Хурт-Хăмăр Чÿкĕ


Н. Иванова & В. Никитин


Хурт-Хăмăр Чÿкĕ

В. К. Магницкий çырса хăварнине пăхсан хурт чÿкне сăра чÿкĕ хыççăн тунă. Кил хуçи хăйĕн сăмахĕнче хурт-хăмăр ĕрчетме пулăшакан тăхăр турра тата вĕçен кайăксене (чĕкеçе, тăхрана[1], вĕлтрен кайăка, сар кайăка, шăпчăка, пăрчăкана, вĕршĕне) асăннă.

Кĕлле хĕвел тухăçĕнчи алăк енне пăхса каланă. Хурт-хăмăр ĕçĕнче пулăшакан турăсене пылпа, пыл сăрапа, юсманпа, пăтăпа чÿкленĕ, аслă турăсене киремете кайса парне панă.

Хурт-хăмăр кĕлли

Ултă ураллă хуртшăн пыл сăра турăм, хăна-вĕрле пуçтартăм, кÿршĕсене пуçтартăм, ял-йыша пуçтартăм, тутлă пыл сăра пичкине пуçларăм, асăнатпăр турăсене, хурт-хăмăр ыррисене.

Çак хуçана ĕçмешкĕн-çимешкĕн тутлă пыла, йÿçнĕ сăрана перекет пар. Ялăм-йышăмпа, кÿршĕмпе, хăна-вĕрлесемпе ылмаштарма пĕр пуçран пин пуçа çитмелĕхне пар. Пĕр вĕçĕ чечекре, пĕр вĕçĕ мартара-вĕллере[2] пултăр. Выçса килекене тăрантарса ямалăх пултăр. Тавах.

Пылак-шерпет ача-пăча савăнăçĕ пултăр. Хурчĕ сăхни вăя кайтăр, пылне çынни сыппа кайтăр.

Кил-йышăм вĕлле пек ĕçлетĕр, ачам-пăч ам хурт-хăмăр пек сĕрлетĕр, вылятăр та култăр, утар вăйне куртăр.

Управлăх парăр, аслă турăсемпе ырă сыхчăсем. Çырлахăр. Тавах!

Вĕлле Хурчĕ —Ылтăн Хурт

(Ачасен хурт чÿкĕнчи вăййисенчен)

— Ми-ми пыл хурчĕ,
Ăçта каян, пыл хурчĕ?
— Пахчана.
— Ми-ми пыл хурчĕ, Пахчара сана курсан?
— Паллашăп.
— Ми-ми пыл хурчĕ. Пахчаç сана ятласан?
— Пыл парăп.
— Ми-ми пыл хурчĕ,
Е пыл йÿççĕн туйăнсан?
— Тутлатăп.
— Ми-ми пыл хурчĕ,
Пылĕ тутлă пулмасан?
— Çăвăр ярăп.
— Ми-ми пыл хурчĕ,
Е çăвăру пулмасан?
— Хĕвеле пăхтарăп,
— Ми-ми пыл хурчĕ,
Е хĕвелĕ пăхмасан?
— Утарçăна кăтартăп.
— Ми-ми пыл хурчĕ,
Хуçа ĕçчен пулмасан?
Чавка пуçĕ[3] актарăп.
— Чавка пуçĕ акмасан?
— Хамах пырса ăс парăп.
— Ми-ми пыл хурчĕ,
Хăвăн вăю çитмесен?
— Вĕçĕп-вĕçĕп, вĕçĕп те
Вĕллене кĕрех кайăп.
Чĕнĕп-чĕнĕп, чĕнĕп те
Ушкăна илсе тухăп.

* * *

— Пук-пук пукане, пукане!
Ăçта каян, пукане, пукане?
— Тусăм патне каятăп, каятăп.
— Тусу сана мĕн парать, мĕн парать?
— Пилĕк патман пыл парать, пыл парать.
— Пылне ăçта хуратăн, хуратăн?
— Çĕн ампара хуратăп, хуратăп.
— Эс ху ăçта çывратăн, çывратăн?
Кив утара сыхлатăп, сыхлатăп,
Çывăрмастăп, ан сăхлан, ан сăхлан!

* * *

— Ăçта каян, пукане,
Ăçта каян, пукане?
— Тусăм патне каятăп, каятăп.
— Санăн тусу кам вара?
— Утар хуçи Упа тус, Упа тус.
— Унта мĕнле çитетĕн?
— Ташла-ташла çитетĕп,
— Сана тусу мĕн парать?
— Пилĕк чĕрес пыл парать.
— Ăна ăçта лартатăн?
— Шур чăлана лартатăп.
— Ăна кампа çиетĕн?
— Чĕкеç туспа çиетĕп.


[1] Улатакка. [Скв] [Скв12]

[2] Марта “вĕлле”. [Скв] [Скв12]

[3] Чавка пуç “клевер” [Скв]

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.