Константин Иванов: Тăлăх арăм


Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →

Тăлăх арăм 

• Юм
• Хăй пурнăçне юриех татни (Суицид)  

Юмах юпа тăрринче,
Хам урхамах çийĕнче.
Вĕçсе-вĕçсс пытăм та, 
Килтĕм тухрăм çакăнта.

Аслă вăрçă хушшине,
Икĕ халăх вăрçнă çĕре.
Унта пĕр кун пурăнтăм,
Çак ĕçсене эпĕ куртăм:

Асап курать çичĕ ютра
Çичĕ тăван вăрçăра.
Хам та чăваш пуçăмпа
Часах сисрĕм чунăмпа
Вĕсем чăваш иккенне.
Ырă сунтăм вĕсене:
«Ырă чăваш тăвансем,
Пĕтчĕр сирĕн тăшмансем!
Çут хĕвелпе çут тĕнче
Вăй паччăр çак кунсенче!»

Çичĕ тăван çапăçать, 
Çапăçать те тытăнать,
Сăсар çĕлĕк пуçĕнче,
Шурă тумтир пĕвинче,
Симĕс тукмак аллинче,
Сенкер сăнă хыçĕнче.

Вĕçет кăвак урхамах
Кайăкран та хытăрах.
Вĕçет, çÿрет тăлхăрса,
Тăшман пуçне таптаса.

Вăрçă шывĕ шав кĕрлет,
Таврашри çĕр кисренет.
Çичĕ тăван çапăçать.
Çапăçать те çуй тăвать;
Тăшман пуçĕ çĕмĕрлет,
Хура юнĕ сирпĕнет.

Çавна курса тăнипе,
Хам та хытă пăхнипе.
Сехре хăпса тухнипе
Урхамахăм сикрĕ те
Илчĕ кайрĕ туласа,
Пĕр еннелле çавăрса.
Ырса çитсен тăтăмăр,
Унтан çакна куртăмăр:

Çеçен хирте çил вылять,
Сарă ыраш хумханать.
Сарă ыраш хумханать,
Чăваш чунне йăпатать.
Ирех тăрса пит суса,
Ирех хырăм тăрантса,
Ертсе килет хунямăш
Çичĕ кинне тырă вырма.

Çичĕ тăван ют çĕрте,
Арăмĕсем çак хирте.
Тырă выраççĕ юрласа.
Ыраш ÿкет касăлса,
Пулать тăрать кĕлтесем,
Кăтра пуçлă çĕмелсем.

Тырă выраççĕ юрласа,
Пĕлмеççĕ те канасса.
Темĕншĕн ватă карчăкăн
Ăшĕ çунать паян унăн.
Тырă выраççĕ юрласа,
Пĕтрĕ карчăк ывăнса.

Ытла ăшĕ çуннипе
Утрĕ урапи патнелле,
Çичĕ кашăк ывăтрĕ,
Çапла сăмах каларĕ:

«Пÿлĕх, кăтарт тĕрĕсне.
Кашăк, кала чăннине:
Хăш кин юнлă кашăклă – 
Пĕтнĕ унăн упăшки?»

Кашăк ÿкрĕ çаврăнса.
Ÿкрĕ – тăчĕ юн тулса – 
Кĕçĕн киннин кашăкки, – 
Пĕтнĕ иккен упăшки!

Çеçен хирпе кин пырать, 
Вăрçă еннелле утать, – 
Кашăк юнпа тулайрĕ,
Чăн тĕрĕсне кăтартрĕ.

Йĕре-йĕре кин пырать,
Аслă пиччĕшне курать:
– Пиччем, пиччем, шăллунне
Курмарăн-ши виллине?

«Куртăм-ĕçке курасса:
Ларать çÿлĕ ту курăнса,
Çÿле ту çинче пÿрт ларать,
Унта шăллăм çывăрать.

Тимĕр кăвак лашиччĕ.
Лаши тирĕ айĕнче,
Шурă тутăр пит çинче,
Симĕс тукмак аллинче».

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Йĕре-йĕре кин каять.
Тепĕр пиччĕшне курать:
– Пиччем, пиччем, шăллунне
Курмарăн-ши виллине?
«Куртам-ĕçке курасса: 
Ларать çÿлĕ ту курăнса,
Çÿлĕ ту çинче пÿрт ларать,
Пÿртре шăллăм çывăрать.
Тимĕр кăвак лашиччĕ,
Лаши тирĕ айĕнче,
Йĕнерĕ пуçĕ айĕнче,
Сăнни ури вĕçĕнче».

Йĕре-йĕре кин утать,
Виççĕмĕшне тĕл пулать:
– Пиччем, пиччем, шăллунне
Курмарăн-ши виллине?

«Куртăм-ĕçке курасса:
Ларать çÿлĕ ту курăнса,
Çÿлĕ ту çинче пÿрт ларать,
Пÿртре шăллăм çывăрать.
Тимĕр кăвак лашиччĕ,
Лаши тирĕ айĕнче,
Шурă тутăр пит çинче,
Тĕттĕм каçĕ куç çинче».

Йĕре-йĕре пырать кин,
Çÿлĕ тăва курчĕ тин.
Курчĕ мĕскĕн курасса,
Ларать çÿлĕ ту курăнса, –
Тĕтре çÿрет шуралса,
Çÿлĕ ту тавра явăнса.

Ылтăн хĕвел савăнмасть,
Çутă куна çутатмасть:
Пĕлĕт айне пытанать,
Хăй çуттинчен вăтанать.

Çил тухать те çил каять,
Хурлăхлă юрă юрлать.
Çулĕ тăвăн тĕлĕпе
Çăхан карать çăварне,
Хăйĕн çивчĕ сăмсипе,
Апат пурне сиснипе.

Ту тăрринче пÿрт ларать,
Чăваш хытă çывăрать.
Кун килет те кун иртет, –
Чăваш хытă çывăрать.
Шăппăн выртать, хускалмасть,
Ун арăмĕ хурланать.

Йĕре-йĕре хуйхăрать,
Упăшкине ыталать,
Анчах арăмĕ йĕнине
Вăл сисес çук чĕрипе.
Ĕмĕр-ĕмĕр йĕрсен те,
Чĕрĕлес çук куççулĕпе.

Вара тăваттăмĕш кун
Çакăнчĕ те, пĕтрĕ чун,
Хăй упăшкин çÿçĕпе,
Виçĕ ылттăн пĕрчипе.

Эпĕ те вара хурланса,
Икĕ чуна асăнса,
Урхамаха вырттартăм,
Чÿклерĕм те хăвартăм.

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.