Кил-Йыш Пăтти


Н. Иванова & В. Никитин


Кил-Йыш Пăтти[1]

Ку йăлана чăвашсем çулталăкра икĕ хутчен: симĕс курăк тухсан, пĕрремĕш юр ÿксен ирттернĕ. Кил-йыш чÿкне карта пăтти çинĕ хыççăн икĕ кунтан тунă. Каллех пăтă, хура тул пашалăвĕ (сăмсаллă), йăва тата юсман пĕçернĕ. Кил-йыш пăттин йĕркине икĕ майлă ирттерме пултарнă: кил картинче е пÿртре. Пĕрремĕш йĕркипе ирттернĕ чух йăла-йĕрке апат-çимĕçне кил картине тăхăр хутчен илсе тухнă. Хĕвел тухăçнелле пăхса кĕл тунă, хуран хăлăпĕнчен тытса виçĕ хутчен пуç тайнă. Пÿртре урай хăмисем пĕрлешнĕ çĕре е урай кашти тĕлне сĕтел лартнă. Ун çине кил-йыш пăтти лартнă, ытти çимĕç хунă. Кĕл тăваканĕ çĕлĕкне хывса кăшт уçнă алăк енне пăхса кĕлĕ пуçланă.

Кĕлĕ пĕтсен икĕ йĕркинче те пашалу хуçса ун çине пăтă хунă. Тепĕр кунне ăна пĕрисем кăмакара çунтарнă, кĕлне кил-çуртран аякка кайса сапнă, теприсем аслăк (шушил[2]) çине пенĕ.

Кил-Йыш Кĕлли

Çырлах, Пÿлĕх! Кил-йыш пăтти чÿклетĕп. Килĕмпе-çуртăмпа тĕрĕс-тĕкел тăма пар, выльăхăмпа-чĕрлĕхĕмпе сывлăхлă тăма пар. Вăрăран-хурахран, инкекрен-синкекрен сыхла; хĕн-хур курасран хăтар. Айван ывăл-хĕр кĕллине хуш хурса хапăл ил. Пиртен — Кепене[3], Кеперен—турра. Турă, çырлах. Имин!

Хĕрт-Сурт Пăтти

Чĕлхе тĕнне[4] тытса пынă чăвашсен ытти туррисемпе ыр-хаярĕсем хушшинче кашни кил-çуртра сыхласа тăракан сывлăш— Хĕрт-сурт[5] пур иккен. Вăл кăмака çинче пурăнать тесе шутланă. Хăш-хăш енче Хĕрт-сурт ячĕпе кашни çулах чÿк уйăхĕнче пăтă пĕçернĕ, ăна асăнса çинĕ. Пĕçернĕ пăтта йывăç чашăк çине илсе ун варрине кашăкпа пусса çу хунă, ăна шурă ал шăллипе чĕркесе сĕтел умĕнчи пукан çине лартнă. Ун хыççăн кашăкпа тĕрлесе хитрелетнĕ пашалăва хуçса çуррине Хĕрт-сурт валли лартнă пăтă патне хунă, çуррине — сĕтел çине, пăтă ча- шăкĕ патне. Пурте кăшт уçнă алăк енне çаврăннă, кил хуçи çĕлĕкне хул хушшине хĕстерсе, аллине çăкăр татăкĕ тытса кĕлĕ пуçланă.

Кĕлĕ хыççăн пурте Хĕрт-сурт пăттине ним калаçмасăр, сас кăлармасăр çинĕ. Ун хыççăн Хĕрт-сурт валли ятарласа хатĕрленĕ пăтăпа пашалăва кăмака тăррине «çĕрле тăрса çи, Хĕртсурт, çын курман чухне» тесе лартнă.

Авалхи чăвашсен ĕненĕвĕпе, Хĕрт-сурт вăрçса, хирĕçсе пурăнакан килтен каять иккен. Вăл кайсан кил-çуртра инкек пулать тенĕ. Çавăнпа та ăна тем пекех юрас тесе тăрăшнă. Пĕрремĕш ĕне сĕтне те, ĕне ырри чÿкĕнче те «Хĕрт-сурт астивтĕр» тесе ăна чи малтан парне панă—çак апат-çимĕçе кăмака çине сапнă.

Хĕрт-Сурт Кĕлли

Эй, Хĕрт-сурт, ман кил-йышăма ырлăхпа сывлăх пар, шăкăлтатса пурăнмалăхне пар, ĕрчемелĕхне пар, тĕпеле кин пар, алăк патне кĕрÿ пар, ачаллă-пăчаллă, ывăллă-хĕрлĕ ту… Пÿрт никĕсне питĕ ту, чÿк, çырлах!


[1] Информаци источникĕ паллă мар. –  VulaCv

[2] Вырăсла “сушил” сăмахран пулма пултарать. – VulaCv

[3] Арап чĕлхинчен тĕн культури витĕмĕпе куçса кĕнĕ сăмах, Мăхамет çыннисем хисеплекен Меккăри Кааба текен вырăн ячĕ. [Ашм.]

[4] “Язычество” сăмахăн тÿрĕ куçарăвĕ. – VulaCv

[5] Мари чĕлхинчи ширт “сывлăш” тата чăвашла “хĕр” сăмах кайри сăмах витĕмĕпе вăрăмланнипе пĕрлешсе пулнă сăмах пулма пултарать. [Фед.] – VulaCv

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.