Константин Иванов: Пăртта карчăк


Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →

Пăртта карчăк 

Хĕлле Ванюшкен салтака канмалла пулна. Салтака пама Ĕпхĕве каймалла пулнă. Ванюшкене ăсатма ашшĕпе амăшĕ кайнă. Ванюшка уй чух вун сакăр çулта пулнă. Ун, шухскерĕн, салтака каясси килмен пит. Ахаль те ун чух вăрçă пуçланать тис пуçланă. Вăрçă хăрушă япала.

Кăсем Ĕпхÿве çитнĕ те пĕр хăна килне кĕнĕ. Хăна килĕ вырăссем-пĕлĕшсем пулнă. Пăхăнсан, Ванюшкене илчĕç. Ку пĕлĕшсем Пăрттана Ванюшкешĕн ашшĕ кайтăр тие пуçланă. Пăртта Ивана ярасшăн мар: ватă вăл, вăйĕ çук. Килте ман ывăлсем тата нумай-ха. Ванюшкесĕр пуçне те тенĕ. Ыран каяс тенĕ чухне хайхи пĕлĕшсем Ванюшкене карттар çурăмĕсем айне пытарнă та хунă. Тепĕр кун шыраççĕ-шыраççĕ. Ванюшке – çук, вара Пăртта стариккине панă та янă. Ашшĕне илсе кайсан, Ванюшка тухнă кантăр айĕнчен. Киле таврăннă чух Пăртта хĕне-хĕне таврăннă ăна. «Эс пĕтертĕн аçăна, эс пĕтертĕн, ак сана, ак сана!» Иван старике тарçах илсе кайнă. Вăл вара, вăйсăрскер, çул çинчех пĕтĕ. Ванюшкине савăнăç!

Çапла пулнă пирĕн Пăртта асанне. Халь те пулсан Пăртта ачи-пăчисем вăййа тухсан парăн-парăн сикнĕ чух: «Пăртта патне пăртлаттарса, Ванюшке патне вашлаттарса, Симун патне сиктерсе» тесе такмакласа сикеççĕ.

1906, август 

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.