Константин Иванов: Иван ĕмпÿпе Калашник хуçа


Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →

Иван ĕмпÿпе çамрăк сыхлавçă тата сатур Калашник хуçа çинчен хывнă юрă 

Юрă умĕнче каланă сăмах 

Пĕр виççĕр аллă çул ĕлĕк вырăс чаплăлăхне Иван Грозный ятлă патша тытса тăнă. Вăл хăй пурнăçĕнче патшалăха нумай усă кÿнĕ: Хусана, Аçтăрхана, Çĕпĕре вăрçса илсе, хăй патшалăхне аслăлатса сарса янă, ьпти енчен те вăл патшалăхне усă нумай тунă. Çавăнпа вăл халăх хушшинче хăйне асăнмалăх ят хăварнă. Çапах та унăн ырă ĕçĕсемпе пĕрле хаяр ĕçĕсем те нумай пулнă, çавăнпа ăна Грозный (Хаяр) патша тесе ят панă.

Иван ĕмпÿ ашшĕнчен виçĕ çулта, амăшĕнчен сакăр çулта тăрса юлнă. Вăл ытла çамрăкран патшалăха малтан улпутсем тытса тăмалла пулнă, тăлăх патшана та вĕсемех пăхса ÿстермелле пулнă. Анчах улпутсем хушшинче пĕртте килĕшÿ пулман; пурин те пĕр-пĕринчен аслăрах пуласси килнĕ, пĕри че пĕр-пĕрне пăхăнасшăн пулман. Вĕсен хушшинче яланах вăрçу-тавлашу татăлман, пĕр-пĕрин çинчен элекленĕ, пĕр-пĕрне тĕрмене хуптарнă, вĕлерттернĕ. Çав ĕçсем час-часах патша умĕнчех пулнă.

Улпутсем çамрăк патшаран вăтанман, ăна нимĕн вырăнне те хуман, начар тумлантарнă, апачĕ те унăн пит начар пулнă. Паппа йăлăннине, хушнине пăхмасăр, хăш-хăш чухне çав улпутсем куçĕ умĕнчех вăл юратнă çынсене тытса кайса вĕлерттернĕ; çитменнине ăна хăйне те ирĕк паман, нимĕн те вăл хăй ирĕкĕпе тăвайман. Çапла улпутсем хăйсемшĕн анчах тăрăшса пурăннă. Çамрăк ачана чипертерех пăхса ÿстерес вырăнне, вĕсем çамрăкранпах унăн кăмăлне пăсса янă. Никам та ăна ырра вĕрентекенни пулман, никамран та вăл ăслă сăмах илтмен. Иван питĕ çемçе кăмăллă ача пулнă, çавăнпа улпутсем çапла кÿрентернисем пурте унăн чĕри тĕпне кĕрсе юлнă.

Иван хастарлă, ăслă ача пулнтă, анчах унăн ăсĕ чипертерех пăхса ÿстерменрен пăсăлса, хавшакланса кайнă. Иван ашшĕ-амăшĕнчен ытла çамрăкла тăрса юлнă, вăл хăйне пăхман, хисеплемен çынсем хушшинче ÿснĕ; çавăнпа вăл хăй те вĕсенчен ютшăннă, хăй таврашĕнчи çынсене сăнаса çÿреме пуçланă, кайран вăл вĕсене шанмасăр, вĕсенчен шикленекен те пулнă. Мен кĕçĕнрен унăн куçĕ умĕнче ирсĕр ĕçсем пулнă, хăйне те пит кÿрентернĕ, çавăнпа вал ÿснĕçем çиллесленсе пынă. Юлашкинчен вал хай ăшĕнче çынсене темĕн тĕрлĕ курайми пулса çитнĕ. Çапла çынсене курайми пулса çитме вăл патшана ларсан, хăй тăшманĕсене питĕ хытă тавара пуçланă.

Пĕрре патша вăрçăран тавăрăнсан тар чирĕпе чирлесе вилес пек выртнă. Патша хăй те, улпучĕсем те чĕрĕлессе ĕмĕтленмен, пурте вилет пулĕ, тенĕ. Çавăнпа патша улпучĕсене пуçтарнă та, хăйĕн çамрăк ывăлне патшана лартса, улпучĕсене хĕрес чуптутарасшăн пулнă. Патша выртакан пÿлĕмпе юнашар, тепĕр пÿлĕмре улпутсем кăшкăрашма тытăннă: хăшĕ хĕрес чуптăвас тенĕ, хăшĕ чирлĕ патша çинчен темĕн те пĕр вăрçса калаçнă, ывăлне патшана кÿртес мар, Иван хăй çамрăк чухне тертленни те çитĕ, патшана урăх çынна суйлас, тенĕ. Чирлĕ патша çавна пурне те илтсе выртнă. Çавăнтан кайран чирĕнчен чĕрĕлсен, Иван ĕлĕкхинчен те ытла хаярланса çитнĕ, улпучĕсене темĕн терлĕ хĕсерлеме тытăннă.

