Константин Иванов: Тимĕр тылă


Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →

Тимĕр тылă 

Тимĕр тылă тесенех,-
Сехри хăпать инкесен.
Мĕншĕн-ши вăл? Пĕлĕр-ха!
Акă мĕншĕн, калам-ха!

Пирĕн чăваш арăмĕ
Тимĕр тылла юратмасть,
Пулсан пултăр йĕс тылă,
Йывăççи те начар мар.

Тимĕр тылă ăшĕнче
Шурă шуйттан ларать, тет.
Тимĕр тылла тытсанах.
Шăлĕсемпе шаккать, тет.

Кантăр тыллас тесенех.
Çÿпне куçа кÿртет, тет.
Çав çÿп куçра юлсассăн,
Çын тухатмăш пулать, тет.

Çав тухатмăш хушнипе
Тимĕр тылă çĕрĕпе
Урам тăрăх, хир тăрăх
Шалтăртатса çÿрет, тет.

Тылă сиксе пынă чух
Çулĕ çинче çын пулсан.
Ăна хĕссе вĕлерсе,
Юнне ĕçсе каять, тет…

Ĕнтĕ пĕлсе çитрĕр-и 
Мĕншĕн пирĕн инкесен
Тимĕр тылă тесенех,
Сехри хăпса тухнине?

Кам та пулин шанмасран
Е вăрçасран хăраса,
Пĕр ĕç çинчен калам-ха,
Хамăр ялта пулнине.

Пирĕн ялта пĕр карчăк
Пурăнатчĕ ĕлĕкрех.
(Халь ĕнтĕ вăл тупăкрах
Выртать масар хыçĕнче.)

Пурăнăçа çав карчăк
Çĕмĕрттеретчĕ анчах:
Пурччĕ унăн качака,
Икĕ сурăх, пĕр кушак;

Чалăш пÿрчĕ тăрринче
Тăманасем усратчĕ;
Тăманасем патĕнчех
Тимĕр тилли ларатчĕ:

Пит хăрушă япала
Пĕр кăтăрса кайсассăн!
Ĕнтĕ хăвăр та пĕлĕр
Карчăк суккăр пулнине.

Мĕншĕн тесен карчăкăн
Тимĕр тылли пур-ĕçке:
Кантăр шăмми çÿппине
Куçа кÿртет шурă шуйттан!

Суккăр пулсан, инçех мар
Тухатмăша тухма та.
Ку карчăк та – ăçтиçук
Тухатмăшчĕ таврара.

Ăна пĕлмен çын та çук,
Палламан йытă та çук.
Пурччĕ тата карчăкăн
Икĕ тăлăх кинĕсем:

Икĕ кин те лайăх кин,
Иккĕшĕ те сарă кин.
Аслă кинĕ мĕн ятли 
Пире халĕ кирлĕ мар:

Хăйне кĕвĕллĕ арăмччĕ,
Тÿрриперех каласан,
Хитрех те мар мухтама.
Начар та мар хурлама.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Кĕçĕн кинĕн, каласан,
Ячĕ унăн Чекеçчĕ.
Хăй те чĕкеç пекехчĕ,
Ытарма çук аванччĕ,

Алли çăмăл ĕç тума,
Тути çÿхе чуптума.
Чĕкеç кинне карчăкĕ
Темшĕн ытла юратмасть,
Хăвар тупăр мĕншĕнне.

Ăна чĕлхем калаймасть.
Куçĕ-пуçĕ пит йăваш.

Çын савăнса тăмалла, –
Çапах карчăк юратмасть.
Ухмах тесе шухăшлăн.

Çакă кинĕ яланах
Минкĕртетет карчăка:
«Апай, яр-ха хăнана,
Апай, яр-ха хăнана!»

– Пуç çавăрмăш, çĕр çăтман,
Çитĕ çынна йÿтетме!
Авантарах ĕçне ту,
Вăхăт çитсен ярăп-ха.

Чĕкеç кинĕ ахаль те
Ĕçне тăвать çунтарса,
Карчăк çапах Чĕкеçне
Вăрçать ĕçне туманшăн!

Суккăр карчăк-кăрчăкăн
Куç курманни ахаль мар!
Вăхăт çитсен, хăй вилсен.
Ярĕ-ха вăл хăнана.

Виçĕ хутчен Чĕкеç кин
Ват карчăка йÿтетнĕ:
«Апай яр-ха хăнана,
Аппам патне каям-ха!»

