Св. Михаил Архангела тата Ытти Ангелсене Асăннă Кун Вĕрентсе Калани


Михаилъ Даниловъ

Чÿк 8-мĕшĕ

Ей Христоса ĕненекен тăвансем! Пайан ђиркÿ Архистратиг Михаилпа мĕн-пур ытти ÿтсĕр ангелсене хисепле­се праçник тăват̌. Çавăнпа халĕ епир лайăхрах ăнласа илер.

Есир пурсăр та илтнĕ пулĕ, курăнакан тĕнђерен пуç­не, тата курăнман тĕнђе пур тенине. Çав курăнман тĕн­ђене Турă курăнакан тĕнђерен маларах пултарнă. Курăн­ман Тĕнђере, Турă йевĕрлĕ ÿтсĕр сывлăшсем пурăнаççĕ. Вĕсен ăсĕ-хастарĕ те, ирĕкĕ те, вăй-хăвађĕ те пур. Çав­сене ангелсем теççĕ. Мĕн-пур ангелсем тăхăр пайа уй­ăрăлаççĕ. Тăхăр пайри ангелсем виç йĕркере тăраççĕ. Мал­танхи йĕркере—Серафимсем, Херувимсем, Престолсем; ик­кĕмĕш йĕркере — Господствасем, Çутăсем, Властьсем; виççĕ­мĕш йĕркере—Началосем, Архангелсем, Ангелсем. Серафим тени çулăм пек, вут пек хĕрÿллĕ тени пулат̌. Вĕсем Турă умĕнђе пуринђен те çывăхрах тăрса Ăна вут хĕмĕ пек йуратса тăраççĕ, ыттисене те çаплах йуратма вĕрен­теççĕ. Херувим—ăслăлăх тени пулат̌. Нумай пĕлнĕрен вĕ­сене нумай куçлă теççĕ. Престол тесе Турă тивлеђĕпе тĕ­лĕнмелле çĕкленсе çÿрекен ангелсене калаççĕ. Господства­сем—ытти ангелсене пăхса тăраççĕ. Силы тийекен ангел­сем урлă Турă тĕрлĕ тĕлĕнмелле хăватсем тăват̌. Властьсем усал-тĕселсене, шуйттансене пăхăнтарса ђарса тăраç­çĕ. Началосем—ытти кĕçĕнтерех ангелсен пуçлăхĕсем, тата патшалăхсене, халăхсене пăхса усракан ангелсем. Архан­гелсем—Туррăн пысăк ĕçĕсем çинђен хыпар тăвакансем, етеме ĕнентерсе тĕреклĕлентерекенсем. Ангелсем—Туррăн пĕђĕкрех ĕçĕсем çинђен пĕлтерекенсем, етемсем патĕнђе çывăхрах тăрса вĕсене сыхласа пурăнакансем.

Ангелсем пурте Туррăн çывăхĕнђе ĕçлесе тăракан­сем; вĕсем йалан Турра аслăласа мухтаса, Унăн ирĕкне çынсене пĕлтерсе пурăнаççĕ. Тата тĕнђене тытса сыхласа тăракан ангелсем те пур. Іоанн Богослов малашнехине пĕл­терсе çырнă кĕнекере „вут ангелĕ“ пур, „тĕнђери тăватă çиле тытакан тăватă ангел“ тесе çырнă сăмах пур. Пу­ринђен ытлă ангелсем, Павел апостол каланă пек, етемсене çăлăнма пулăшса тăраççĕ. (Евр. 1, 14). Ангелсен ушкăнĕ пит йышлă, анђах Турă çырăвĕнђе çаксен йађĕсем кăна паллă: Михаил, Гавріил, Рафаил, Уріил, Салафіил, Іегудіил, Варахіил, Іереміил. Святой Архистратиг Михаил мĕн пур ангелсен пуçлăхĕ, сăмахĕ те „çар-пуçлăхĕ“ тени пулат̌. Авал шуйттан Турă ирĕкне хирĕç тăр­сан ангелсен хушшинђен нумайĕшĕ çылăха кĕнĕ. Вара Михаил архистратиг Турă мухтавĕшĕн хытă тăрса ытти ангелсене Турă ирĕкĕнђен тухса çылăха кĕресрен ђарса сыхласа хăварнă. Пур ырă ангелсем те ырă ĕçре йалан тăрса тĕреклĕленнĕ те, халĕ ĕнтĕ вĕсем нихăçан та çы­лăха кĕме пултараймаççĕ. Çавăнпа вĕсем пĕр ырă кăна тума пултараççĕ. Турă малтанах усал сывлăшсене те ырах пултарнă. Анђах вĕсем хăйсен мăн-кăмăлĕ пирки Ту­рă ирĕкĕнђен тухса, усалланса çитнĕскерсем, нихăçан та ÿкĕнсе çылăхран тасалса райри телейе курма пултарай­мĕç. Çавăнпа тĕнђери мĕн пур усал йапала çавсенђен тухат̌. Вĕсем мĕн вăйĕсем çитнĕ таран етеме усал йенне, çавăрса çылăха кÿртсе райри ĕмĕрлĕх телейе кĕрейми туса хăйсемпе пĕрле асап курмалла тăвасшăн çÿреççĕ.

