Константин Иванов: Икĕ хĕр


Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →

Икĕ хĕр 

Хăйĕн аслă хĕрĕнчен
Ашшĕ ыйтать: «Мĕн мăнтăр?»
– Пирĕн атте килĕнчи
Кăвак лаша пит мăнтăр.

«Ăслă каларăн, хĕрĕм».
Унтан ыйтать: «Мĕн тутлă?»
– Пирĕн атте килĕнчи
Вĕллери пыл пит тутлă.

«Ăслă каларăн, хĕрĕм».
Татах ыйтать: «Мĕн çемçе?»
– Пирĕн атте килĕнчи
Тÿшек-минтер пит çемçе.

«Ăслă каларăн, хĕрĕм,
Хисеп турăн аçуна,
Ĕнтĕ сана çакăншăн
Çур мулăма паратăп».

Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен
Ашшĕ ыйтать: «Мĕн мăнтăр?»
– Çут тĕнчере çĕр мăнтăр,
Унтан мăнтăр нимĕн те çук.

«Санра пархатар сахал».
Унтан ыйтать: «Мĕн тутлă?»
– Ыйхă тутлă, тĕнчере
Унтан тути нимĕн те çук.

«Санра пархатар сахал».
Татах ыйтать: «Мĕн çемçе?» –
Алă çемçе, тĕнчере
Унтан çемçи нимĕн те çук.

«Санра пархатар сахал,
Эсĕ манăн хĕрĕм мар!»
Ашшĕ вара ку хĕрне
Хăваласа ячĕ, тет.

1907-1908

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.