне тухнă та ташланă. Вăл ташлани Ирод кăмăлне те, хăйшĕн кăмăлне те, килнĕ. Вара ĕçнĕ-çинĕпе тăн-пуçне çухатнăскер, хăй мĕн калани мĕн пулма пултарнине пĕлмесĕр Ирод хĕре каланă: манран мĕн ыйтассу килет, çавна ыйт, парăп сана, тесе тупа тунă. Хĕр васкаса амăшĕ патне ђупса кайнă та мĕн ыйтас-ши? тесе амăшĕнђен ыйтнă. Амăшĕ каланă: шыва кÿртекен Іоаннăн пуçне ыйт, тенĕ. Соломія патша патне пынă та: мана шыва кÿртекен Іоанн пуçне халех тиркĕпе кÿртерсе партар, тенĕ. Патша çавна илтсен салхуланнă. Анђах хăнисем умĕнђе тупа тунăран, хăнасем умĕнђе ултавçа тухас мар тесе, хĕр мĕн ыйтнине памалла тунă. Вăл тĕрмене хăй çарне йанă. Çарă тĕрмене пынă та пĕр айăпсăр çынна, никама нимĕн усал туман çынна ахалех пĕтернĕ. Вăл хĕçне йĕннинђен туртса кăларнă та Іоанн çинелле сулса йанă. Вара Іоаннăн пуçĕ пĕр çĕре ÿкнĕ. Ÿђĕ тепĕр çĕре кĕлте пек йăванса кайнă. Çарĕ Іоанн пуçне илнĕ те патша патне кайнă. Вара ăна тиркĕ çине хурса хĕре панă; хĕрĕ амăшне панă. Сăваплă çыннăн пурăнăçне çапла пĕтернĕ вара.

Тăванăмсем! Пайан таса ђиркÿ пире çакăнта мĕншĕн пухнине пĕлтĕр ĕнтĕ. Вăл пире, хăйĕн ађисене, хăйпе пĕрле хуйхăрма ђĕннĕ; асапланса вилнĕ Іоанн пророка асăнма пухнă. Мĕн туса асăнăпăр ĕнтĕ епир ăна? Мĕн туса уншăн хуйхăрнине кăтартăпăр?

Çын хуйхăрнă ђух ĕçмест, çимест. Унăн ăшĕ хуйхăпа тулат̌ те ĕçме-çиме ыйтмаст̌.

Çавăнпа, тăванăмсем, çав ĕлĕк пулнă хуйхăлă ĕçе асăнса, пайанхи кун типĕ тытар. Таса ђиркÿ те пайан типĕ тытма хушат̌. Çак кун нихăçан та ÿт çимеççĕ.

Пайанхи кун та пулин çыннăн ăшне ÿсĕртекен, ерех тавăраш, ан кĕтĕр. Ирод патшана астăвăр. Вăл ерех урлă улталаннă. Хĕре икĕ пуçĕпе шухăшласа иле пĕлмесĕр Іоанн пуçне кастарнă.

Кам пайан ĕçет, ÿсĕрĕлет, ÿт çийет, вăл Ирод пек пулат̌. Вăл Іоанн пророка хисеплемест. Иродпа пĕрле унăн пуçне пăсат̌. Амин.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.