Тайăр Тимкки: Эрех пирки



Тайăр Тимкки

Тайăр Тимкки (1889-1901) ача чухнех тăлăха юлнăскер, пуп патĕнче тарçăра тăрса ÿснĕ. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. Революци юхăмне хастаррăн хутшăннă пропагандиста Çĕпĕрте ссылкă курма та тивнĕ… Тĕплĕнрех →


Эрех пирки

Эрех ĕçме вĕренне çын — пит мĕскĕн çын. Вăл хăй мĕнпур ‎пурлăхне, çинчи тум-‎тирне те эрех илсе ĕçсе ярать. Епле вăл ‎эрех ĕçме чарăнаймасть-ши? Эрех ĕçме ‎вĕреннĕ çынсем хăшĕ ‎малтан пуян çынсем пулаççĕ, хăшĕ, çук çын пулсан та, эрех ‎ĕçет.‎

Пуян çынсем, хăйсене хăйсем пурăнакан çынсем, малтан пуян ‎вăхăтра укçа ‎пуррипе укçине шеллемесĕр праçниксенче эрех илсе ‎ĕçеççĕ. Укçа пуррипе пуяна ‎ахаль вăхăтра та эрех илсе ĕçни ‎темĕнех мар. Çапла пуян хăй те, ачи те укçа ‎пуррипе эрех ĕçме ‎вĕренсе каять. Эрехе пĕрре ĕçме вĕренсен, чарăнма хĕн. Эрех ‎‎ĕçме вĕреннĕ çын, пуян пулсан та, çуках юлать.‎

Çук çын мĕншĕн эрех ĕçет-ши? Вăл эрех ĕçмесĕрех çук- çке? Унăн ‎хăйне çиме те ‎çăкăр çук, вăл мĕншĕн çапах эрех ĕçет. Авал ‎пурăннă майпах, ăна мĕн те пулсан ‎хуйхă пулать. Çук çыншăн ‎ахаль те хуйхă пулать. Хуйхăрса нимĕн тăва пĕлмесĕр, ‎вăл ‎хупаха каять те эрех ĕçет. Кам та пулсан, аван, хуйхăрмасăр ‎пурăнасчĕ-çке, ‎тет. Вăл апла калани тĕрĕс пулсан та, эрех ĕçме ‎вĕреннипе вăл, мĕскĕн, телейсĕр ‎пулса юлать. Вăл эрех ĕçнипе ‎пысăк сиен курнине хăй те пĕлет, анчах нимĕн те ‎тăваймасть: ‎эрех ĕçесрен тăранаймасть.‎

Эрех ĕçнипе çынсем тĕрлĕ сиен, тĕрле нуша кураççĕ. Пирĕн ялта ‎пĕр Иван ятлă ‎çын эрех ĕçме пит юрататчĕ, Пĕрре вăл хĕлле пĕр ‎ял урлă килне таврăннă. Çав ял ‎вĕçĕнче эрех лавкки пулнă. Эрех ‎лавккине курсан, Иван лашине хытăрах ‎хăваланă… Унта çитсен, ‎эрех илсе тухнă та ĕçсе янă. Пĕр кĕленче ĕçсен тата илсе ‎ĕçнĕ. ‎Хĕвел аннă. Унăн киле çĕрле каймалла пулнă. Вăл çуни çине ‎ларнă та ‎лашине хăваланă. Ял патне çите пуçласан, ту айнелле анмалла пулнă. Иван çуни ‎сиккелесе сулăнса кайнă та, Иван ‎çуни çинчен ÿксе юлнă. Çутăла пуçласан пит ‎вăйлă тăман тухнă. ‎Çутăличчен Ивана юр витсе кайнă. Унăн чĕркуççипе ури вĕçĕ ‎‎кăна курăнса выртнă.‎

Ирхине Иван арăмĕ урама тухнă та хăйсен лаши хапха умĕнче ‎шăнса тăнине ‎курнă. Вăл: «Эх, ăçта-ши Иван, лаши пур, хăй çук, ‎темĕн, шăнса та вилĕ çак ‎сивĕре», — тесе шухăшланă. Вăл ‎кÿршисем патне чупса кайнă та упăшки çуккине ‎каласа кăтартнă. ‎Вĕсем, пилĕк-ултă çын пуçтарăннă та кĕреçесем илсе Иван лаши ‎‎килнĕ çулпа Ивана шырама кайнă. Вĕсем çулпа пăхкаласа пĕр ‎çухрăма яхăнах ‎кайнă. Ту айнелле çите пуçласан, пĕри малалла ‎утса кайнă та: «Килĕр часрах, ‎кунта!» — тесе кăшкăрнă. Ыттисем ун ‎патне пынă. Пĕр-ик хăлаçра Иванăн урисем ‎курăнса выртнă. ‎Пĕри: «Эх, мĕскĕн, мĕскĕн, эрех пиркиех пĕтрĕ-çке», — тенĕ. ‎Тепри ‎каланă: «Эрех пирки вăл кăна пĕтмест, эрех вăл нумайăшне ‎пĕтерет», — ‎тенĕ. Ушăн вĕсем пĕр шавламасăр ăна юр айĕнчен ‎чаваласа илнĕ те çуна çине ‎хунă. Çул çинче каллех пĕри каланă: ‎‎«Ак, этем, эрех пирки пĕтрĕ вĕт», — тенĕ. ‎Тепри: «Эпир хамăр пĕри эрех ĕçменни çук, — тенĕ. — Ак эпĕ хамăр ‎ялта пĕр çул ‎иртиччен 150 тенкĕлĕх эрех ĕçнĕ». Тепри ăна хирĕç ‎каланă: «150 кăна-и вара? Эпĕ ‎хам кăна аллă тенкĕрен ытла ĕçнĕ пулĕ», — тенĕ. Унта пĕр çырăва вĕренекен ача ‎пулнă. Вăл вĕсем калаçнине итлесе пынă. Вăл ‎каланă: «Акă эсир çакăн чухлĕ эрех ‎ĕçрĕмĕр тетĕр, ун чухлĕ укçапа ‎мĕн тума пулмĕччĕ? Пирĕн тырă начар пулать, çĕр ‎ĕçлеме аван пĕлсен, тырă аван пулатчĕ. Ĕçсе ярас укçасемпе, урăх халăхсем пек, ‎çĕр ĕçлеме вĕрентекенсен шкулсем тусан пит аван пулĕччĕ. Тĕрлĕ çĕр ĕçлемелли ‎аван машинсем илме ‎пулать. Мĕн чухлĕ усăллă кĕнекесем, мĕн чухлĕ аван ‎хаçатсем илме çитĕччĕ вăл ĕçсе ярас укçа. Ак пирĕн чăваш ‎хушшинче суккăрсем ‎нумай. Урăх халăхсен суккăр çынсем ‎вĕренекен шкулсем пур. Пирĕн те ĕçсе ярас ‎укçапа суккăрсем ‎валли шкул тусан мĕн чухлĕ ырлăх пулĕччĕ». «Эх, Петĕр, Петĕр, ‎апла тусан пит аван ‎пулĕччĕ те çав, сан пек шухăшлакансем сахал-çке».‎

Унтан вĕсем яла çитиччен калаçмасăр пынă. Вĕсен лаши те, весен ‎хуйхине пĕлнĕ ‎пек, пуçне чиксе ерипен утса тăнă.‎

‎1906

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.