– Ай, çĕр çăтмана пуçна!
Ырра мар-тăр ку кинĕм. –
Виççĕмĕш кун каç пулсан,
Карчăк ытлах çиленчĕ.

«Апай, яр-ха хăнана,
Апай, яр-ха хăнана!»
– Каях, каях, йÿтетмĕш,
Курăн-ĕçке ху кунна.

Кĕçĕрех кай, кĕçĕрех,
Пуçу кунта ан пултăр! –
Кин васкаса çавăнтах
Сĕтпе юрчĕ виç юсман.

Хăвăр пĕлетĕр: юсман,
Ырăсене асăнса
Вĕрсе-сурса пĕçерсен, ‘
Пит хăватлă япала.

Пирĕн ялта яланах
Инçе çула кайнă чух,
Усал-тĕсел тивесрен
Юсман чиксе каяççĕ.

Çапла пирĕн инке те
Хăй лашине кÿлчĕ те
Тухса кайрĕ сем çĕрле
Акăр ялне хăнана.

Тимĕр тылă шалтлатнă,
Усал карчăк сÿс тыллать,
Йĕс тăпсаллă хапхана
Уçать чĕлхе каласа:

«Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм!
Акăр çулĕпе сик, тыллăм,
Çав кин патне çит, тыллăм,
Çав кин пуçне çи, тыллăм!»

Тимĕр тылă, шалт тылă,
Сиксе кайрĕ çулпала.
Тылла сиссе сарă кин
Юрă юрлать, чуптарать:

«Уйăх çути çап-çутă,
Акăр çулĕ тап-такăр, 
Чуп-чуп, лашам, чуп, лашам,
Çитес çĕре çит, лашам.

Хăрат, хăрат тăшмана,
Сĕтпе юрнă юсманăм!»

Пăрахать те хăварать
Пĕр юсманне çул çине.
Çитнĕ-çитнĕ çĕртенех,
Юсман тĕлне çитсенех,

Тимĕр тылă хăраса
Сиксе кайрĕ килнелле.
«Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм!
Акăр çулĕпе сик, тыллăм,
Çав кин патне çит, тыллăм,
Çав кин пуçне çи, тыллăм!»

Тимер тылă, шалт тылă
Сиксе пырать çулпала.
Тылла сиссе сарă кин
Татах юрлать юррине:

«Уйăх çути çап-çутă,
Акăр çулĕ тап-такăр,
Чуп-чуп, лашам, чуп, лашам,
Çитес çĕре çит, лашам.

Хăрат, хăрат тăшмана.
Сĕтпе юрнă юсманăм!»
Пăрахать те хăварать
Тепĕр юсман çул çине.

Çитнĕ-çитнĕ çĕртенех,
Юсман тĕлне çитсенех,
Тимĕр тылă хăраса
Сиксе кайрĕ каялла.

«Шалт-шалт гыллăм, шалт тыллăм!
Акăр çулĕпе сик, тыллăм.
Çав кин патне çит, тыллăм,
Çав кин пуçне çи, тыллăм!»

Тимĕр тылă, шалт тылă,
Сиксе килет çулпала.
Тылла сиссе сарă кин
Йĕрсе юрлать юррипе:

«Акăр çулĕ тап-такăр.
Уйăх çути çап-çутă.
Чуп-чуп, лашам, чуп, лашам,
Çитес çĕре çит, лашам.

Хăрат, хăрат тăшмана,
Сĕтпе юрнă юсманăм!»
Пăрахать те хăварать
Хăйĕн юлашки юсманне.

Çитнĕ-çитнĕ çĕртенех,
Юсман тĕлне çитсенех,
Тимĕр тылă каялла
Сиксе кайрĕ ялалла…

Çитес çĕре çитрĕ кин,
Шаккать аппăшин хапхине:
«Аппам, кÿрт-ха йăмăкна,
Кÿрт-ха Чĕкеç йăмăкна,
Усал тăшман хăвалать!»
– Çĕрле çÿрес хăнам çук,
Утах хăвăн çулупа!
«Сыв пул эппин, аппаçăм!»

Чĕкеç кайрĕ, шаккарĕ
Тепĕр аппăшин хапхине:
«Аппам, кÿрт-ха йăмăкна,
Кÿрт-ха Чĕкеç йăмăкна.
Усал тăшман хăвалать!»
– Çĕрле çÿрес хăнам çук,
Каях хăвăн çулупа!
«Сыв пул эппин, аппаçăм!»

