Чăваш Пир-Авăрĕн Ячĕсем


Н. Иванова & В. Никитин

Чăваш Пир-Авăрĕн Ячĕсем

Килте тĕртнĕ пир-авăрăн хăш-пĕр ячĕсем: катан пир, кăтат, пÿс, штулпи, палчас, сентел, шăла пир, лапрашки, çăлкăш, тăла пир, пусма, улача, хăмач, варпуç, качăвăс.

Катан, кăтат, пÿс, штулпи пирсем çÿхе те çирĕп пулнă, вĕсене тĕрĕпе илемлетме тĕртнĕ.

Тĕрĕ-Эреш Ячĕсем

Чăваш улачи те, тĕрри-эрешĕ те пин тĕрлĕ. Тăхăнмалли, йăтса çÿремелли, капăрлатмалли, витмелли, сармалли, çакса хумалли япаласен тĕррисем хăйне уйрăм, расна. Тумтир тĕрри-эрешĕ хай темиçе ушкăна пайланать: тутăр-калпак тĕрри, атă-пушмак капăрĕ, уяв тумĕн кăкăр умне, çурăм хыçне, хул çине сыпмалли тĕррисем… Шурă пир çине пĕрер куçăн тунă тĕрĕсем чикĕмсенчен, çĕвĕсенчен, ĕлкĕсемпе эрешсенчен, ÿкерчĕксенчен тăраççĕ. Вĕсен хăш-пĕр ячĕсене палăртса тухăпăр.

Чикĕмсем: икĕнчĕк, йĕпум, йĕсме, каялла, саланкăр (сайра), шалатка, картлашка.

Çĕвĕсем. Ансат çĕвĕсем: вăчăра, хуракар, хăю, йĕпкĕн, кукăр-макăр, сикчĕ, шăтăкла, шулам, шÿркени, эрĕх, чĕпчĕркке, мĕшкĕн, йĕрмек, пÿкĕм.

Кăткăс çĕвĕсем: ăсма хантăс, чăн хантăс, вĕт хантăс, çаклатмалли хантăс, тăслам хĕрес, вăрăм хĕрес, ирçе хĕрес, таткаланчăк, хуçкаланчăк, хуралла, пÿртĕнчен, каснă шăтăкла, ухмахла, тупалак, чĕнтĕр, çивĕт, чармалла, явăнчăк, паклава, тантан.

Эрешлĕ çĕвĕсем: арман çунатти, ченĕçке, сала кайăк ури, сысна ури, чĕкеç хÿри, ут пахи, кукăр ура, кĕрепле, юплешке, така мăйраки, чăрăш турачĕ, хур карти, шапа пĕççи, сурăх йĕрри, çеçке пуç, упа алли, укçа тĕрри, курак ури, шыв юххи, пăру карти, йытă куçĕ, урлă кашта, урапа шăлĕ, мăйрака, тĕмеске, тура шăл, мăй пăран, хĕреслĕ чапка.

Ĕлкĕсем: сунтăх, пÿштĕр, çăлтăр, тăваткăл, чечек, çулçă, йывăç, керем, автан, этем, сăрт, шыв, пуша (сăнă), тĕнĕл, тĕрек, чăсмак, хупкăч, хĕскĕч, кĕтеслĕк, çаврак, кукраш, пушкар, тĕсĕк, ÿпĕнчĕк, пускăч, тăрнашка.

Тĕрĕ эрешĕсенчен чи палли — кĕскĕ.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.