Константин Иванов

Геннадий Юмарт


Константин Иванов 

(1890-1915)

Константин Васильевич Иванов 1890 çулхи çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Ĕпхÿ кĕпĕрнин Пĕлепей уесĕнчи (халĕ Пушкăрт Республикин Пелепей районĕ) Слакпуçĕнче çуралнă. Пуçламăш шкулăн виçĕ çулне тăван ялта, тепĕр çулне Кекенре вĕренет. 1902 çулта та Пелепейри хула шкулне кайса кĕрет. Çулталăкран Чĕмпĕрти чăваш шкулне каять. Революци юхăмне хутшăннăшăн ăна 1907 çулхи пуш уйăхĕнче ытти ачасемпе пĕрле шкултан кăларса яраççĕ. Иванов вĕренме кĕрес ĕмĕтпе тĕрлĕ çĕре çитсе пăхать, анчах ниçта та кĕреймест.

Малаллине вулас

Константин Иванов: Çумăр

Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →

Çумăр   

Юрă

Каç тĕттĕмĕсем пулса килеççĕ-çке,
Çумăр пĕлĕчĕсем пухăнаççĕ-çке.
Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать-ĕçке,
Ешĕл курăк ешерсе ÿсет-ĕçке.
Тырă пуçахĕсене таять-ĕçке.
Тырă пуçахĕсем тайăлаççĕ,
Пирĕн чунăмăрсем савăнаççĕ.

1912

Малаллине вулас