Чĕкеç кайрĕ, шаккарĕ
Хăйĕн пиччĕшин хапхине:
«Пиччем, кÿрт-ха йăмăкна,
Кÿрт-ха Чĕкеç йăмăкна
Усал тăшман хăвалать!»
– Çĕрле çÿрес хăнам çук,
Уттар хăвăн çулупа!
«Сыв пул эппин, пиччеçĕм!»

Йĕре-йĕре сарă кин
Аслăк çине улăхрĕ,
Йĕре-йĕре çавăнта
Улăм ăшне пытанчĕ. 

«Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм!
Акăр çулĕпе сик, тыллăм,
Çав кин патне çит, тыллăм,
Çав кин пуçне çи, тыллăм!»

Тимер тылă, шалт тылă,
Сиксе пырать çулпала.
Шалт-шалт сикет, шалт тăвать,
Сарă кин чунне витерет…

Карчăк хапхи умĕнче
Кĕтет-кĕтет тыллине –
Çук, кăтăрнă пулмалла:
Тылли халĕ те таврăнмасть.

Таçта-таçта аякра
Шалт-шалт туни илтĕнет.
Аптăраса тухатмăш
Тылла чĕнме тытăнать:

«Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм!
Ман патмалла сик, тыллăм,
Ман патăма кил, тыллăм.
Мачча çине вырт, тыллăм!» 

Таçта-таçта аякра
Аçтаха пек шăхăрать,
Ахăр тылă кăтăрнă:
Темскерпе çапăçать.

«Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм!
Ман йăтмалла сик, тыллăм,
Ман патăма кил, тыллăм,
Мачча çине вырт, тыллăм!»

Таçта-таçта аякра
Шăтăр-шатăр илтĕнет,
Ахăр тылă кăтăрнă:
Темĕн унта çĕмĕрет.

«Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм!
Ман патмалла сик, тыллăм.
Ман патăма кил, тыллăм.
Мачча çине вырт, тыллăм!»

Таçта-таçта аякра
Шăтăл-шатăл илтĕнет,
Ахăр тылă кăтăрнă: 
Çĕр çĕмĕрсе таврăнать…

Шалт-шалт турĕ, шалт турĕ,
Карчăк пуçĕ ялт турĕ.
Суккăрскер çул çинчен
Ĕлкĕреймерĕ пăрăнса.

Тылă пычĕ, шаплатрĕ,
Карчăк пуçне татайрĕ.
Тухатмăшĕн пырĕнчен
Юхрĕ-тухрĕ хура юн…

Иртрĕ-кайрĕ тĕттĕм çĕр,
Хуллен-хуллен сирĕлчĕ.
Сикрĕ-тухрĕ çутă кун,
Çутçанталăк çутăлчĕ,

Акăр ялĕ вăраннă,
Йывăр ыйхă татăлнă.
Пурте тăвать хăй ĕçне
Ĕçчен чăваш йĕркипе:

Чĕкеç инкен пиччĕшĕ
Авă выльăх апатлать –
Хăй йăмăкин виллине
Тупать улăм ăшĕнче.

Авă пырать пĕр этем,
Арман хуçи урампа,
Шурă сухалĕ ик хăлаç,
Курпунĕ те икĕ пăт.

Туйи çине таяннă,
Хăй кăвакал пек утать.
Пысăк лавкка умĕнче
Хашăлтатса чарăнать,

Хăй çăнăхлă тум-тирне
Çапкаласа мăрлатать:
– Хурлăх, хурлăх, Михал тус!
Ман арманăм çук ĕнтĕ!

Кĕçĕр усал-тĕселсем
Шыв урапи хушшине
Çакланнă та тытăнчĕç
Урапана çилĕпе
Çухăрттарса-çавăрса,
Арман чулне шăхăртма. 

Эпĕ чупса тухиччен
Арманăма усалсем
Лăштăр-лаштăр ишнĕ те
Тара панă таçталла!

Пирĕн ялта чăвашсем
Тухнă тăнă урама,
Ушкăнĕпе кĕрлеççĕ
Вилнĕ карчăк тĕлĕнче.

Карчăк выртать, хускалмасть,
Таврашĕнче хура юн.
Пĕвĕ выртать пĕр çĕрте,
Пуçĕ выртать пĕр енче.
Тылă ларать, шалтлатмасть,
Мачча çинче сасă çук…
Халăх шăв-шавĕ пĕр вĕçлĕ,
Шăв-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.