Анђах хĕрхенекен кăмăллă Çÿлти Аттемĕр çылăхлă халсăр çынсене пĕтересшĕн мар. Тĕне кĕнĕ ђухне Вăл пире харкам хăйне çÿлти хуралçă, пĕрер сыхлакан ангел парат̌. Вĕсем пире мĕн-пур пурăнăçăмăрта сыхласа свя­тойсем пурăнакан çĕре, таса ангелсен çурђĕсене илсе кай­ма тăрăшаççĕ. Çавăнпа пире сыхлакан ангелсем  пирĕншĕн ăс парса пурăнакан ђи çывăх тусăмăрсем пулса тă­раççĕ. Хăйне ăс парса пулăшса тăракан тусне кам кÿрен­терĕ? Вăл тусне шанса итлесе йуратса пурăнмĕ-и вара? Çавăн пек ырра пăхăнса пурăннипе ун пек çын хăй те ырра вĕренсе лайăхланса кайĕ. Ђăвашсем „ырра курсан ырă пулăн; усала курсан, усал пулăн“, теççĕ. Ун пек çыннăн çулĕ-йĕрне ăшă çутă хĕвел çутатса тăрĕ. Çÿлтен вĕçсе пыракан кайăк пек унăн ăсĕ умĕнђе таçта çĕр-шыв вĕçĕ-хĕрри уçăлса курăнса тăрĕ. Анђах хамăр хушăрах та пулкалать лайăх тÿрĕ пурăнакан туссенех курайми тăш­ман çын пырса сивĕтет. Вара тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа ил­ме пĕлеймен çын хăйĕн ђăн тусне пăрахса ђейе тăшман илĕртни хыççăн кайат̌. Хăйĕн ырă çулне пăрахса лађакаллă сĕм-вăрмана аташса кĕрсе кайат̌. Унтан çавăрăнса тухма ăна пит йывăр пулат̌. Тĕн йенĕпе шухăшласан пи­рĕн пурăнăçра та пире сыхласа пурăнакан ангелсем тĕ­лешĕнђен ђас ђасах çавăн пекех пулкалат̌. Çавăнпа ку ĕç çинђен тĕплĕрех калар.

Турă çырăвĕнђе: „Вăл Хăй ангелĕсене сана пур çу­лусем çинђе те сыхлама хушĕ“, тенĕ. (Псал. 90, 10—11). Пирĕн Çăлаканăмăр пĕђĕк ађасем çинђен акă çапла ка­ланă: „астăвăр, çак пĕђĕкçĕсенђен пĕрне те ан хурлăр; калатăп сире, вĕсен ангелĕсем пĕлĕт çинђе йаланах Ма­нăн Çÿлти Аттемĕн сăнне курса тăраççĕ“, тенĕ. (Мѳ. 18, 10). Куратăр-и ĕнтĕ, тăвансем, пире пултаракан Турă пи­рĕншĕн йепле тăрăшат̌. Сыхлавçă-ангел етемĕн ђунне те ÿтне те, ăсне-хакне, ирĕкне, ђĕрипе кăмăлне—пĕтĕмпех усраса тăрат̌. Анђах пуринђен ытларах вăл етем ђунне, ђĕрине сыхларах: парат̌. Мĕшĕн тесен етем ђунĕ Турăшăн пур йапаларан та пахарах. Унăн умĕнђе пĕтĕм тĕнђери пуйанлăх, мул та пĕр ђун хакне тăмаст̌. Çавăнпа пĕтĕм тĕнђене хамăр алла çавăрса илсен те, ђуна çылăхпа çухатсан—пирĕн сыхлавçă-ангел пирĕншĕн пĕтнĕ çын тесе йĕрет.

