Константин Иванов: Выçă аптранăскерсем


Константин Иванов

Константин Иванов Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралса ÿснĕ. Чĕмпĕрти шкултан кăларса ярсан Иван Яковлев чĕннипе тĕрлĕрен куçару ĕçне хутшăнать, унтан учителе вĕренсе тухать. Çамрăкла вилнĕ поэт чăвашла литературăн чи паллă “Нарспи” поэмипе литература историне çырăнса юлать… Тĕплĕнрех →

Выçă аптранăскерсем-   

Пурăнаттăн пит аван,
Курайманччĕ выç куна,
Анчах, тăванăм, паян
Апат лекн-и çăварна?
Ларса хырăм тăранмасть. 
Мĕнле шухăш шухăшлан?

Ĕç тырăран – тупăнмасть, 
Ăçта каяс тен паян?
– Илĕп çĕçĕ, пурттăма, 
Чĕнĕп пĕрер юлташа,
Кайăп юта, вăрлама…
Ан асăнăр чăваша.

Иван пичче пÿртĕнче
Выçă ларнă виçĕ кун, 
Анкă-минкĕ пуçĕнче
Çапла шухăш пулнă кун:
«Тата пăртак ларсанах
Апат килĕ тухĕ ак!»
Ак тамаша: çавăнтах
Вĕçсе кĕчĕ пĕр курак!
Леш выçăскер, куракне
Пăхса-туса тăмарĕ.
Мĕнле апат иккенне
Авантарах пăхмарĕ:
«Апат килчĕ», терĕ те,
Ячĕ илчĕ çавăнтах…
Курак пуçĕ пĕтрĕ те.
Курак пиçрĕ вутсăрах.

Çÿлте пĕлĕт кăн-кăвак,
Ура айĕ – шурă юр.
Хирте çÿрет выç тукмак,
Унăн пурăнăç – хĕн-хур.
Çÿрет тукмак кăнтăрла,
Çÿрет тукмак çĕрĕпе.
Пырса кĕрет ялалла –
Çын хăратать йыттипе.
Анчах апат тупăнмасть,
Унăн выçă вилмелле…
Тукмак ÿкнĕ, хускалмасть,
Пăхрĕ вилĕм килнелле.

Пĕтерчĕ те юмахне
Ватти хушрĕ сăмахне:
– Çапла, ачам, выçăхсан,
Çын тухать çав ухмаха.
Хăшĕ, çиме пулмасан,
Тухать вăрă-хураха;
Хăшĕ. Иван ухмах пек,
Курăк çиет аташса;
Хăшĕ, сăрă тукмак пек,
Вилсех каять выçăхса.

1908 

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.