Кĕвĕ-чĕвĕ хатĕр-хĕтĕрĕ


Н. Иванова & В. Никитин

Кĕвĕ-чĕвĕ хатĕр-хĕтĕрĕ

(Музыка инструменчĕсем)

Тĕрлĕ çемĕсемпе кĕвĕ-чĕвĕ кăлармалли хатĕр-хĕтĕр чăвашсен сакăр вуннă ытла. Вĕсем вĕрмелли, сĕрмелли, çапмалли, чĕпĕтмелли тата ытти тĕрли пур. Паллăраххисемпе паллашăпăр.

Чĕлĕх вĕрмеллисем (чĕлĕх — пăхăртан е кĕмĕлтен тунă çурхах, купăсăн сывлăш юхăмĕпе сасă кăларакан пайĕ): шăпăр (хăмпăллă шăпăр), шăпăрнай (шăпăр вулли), сăрна, сăрнай, тăм сăрнай, хуп сăрнай, сăрлаккай, купăс (тута купăсĕ, хут купăс т. ыт.), тÿт, тÿтÿт, хÿкле, хÿпхÿ, пипип.

Хĕлĕх сĕрмеллисем (хĕлĕх)—ут çилхинчен е хÿринчен, шăнăртан, йĕс пралукран тунă карăнчăк, купăсăн туртни-сĕрнипе сасă кăларакан пайĕ): вăрхан, кĕсле, тăмра, тинчĕлек, сĕрмек (сĕрме купăс, скрипка), кĕслей (кĕсле купăс, гитара), кĕслетĕс, нăртти, пăлалай, турахуп, чăрăнтăк.

Тута вĕрмеллисем: шăхлич (тăмран, шăвăçран, хупăран, туратран, кĕпçе-курăкран т. ыт. тăваççĕ), нăйнай, палнай, кавал, какăр, нахра.

Çапса янратмаллисем: тинкĕлти, тренчĕл, тукмак, тункăр, тÿнкки, шакмак, шакăртма, шăнкăрав, ханкăрма, хулкан, чан, чанкăрти.

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ пĕлтерÿ хыççăн


VulaCV.com

2019 çулхи юпа 31-мĕшĕнче VulaCv WordPress платформине куçнăранпа 7 çул тулчĕ… 2020 çулăн Март уйăхĕнче вара пирĕн домен VulaСV.com пулса кĕскелчĕ.

– VulaCv, Вула чăвашла редакцийĕ

Сайта кĕртнĕ çĕнĕ текстсем:

↓ ↓ ↓

Малаллийĕ

Шухăшăра пĕлтерĕр

Fill in your details below or click an icon to log in:

WordPress.com Logo

You are commenting using your WordPress.com account. Log Out /  Change )

Google photo

You are commenting using your Google account. Log Out /  Change )

Twitter picture

You are commenting using your Twitter account. Log Out /  Change )

Facebook photo

You are commenting using your Facebook account. Log Out /  Change )

Connecting to %s

This site uses Akismet to reduce spam. Learn how your comment data is processed.