Çав тĕрлĕ çывăх тусăмăрсене пистерес мар тесен вĕ­семпе йаланах пĕр канашра тăрас пулат̌. Пирĕн хăш ђух­не ырă ĕç тума ђун туртат̌; лайăх шухăш килсе кĕрет, хĕн-хур куракан мĕскĕн çынсене йуратса пулăшас килет, курайман тăшмана та каçарса унпа килĕшÿлĕ пурăнас кăмăл килет; хамăр та тĕрлĕ ырă йапалана пĕлсе, ађа пăђамăра та ырра вĕрентессĕмĕр килет: çаксене пурне те пире сыхлавçă ангел хистет, вăл ăс парат̌, ђĕремĕре ăшăтат̌. Çавăнпа хамăр пурăнăçăмăрта йарса пусмассайран хамăра хамăр сыхă тăрас пулат̌. Кирек йепле ырă шу­хăша та ангел панă канаш тесе, вут хĕлхемне амалантарнă пек ырă ĕçе кÿртсе ÿстерсе йама тăрăшас пулат̌. Ки­рек йепле усал шухăша-кăмăла та пуçламăшĕнђех сÿн­терме, пĕтерме тăрăшас пулат̌. Усал кăмăла йе шухăша йалан ăшра тытса çÿресен усал ĕç тутарат̌. Усал ĕç йа­лан тăва пуçласан çын çылăхлă пурăнăçа хăнăхат̌ те вара сыхлавçă ангел пиртен писет, тăрат̌.

Епир ÿтлĕ çынсем хамăрăн ÿтсĕр ангелсене куçпа кураймастпăр, пĕр ђун, ђĕре систернипе кăна пĕлетпĕр. Пирĕн ÿт куçа курăнакан, кунти пурăнăçра кирлĕ пĕте­кен йапалашăн тăрăшарах парат̌. Çылăхпа пăсăлса пĕт­мен ђун ĕмĕрлĕхе пыракан, пĕтĕм курăнакан тĕнђе пĕтсен те йулакан аслă йапаласем çинђен тăрăшат̌. Çавăнпа свя­той çынсем ÿтрен ытла ђуншăн ĕçлесе пурăнса, хăйсен ăсне, кăмăлне, ĕçĕсене ангел систернĕ пек çавăрса—çĕр çин­ђе пурăннă ђухнех ангел йевĕрлĕ пулнă: шывра путма­сăр утса çÿренĕ, вутра çунман, пĕлĕт çине те улăхса кур­нă, малашнехине каласа кăтартнă, ангелсене те куçран куçа курса калаçнă.

Ехер пĕр хамăр ÿт йенĕпе кăна тутлăрах çийес, ђеђенрех тумланас, ађашрах пурăнас тесе тăрăшсан; тата çынна ним вырăнне те хумасăр пĕр хамăра кăна йуратса мăн-кăмăлланса, ырă ĕçе те çын мухтатăр тесе туса пу­рăнсан, епир хамăра сыхлакан ангела хамăртан пистеретпĕр. Хирте пĕђђен шăршланса выртакан виле тавăрашне тискер вĕçен кайăксем пырса тапăнаççĕ. Çавăн пекех çы­лăхлă пурăнăçпа ирсĕрленсе пĕтнĕ çын патне те шуйттан пырса йулашки ырă шухăшне те салатса пĕр усал кă­мăл, ирсĕр шухăш, çынна сийен тăвас ĕç кăна вырăнаçтарат̌. Вăл ангел пăрахса кайнă çынна йепле те пулин çылăх йăви туса хăй йевĕрлĕ тамăка тивĕçлĕ тума тă­рăшат̌.

Çавăн пек инкеке лексен пирĕн кĕретех çылăхлă пу­рăнăçа пăрахса, типĕ тытса, пĕтĕм ђĕререн çылăхсенђен ÿкĕнсе, шухăшăмăра та, кăмăлăмăра та, пур ĕçĕмĕрсем те пĕр ырă йенђе кăна тытса туса Турă ÿђĕпе йунĕнђен ăша пай илсе хамăра пăрахса кайнă сыхлавçă-ангела ха­мăр патăмăра çавăрма тăрăшас пулат̌. Çапла пурăнăçăмăра лайăх йенне улăштарсан, çĕр çинђе мар, пĕлĕт çин­ђи мĕн пур ангелсем те питĕ хĕпĕртеççĕ.

