Радонежри Хăватсем Тăвакан Таса Пурăнăçлă Сергійе Асăнса Тăвакан Праçник Кунĕ Вĕрентсе Калани


Симеонъ Сергѣевъ


Авăн 25-мĕшĕ

Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн йађĕпе.

Савнă тăванăмсем! Турă тĕнђене пит илемлĕ пултарнă; унпа усал пулман, ырă анђах пулнă. Турă çырăвĕнђе пулнă: пĕтĕм тĕнђе пит илемлĕ пулнă, тенĕ. Халĕ епир ăçта пăхнă, унта усал куратпăр. Унта çаратаççĕ, кунта вĕлереççĕ, тата тепĕр çĕрте пĕрне пĕри вут тĕртсе çунтараççĕ. Упăшки арăмĕпе харкашат̌, ашшĕ ывăлĕпе килĕштереймест; унта йĕреççĕ, кунта кăшкăрашупа çапăçу. Епир пĕр пĕрне кураймастпăр, пĕр пĕрин çинђен елеклетпĕр, сута тыта-тыта паратпăр. Пĕтĕм тĕнђе усалпа тулнă. Турă тĕнђене ырă пултарнă пулсан, усал ăçтан пулнă тата?—Усал, тăванăмсем, пиртен хамăртанах килет. Турă пире пурне те кăмăл панă. Епир кăмăла усал йенне те, ырă йенне те йама пултаратпăр. Кăмăла усал йенне йанине Адампа Ева Турă сăмахне улăштарнă, райран тухса кайнă. Унтан кăмăлĕсене ырă йенне çавăрса çылăхĕсенђен ÿкĕннĕ те, Турăран Çăлакан килесси çинђен хыпар илнĕ. Мĕн пур святой çынсем кăмăлĕсене ырă йенне йанипе çăлăннă.

Тăванăмсем, епир те ырра йурататпăр. Анђах хамăр кăмăла ырă йенне йама пĕртте тăрăшмастпăр. Пăхăр-ха, хамăр йĕри-тавăра. Ђипертерех сăнаса пăхсассăн, ырă йапала питрех те сахал пек туйăнат̌. Усалĕ тăп – тулли. Çуллен çул пĕр усал çумне тепĕр усал ÿссе пырат̌. Акă пирĕн тавăрара ĕлĕк пирĕн асаттесем, аттесем пĕлмен йапаласем туха пуçларĕç. Ĕçкĕ çинђен нумай калаçнă. Есир ĕçкĕ усал иккенне пур те пĕлетĕр. Тата ĕçкĕпе пĕрле йал хушшинђе тепĕр усал сарăлса пырат̌. Вăл усал – укçалла выљани. Çула ывăтса, выљаççĕ, хĕллесенђе пĕр-пĕр çын патне пуçтарăнса картла выљаççĕ. Ку йапала пире нимĕн пек те туйăнмаст̌, пушă вăхăта ахаљ лариђђен йăпанса ирттернĕ пек анђах туйăнат̌. Çук, тăванăмсем, вăл апла мар. Укçалла выљани питĕ пысăк усал. Тертленсе пуçтарнă укçана выљаса йани йепле аван йапала пултăр вăл? Пăхăр-ха! Çамрăкки те, ватти те выљат̌. Тепĕрин ађи-пăђисем ђейсĕр, сахăрсăр лараççĕ: ђей илме те укçа çук, тет. Выљама таçтан та тупат̌. Тепĕри анине те сутса йарат̌. Çамрăксем ашшĕ-амăшĕнђен вăрттăн пÿлмерен тырă тултаççĕ. Унтан выљанă çĕрте мĕн ђухлĕ ĕçкĕ. Йараканни йарат̌, кÿртекенни укçине ĕçсе пĕтерет. Ÿсĕрĕлсе çитсессĕн, выљакансен хушшинђе мĕн ђухлĕ вăрçу, мĕн ђухлĕ çапăçу пулат̌. Пĕр пĕрне ђиксе пăрахасса çитеççĕ. Унта усал сăмах, унта намăс сăмах. Выљакансем хăйсем те укçалла выляни усал йапала иккенне пĕлеççĕ, анђах вĕреннĕ йапалана нимĕнпе те пăрахма пултараймаççĕ. Вылямастăп, тесе сăмах та параççĕ, анђах çынсем вылянине курсанах, курак-ђакак виле çине тирĕннĕ пек, ђупа параççĕ. Нумай та вăхăт иртмест, укçине пĕтĕмпе выљаса йарат̌. Мĕн тăвас, хуйхă, ăш пăшăрханат̌. Ăша пусарас, тесе хупаха ђупат̌. Унта ăсне çухатиђђен ĕçсе киле тавăрăнат̌ те, арăмĕпе ађисене тустарма тытăнат̌.

Тăванăмсем! Аван ĕç пулат̌-и ĕнтĕ вăл?—Çук, вăл йĕркесĕр ĕç. Унтан писме тăрăшăр, ырă çумне çыпçăнăр. Етемĕн ĕмĕр кĕске. Турă çырăвĕнђе: хирти ђеђек ĕмĕрĕ анђах, тенĕ. Хăвăр та вăл вăйăран тарăр, ађăр-пăђăрсене те унта çÿреме ђарăр. Малтан вĕсем выљанине пăхса тăраççĕ, унтан хăйсем те выљама тытăнаççĕ. Пушă вăхăтра йĕркесĕр ĕçпе ан ирттерĕр. Хĕллехи вăрăм çĕрсенђе пуçтарăнса укçалла выљаса лариђђен, пирĕн пĕђĕкçĕн Турă çыруне вулама тăрăшас пулат̌. Мĕн пур святойсем Турă çыруне вуласа пурăннă. Халĕ те таса пурăнăçлă çынсем. Турă çыруне пур йапаларан та хакла хураççĕ. Пире тĕттĕм халăха Турă çыруне вулани питĕ кирлĕ. Пĕртте ан ÿркенĕр, вулăр: ÿтĕрсене савăнăç, ђунăрсене канлĕх тупăр. Кĕнеке çук, тесе ан лар; кăђуне пирĕн ђăвашла кĕнекесем пайтах ĕнтĕ. Выљаса йарас укçупа кĕнекесем ил. Ытлах хăвăн килте кĕнеке çук пулсан, кÿршĕнтен ыйтса пăх; сана никам та ђармĕ, парĕ. Ху вула пĕлмесен, ађуна вулаттар, ху итлесе лар. Килте çыруçă çук пулсан, пĕлекен патне кай, унта укçалла выљас вырăнне, Турă çинђен çырнă кĕнеке вуланине итлесе лар. Ађу-пăђуна та çапла пурăнма вĕрент. Вара ÿкĕнĕçлĕ пулмăр.

Етеме савакан Турă сире илтнĕ сăмахсене ђĕрене хурса, вĕсем тăрăх пурăнма вăй-хăват патăр. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.