Юлашкинчен вăл никама та шанми пулса çитнĕ, хăйне вĕлересрен те пит хăра пуçланă. Вара вăл юрлăрах улпут ывăлĕсене суйласа илсе, вĕсене турă умĕнче тупа тутарса, хăйне сыхлама пĕр евĕрлĕ çар ушкăнĕ тунă. Вăл вĕсене хуласем, çĕрсем валеçсе панă. Мускаври хăш-хăш ÿрамсене юри вĕсем валли уйăрса панă. Çав çар ушкăнне, вĕсене валеçсе панă хуласене, çĕрсене, пурне те пĕрле опричнина тенĕ. Чавашла вăл уйрăм уйăрса хуни тени пулать. Çав çар ушкăнне тепĕр тĕрлĕ сыхлавçăсенĕп ушкăнĕ теме юрать, мĕншĕн тесен вĕсем пур çĕрте те патшана тăшман тапăнасран сыхласа çÿренĕ, вĕсем патшана сыхлакан çынсем пулнă.

Сыхлавçăсем патшаран анчах хăранă, весем: эпир патшана сыхлатпăр, ăна хирĕç тăракансене пурне те йытă пек туласа тăкатпăр, шăпăрпа шăлнă пек Вырас çĕрĕнчен хăваласа кăларатпăр, тесе йĕнерĕсен çумне пĕр енне йытă пуçĕ, тепĕр енне шăпăр çакса юланутпа çÿренĕ. Патша вĕсене ытла ирĕк янăран вĕсем ним тума та хăраман: айăпсăр çыннах, хăйсен кăмăлне килмесен, вĕлернĕ, мулне туртса илесшĕнех, айăп туса, пуянтарах çынна тытса кайнă; хăш-хăш чухне çын арăмне, çын хĕрне те пусмăрласа кайнă: ытти çавăн пек ирсĕр ĕçсем те нумай тунă. Сыхлавçăсем урампа иртсе çÿренĕ чухне, çынсем урама тухма мар, чуречерен пăхма та хăраса ларнă, урамра пĕр чĕрĕ чун та курăнман.

Иван весене хăй çуменче тытнă, тумлантарнă, пăхнă, вĕсемпе пĕрле сунара çÿренĕ, праçник кунĕсенче хăй те, сыхлавçисем те монахла тăхăнса чиркĕве кĕлле кайнă, хĕлле Мускав шывĕ çине паттăрсем кĕрешнине курма çÿренĕ. Патша вĕсемпе час-часах ĕçкĕ-çикĕ тунă, сыхлавçисемпе ĕçсе-çисе вăхат ирттернĕ.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Çак юрăри Кириней ачи те çав сыхлавçă ушкăнĕнчен пĕри пулнă. Вăл саттур çын, унăн пурнăç – саттурлăх, унсăр пуçне вăл пурăнаймасть. Унăн чĕринче хуйхă пур: вăл Калашник хуçан çамрăк арăмне юратать. Çав хуйхăпа унăн чĕри çурăлать. Анчах çав чĕре аскăнса, пăсăлса пĕтĕ, çав вут пек вери чĕре намăс мĕнне пĕлмест: мĕн тăвас килнĕ, мĕн ыйтнă, пурне те пар ăна. Патша ăна юратать, патша ăна ирĕк çÿретет. Вăл нимĕнрен те, никамран та хăрамасть, унăн чарăнас йăла çук. Йăли çук пирки вăл Калашник арăмне çын умĕнче мăшкăла хăварать.

Мускав шывĕ çинче, пăр çинче, паттăрсем кĕрмешÿ тунă вăхăтра, Кириней ачине хирĕç, арăмин мăшкăлĕшĕн тавăрма, çыхлавçăпа вилмеллех çапăçма, Калашник хуçа тухать. Вăл ахаль чух йаваш, тÿрĕ çын, пурнăçĕ лăпкă чухне вăл хăй те лăпкă çын; анчах халĕ арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек.

Çил-тăвăл çук чух тинĕс лăпкă тăрать, унăн кĕленче пек кăкăрĕ хускалмасть те, çынсем пĕр хăрамасăр кемисемпе ишсе çÿреççĕ, çутă хĕвел те çÿлтен выляса пăхать. Анчах акă кутсăр-пуçсăр çил-тăвăл килсе тухать те, тинĕс пĕтĕм кăкăрĕпе чĕтресе, çĕкленсе каять, шавласа кĕрлесе ярать, тăвĕ-тăвĕпе хумсем шăваççĕ, кимĕ те, çын та шыва путать, хĕвел те хăраса тахçанах пĕлĕтсен айне тарса кĕнĕ. Калашник хуçа çавăн пек çын пулнă.

Çав Иван ĕмпÿ, çав Кириней сыхлавçă, çав Калашник хуçа çинчен çак юрра хунă.

1907

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.