Пире сыхлакан ангел ырă ĕçре кирек хăçан та пу­лăшма хатĕр; анђах апла, ангел пулăшĕ-ха, тесе шанса, хамăра хамăр йури сийен шырама йурамаст̌. Айван ађа- пăђа мĕн ыйтнине, шухăшланине ăслă ашшĕ-амăшĕ пурне те туса пымаççĕ. Çавăн пекех пирĕн ангел та пире пур ĕçре те пулăшмаст̌, пире ђăн усăллине епир хамăр та лайăх пĕлместпĕр.

Çаплах та пирĕн пĕлессĕмĕр килет: хăçан та пул­сан харкам хăйĕн сыхлакан ангелне курайрĕ-ши?—Курĕ. Ђăнах та ÿтрен ђун уйăрăлса кайнă ђухне епир пур те хамăр ангела куçа-куçăнах курăпăр. Анђах çав пурăнăçу пуриншĕн те пĕр пек пулмĕ. Сăваплă çын ђунне ăшшăн кулса хĕпĕртесе тăракан ангел ыталаса илсе çÿлти Атте­мĕр çуртне йертсе кайĕ. Ун пек ђун телейне халĕ епир нийепле ђĕлхе-çăварпа та каласа пама пултараймастпăр! Анђах çылăхлă çын ђунĕ хăйĕн сыхлакан ангелне пăшăр­ханса ĕсĕклесе йĕрсе хăй патĕнђен кайнине курсан, темĕн тума та çук пулĕ. Çутă ангел пăрăннă-çемĕн пĕђђен йул­нă, пĕтнĕ ђуна йĕри тавăра ахăрса хавасланакан усал тискер тăшмансем çавăрса илĕç. Мĕшĕн ангел кăтартнă пек пурăнмарăм-ши, мĕшĕн усал илĕртнĕ хыççăн кайса, пĕр çĕрекен ÿтĕмшĕн кăна пурăнăçа харам ирттертĕм-ши тесе, хăй çылăхĕсем пайанхи пек асĕнђе ĕмĕр ђĕрине кас­са тăнипе асапланакан çылăхлă çын ниçта кайса кĕрессе пĕлмĕ, кунĕн-çĕрĕн ĕмĕр ĕмĕрех ђарăнмасăр ăшĕ-ђикки вут пек вĕркесе тăрĕ, йĕрсе те куç-çÿлли тухмĕ, çунса та кĕл пулса пĕтмĕ.

Акă ĕнтĕ, тăванăмсем, çакна питĕ астуса тăрăр. Пи­рĕн умăрта икĕ çул. Пит такăрах мар йывăртарах çул çинђе хамăра сыхлакан ангел тăрат̌. Вăл пире хăй хыç­çăн пыма ђĕнет. Ун хыççăн кайсассăн, ку тĕнђерен куç­сассăн пĕлĕт çинђе мĕн пур святойсемпе пĕрле Туррăн çап-çутă мухтавлă сăнне курса ĕмĕр пĕтми телейе кĕме тивĕçлĕ пулăпăр. Тепĕр аслă такăр çăмăл çул çинђе тăш­ман тăрат̌: вăл ĕмĕр пĕтми асапа—тамăка йертсе кайас­шăн тăрăшат̌. Çавăнпа çак пайанхи праçнике асра татса Петр апостол каланă пек: „тăруллă пурăнăр, сыхă тă­рăр; сире хирĕç пыракан шуйттан, ахăрса çÿрекен арăс­лан пек, кама та пулин çăтасшăн çÿрет“. (I Петр. 5, 8). Ей ангелсен пуçлăхĕ Михаил! тамăк асапĕсенђен хăтăлма пулăшсам пире. Пирĕн ăшри çылăх вăрлăхне хăвăн вут­лă хĕççÿне касса тасатса ырă ĕçсем тума пулăшсам!

Ей манăн мĕскĕн ђунăмна ђарусăр пурăнăçăма пăх­са тăракан святой ангел, ан пăрахсам мана, çылăхлă çын­на; хама хам ђарайманшăн пăрахса ан кайсам манран, халĕ те кирек хăçан та ĕмĕр ĕмĕрех. Амин.

 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.